Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.1. После сего Он проходил по городам и селениям, проповедуя и благовествуя Царствие Божие,
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосифӑн, Илийӗн, 24. Матфатӑн, Левийӗн, Мелхийӗн, Ианнайӑн, Иосифӑн, 25. Маттафийӗн, Амосӑн, Наумӑн, Еслимӑн, Наггейӗн, 26. Маафӑн, Маттафийӗн, Семеийӗн, Иосифӑн, Иудӑн, 27. Иоаннанӑн, Рисайӑн, Зоровавелӗн, Салафиилӑн, Нирийӗн, 28. Мелхийӗн, Аддийӗн, Косамӑн, Елмодамӑн, Ирӑн, 29. Иосийӗн, Елиезерӗн, Иоримӑн, Матфатӑн, Левийӗн, 30. Симеонӑн, Иудӑн, Иосифӑн, Ионанӑн, Елиакимӑн, 31. Мелеайӑн, Маинанӑн, Маттафайӑн, Нафанӑн, Давидӑн, 32. Иессейӗн, Овидӑн, Воозӑн, Салмонӑн, Наассонӑн, 33. Аминадавӑн, Арамӑн, Есромӑн, Фаресӑн, Иудӑн, 34. Иаковӑн, Исаакӑн, Авраамӑн, Фарран, Нахорӑн, 35. Серухӑн, Рагавӑн, Фалекӑн, Еверӑн, Салан, 36. Каинанӑн, Арфаксадӑн, Симӑн, Нойӑн, Ламехӑн, 37. Мафусалӑн, Енохӑн, Иаредӑн, Малелеилӑн, Каинанӑн, 38. Еносӑн, Сифӑн, Адамӑн, Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, ¦¦ вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24. тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр.15. И сказал им: идите по всему миру и проповедуйте Евангелие всей твари.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл вара пӗтӗм Галилея тӑрӑх синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ, усалсене хӑваласа кӑларнӑ.39. И Он проповедывал в синагогах их по всей Галилее и изгонял бесов.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ хӑш-пӗр япаласене тӗрӗс каларӑн, санӑн сӑмахусем тӑрӑх ҫавӑн пек пулӗ те.37. Он отвечал мне и сказал: справедливо ты сказал нечто, и по словам твоим так и будет.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем хушшинче, ятсем тӑрӑх пулин те, Хӑвӑн ӳкӗтӳсене уякансене тупӑн, анчах пӗтӗм халӑхӗпех ӳкӗтсене тытса пурӑннине тупаймӑн, терӗм эпӗ, Ездра.36. Между сими хотя по именам найдешь хранящих заповеди Твои, а у других народов не найдешь.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тепӗрисем, капӑр тумланнӑскерсем, кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗрленӗ пӳлӗме пӑрахса хӑварсах, ун пек чухне вырӑнлӑ пулакан вӑтану ҫинчен манса кайсах, капӑр тумланнӑ халлӗнех хула тӑрӑх тӗлли-паллисӗр чупкаласа ҫӳренӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Никанор, хӑйӗнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пӗлсессӗн, священниксем йӑла тӑрӑх парне кӳнӗ чухне Туррӑн аслӑ та сӑваплӑ Ҫуртне пынӑ, ҫав ҫынна тытса пама хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иуда, хӑйӗн ҫарне ертсе, Одоллам хулине кайнӑ, ҫиччӗмӗш кун ҫитнӗ пирки вӗсем, йӑла тӑрӑх, тасалнӑ та шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ арӑма хӑйсен ачисенне ӳт кастарнӑшӑн айӑпланӑ; ҫакӑншӑн кӑкӑр ачисене амӑшӗсен чӗччинчен ҫакса ярса, ҫав арӑмсене хула тӑрӑх халӑх умӗнче уттарса тухнӑ та хӳме ҫинчен пӑрахнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Антиох ӗнтӗ ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ йӗркепе пурӑннӑ ҫын вилнӗшӗн чун-чӗререн хурланса йӗнӗ, 38. вара Андроника ҫилленсе кайса, ҫавӑнтах ун ҫийӗнчи хӗрхӗлтӗм тумне сӳсе илсе ҫурса пӑрахнӑ, хӑйне пӗтӗм хула тӑрӑх илсе ҫӳреме, ҫынвӗлерене шӑпах хӑй Онияна тискеррӗн тӗп тунӑ вырӑнта вӗлерме хушнӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Андроника тивӗҫлипе тавӑрнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.