Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑ (тĕпĕ: пулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫӗ питӗ нумай, эсӗ тӑвас тенӗ пек тума ҫук-ҫке-ха: ҫӑрттан пулӑ хушнипе, пӗрре-иккӗ тесе шутланӑ хушӑра — колхоз туса хума, кулакне те пӗтерме, фондне те тума ҫук-ҫке…

Дела очень много, нельзя же так, как ты хочешь: по щучьему веленью, раз-два — и колхоз создать, и кулака изъять, и семфонд собрать…

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав шухӑшсем хушшинче вӑл тетеле лекнӗ пулӑ пекех тапаланать…

Бьется он в них, как засетившаяся рыба…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пулӑ ҫеҫ ухмах, хӑех шакка пырса кӗрет…

Ить это рыба глупая, лезет в вентеря…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ.

Изливал он елей и возжигал курение Изиде и Озири-су египетским, брату и сестре, соединившимся браком еще во чреве матери своей и зачавшим там бога Гора, и Деркето, рыбообразной богине тирской, и Анубису с собачьей головой, богу бальзамирования, и вавилонскому Оанну, и Дагону филистимскому, и Арденаго ассирийскому, и Утсабу, идолу ниневийскому, и мрачной Кибелле, и Бэл-Меродоху, покровителю Вавилона — богу планеты Юпитер, и халдейскому Ору — богу вечного огня, и таинственной Омороге — праматери богов, которую Бэл рассек на две части, создав из них небо и землю, а из головы — людей; и поклонялся царь еще богине Атанаис, в честь которой девушки Финикии, Лидии, Армении и Персии отдавали прохожим свое тело, как священную жертву, на пороге храмов.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сатана, ӑна курсан, ҫылӑхлисем хыҫҫӑн, кӑрттӑш пулӑ пек, шӑтӑка чӑмать, тем кӗреслетни илтӗнсе каять, хутран тунӑ чулсем пӗр-пӗрин ҫине тӳнеҫҫӗ, шуйттансем вара, ӗҫ пӗтнипе савӑнса, канма чупаҫҫӗ, — чаршав хупӑнать.

Сатана, увидав его, ныряет, подобно ершу, в яму вслед за грешниками, раздается треск, бумажные камни валятся друг на друга, черти радостно бегут отдохнуть от работы, — занавес опускается.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Вара вӑл мана хӑш пулӑ мӗнлине, вӗсен йӑлине — ӑҫта, хӑҫан тата мӗнле вӗсене тытма лайӑххи ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

— И он стал рассказывать мне всё, что знал о привычках тех и других рыб, — где, когда и как успешнее ловить их.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Итле, акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана пулӑ ҫинчен тата ӗҫ пирки…

Послушай, что я буду говорить тебе о рыбе и работе…»

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Илемлӗ пулӑ.

Красивая рыба.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Кил-ҫуртра ҫутӑ ҫутма хӑранӑ, урама куҫ курми тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫав тӗттӗмре, хуҫа плащӗпе пуҫ ҫинчен пӗркенсе, чӗнмесӗр, шыв тӗпӗнчи пулӑ пек, пӗр хӗрарӑм вӗлтлетсе пынӑ.

В домах боялись зажигать огни, густая тьма заливала улицы, и в этой тьме, точно рыба в глубине реки, безмолвно мелькала женщина, с головой закутанная в черный плащ.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Сарӑхнӑ лавровишня ҫулҫисем шурӑ кӑпӑклӑ Кодор шывӗнче пӗчӗк ҫеҫ ҫивӗч лосось-пулӑсем евӗр ҫаврӑнса, пӗтӗрӗнсе ишеҫҫӗ; эпӗ шыв хӗрринчи вӗтӗ чул ҫинче шухӑшласа ларатӑп: чайкӑсемпе баклансем те ҫав ҫулҫӑсене пулӑ теҫҫӗ пулас та — йӑнӑшаҫҫӗ, акӑ мӗншӗн вӗсем сылтӑм енче, лере, тинӗс хумӗсем ҫырана ҫапӑннӑ тӗлте, кӳренсе кӑшкӑраҫҫӗ.

В белой пене Кодора кружились, мелькали желтые листья лавровишни, точно маленькие, проворные лососи, я сидел на камнях над рекой и думал, что, наверное, чайки и бакланы тоже принимают листья за рыбу и — обманываются, вот почему они так обиженно кричат, там, направо, за деревьями, где плещет море.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Ҫук, мана унашкал ӑманпа улталаймӑн, эпӗ шултра йышши пулӑ! — терӗ вӑл хыттӑнах, мухтанса.

— Нет, меня на такого червя не поймаешь, я рыба крупная! — хвастливо воскликнул он.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӑш чухне пирӗн пурнӑҫ ҫинчен ҫапла калаҫас-тавлашас килместчӗ те, эпир улӑх тӑрӑх инҫете, юханшыв леш енне, шыв тулнӑ вӑхӑтра кӗрсе юлнӑ нумай-нумай вӗтӗ пулӑ вылякан пӗчӗк кӳлӗсем пур ҫӗре каяттӑмӑр.

Иногда нам не хотелось философствовать, и мы шли далеко в луга, за реку, где были маленькие озера, изобиловавшие мелкой рыбой, зашедшей в них во время половодья.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл шыв тӑрӑх кимӗпе ишсе анать, пирӗн тӗле ҫитсен, тыркас пек шӑппӑн кӑна шӑхӑрса илет те, эпӗ вара чӳречерен шыв хӗррине пулӑ пек сикетӗп!

Он приедет и посвистит тихо, как суслик, а я выпрыгну, как рыба, в окно на реку.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Вӑлта ҫиппине путаркӑчсӑрах шыв ҫийӗн яратӑн-тӑк, партас пулӑ кӗркелет, вӑл та пулин сайра лекет.

Пущаем леску без грузила поверх воды на бабочку, идет голавль, да и то редко.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Путаркӑчсӑр шывҫисене ҫеҫ тытаҫҫӗ, ырашпӑтри мӗнле начар пулӑ та, вӑл та сана унсӑрӑн ҫакланмасть.

Без грузила только уклейку ловят, а на что хуже пескаря, да и тот не пойдет тебе без грузила.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Пирӗн шывра ҫутаяк пурӑнмасть те, вӑл ирӗке юратакан пулӑ.

В нашей реке не живет шилишпер\… эта рыба простор любит.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Уланкӑ, ҫӑрттан, шампа пулӑ ялан вара шыв тӗпӗнче ҫӳреҫҫӗ.

Окунь, щука, налим завсегда на донную идет.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Пулӑ тытмалли хатӗрсем ӑҫта? — сасартӑк ыйтрӗ Гаврила, кимӗ ҫине пӑшӑрханса пӑхса.

— А снасть-то где? — вдруг спросил Гаврила, беспокойно оглядывая лодку.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Пулӑ тытма кайӑпӑр.

Рыбу ловить поедем.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кунти пулӑҫӑсем пулӑ анчах мар тытаҫҫӗ.

Здешние рыбаки не одну рыбу ловят.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней