Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ним те пулманнишӗн турра шӗкӗрех, пулнӑ пулсан, эсӗ мана леш тӗнчере те ӑнланса илме ҫук чӗмере кӑтартнӑ пулӑттӑн», — шухӑшларӗ Давыдов.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсенче Киевра Руҫе тӗне кӗртнине, Севастополе хупӑрласа илнине, Шипкӑри ҫапӑҫӑва, 1904 ҫулхи вӑрҫӑра япун пехоти Ляоян патӗнче епле тапӑлнине ӳкерсе кӑтартнӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӑватӑ ҫул каярах, налуксемпе хӗсме пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ, пӗр ҫӑмхана пуҫтарӑнчӗ, сиксе ӳкес ҫӗлен пек, халӗ колхозсем пулмасан тата налуксем пӗчӗкрех пулсан — Яков Лукич хӑйне кӑтартнӑ пулӗччӗ, кӗтсех тӑр!
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, пит-куҫне хӑрушла пӗркелесе, хӑма стена ҫине кӑтартнӑ, лере кил хуҫи арӑмӗ — турра ӗненекен ватӑ хӗрарӑм — ҫилленсе, кушак пек, вӗчӗхсе чашкӑрнӑ, упӑшкипе Давыдов валли каҫхи апат хатӗрлесе, чашӑк-тирӗке кӗмсӗртеттернӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫакна хуравласа, стекне йӑтса кӑтартнӑ та вӑл: «Акӑ чӗлхе, ӑна пит аван ӑнланаҫҫӗ вӗсем!» — тенӗ.Он поднял стек и ответил: «Вот язык, который они отлично понимают!»
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Хуа Да-ма хӗрарӑм кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те курӑк шӑтма ӗлкӗреймен ҫерем татӑкӗсемпе витсе хунӑ мӗскӗн вилтӑприне курчӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вӗсен наукине хывакан Ли Ши-чжэнь, хӑйӗн «Бэньцао чанму» ятлӑ кӗнекинчеччӗ пулас, ҫын какайне ӑшаласа ҫиме пулать, тесе питӗ уҫӑмлӑ ҫырса кӑтартнӑ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫак калавра Лу Синь этемлӗх тивӗҫне хӳтӗлесшӗн, халӑха ирӗке кӑларасшӑн ҫӗкленнӗ харсӑр ҫынсене те кӑтартнӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Ҫапла мӗскӗннӗн те тӳркессӗн ӳкерсе кӑтартнӑ автор «Эмел» калаври сӑнарсене — чайнай хуҫи Хуа Лао-шуаньпе ун арӑмне.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Лу Синь феодалла обществӑна хӳтӗлесе тӑракан ҫынҫиенле мораль ҫынна пусмӑрласа пурӑннине кӑтартнӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Хӑйсен турри кунта пачах кирлӗ мар, мӗншӗн тесен барометр йӗппи, ҫанталӑк улшӑнасса кӑтартнӑ тӗле ҫитсе, хытсах ларнӑ.А бог их тут совершенно ни при чем, раз барометр закостенел на переменном положении.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сана ферма пуҫлӑхӗ туса хурӑпӑр, курса вӗренме кайӑн, ферма ӗҫне наука кӑтартнӑ тӑрӑх епле тытса пымаллине вӗренӗн, вара квалификациллӗ хӗрарӑм, пулса тӑрӑн.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуҫалӑха, мучи, пупсем кӑтартнӑ пек мар, наука кӑтартнӑ пек тытса пымалла.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ҫӗлӗкне илме ҫаврӑнса утать, анчах ун патнелле тӑкӑрлӑкпа халӑх васкаса пынине курса, каялла кайма васкать, вара, кӗтмен ҫӗртенех ҫакӑн пек шухӑлӑхне кӑтартнӑ ӑнӑҫсӑр кӗсрине тытса, хутор хыҫне ҫавӑтса тухать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Каярахпа тин куртӑмӑр, хаҫачӗ ҫинче хакне те кӑтартнӑ иккен — пилӗк пус тӑрать.А посля уже доглядели, а на ней обозначенная цена — пять копеек!
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ малалла Соломон: патшан пӗртен-пӗр хӗрӗ, тӗлӗнмелле хитре те хӗрӳ пике, ҫӗнӗ повара вӑрттӑн юратса пӑрахать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл ӑна ирӗксӗрех пӗлтерет; пӗррехинче вара вӗсем иккӗшӗ ҫӗрле керменрен тухса тараҫҫӗ, вӗсене хуса ҫитеҫҫӗ те каялла илсе килеҫҫӗ, Соломона ҫакӑншӑн вӗлермелле суд тӑваҫҫӗ, тӗрме тӗпӗнчен ун ӑнсӑртран ҫеҫ тарса хӑтӑлма май килет.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пурнӑҫӗнчи тата нумай-нумай ӗҫ-пуҫ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ Соломон хӑйӗн савнине, ҫавсене ытти ҫынсенчен никам пӗлмен, Суламифь те вӗсене хӑйпе пӗрле масара илсе кайнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫапларах та кала-кала кӑтартнӑ тата: Балкис амӑшӗ пӗррехинче, шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн, темле турӑ, вӑхӑтлӑха хур пулса тӑнӑскер, хӑй вӑрлӑхне хальтерех кӑна хӑварнӑ ҫӗре, хӑйӑр ҫине, ларнӑ-мӑн те, ҫав ӑнсӑртлӑха пула вара вӑл Савӑн хитре майра-патшине ҫуратса панӑ имӗш.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ вара патша ӑна ҫав тӗлӗнмелле хӗрарӑм ҫинчен.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тигр тирӗсенчен тунӑ вырӑн ҫинче йӑлт ҫарамасланнӑ Суламифь выртнӑ, патша вара, ун ури патне урайне ларнӑскер, хӑйӗн изумруд куркине Мареотисран кӳртернӗ ылтӑн тӗслӗ эрехе иле-иле тултарнӑ та, пӗтӗм чӗрипе хӑпартланса, хӑй варлийӗн сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ тата ӑна ӗлӗкхи тӗлӗнмелле ӑслӑ халлапсем кала-кала кӑтартнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.