Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килӗшмен ӗҫе туса пурӑнни ҫынсене ячӗшӗн, формӑшӑн ҫеҫ ӗҫлекен пултарусӑр-хӗрӳсӗр кӗлетке тӑвать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Урӑхла каласан, начаррине критикленипе пӗрлех, пире ҫӗнӗлле ӗҫлеме, пурӑнма вӗрентекен ырӑ тӗслӗхсем, ленинла стильпе ӗҫлекен ҫынсен сӑнарӗсем кирлӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вера Кожемановапа ӗҫлекен музыкантсем хӑйсене вырӑнтан ытла мӗн выляма тивни интереслентернине, халӑх музыкине хальхипе хутӑштарма интереслӗ пулнине пӗлтерчӗҫ.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Пӗрле ӗҫлекен тантӑшсен те мӑшӑрӗсем пуҫлӑхсемччӗ: пӗри — тӗп врач, тепри — МТС директорӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Пединститутра ӗҫлекен хамӑрӑн ентеш А.С.Канюкова доцент манӑн тата икӗ хӗрачан заявленине чӑваш уйрӑмне куҫарса хунӑ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
— Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ.
«Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради... // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20795.html
Паллӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацин (ЮНЕСКО) XXV сессийӗнче1990 ҫула Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.
Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10
Тепӗр виҫӗ кунтан хам ӗҫлекен электростанци умне тилӗсем пырса тухрӗҫ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Шанатӑп: тухӑҫлӑ ӗҫлекен вӑйлӑ та пӗр шухӑшлӑ команда, – хамӑрӑн республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн малашнехи кал-кал аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Юлашки ҫулсенче республика фермерӗсем производствӑн кал-кал ӳсӗмне тивӗҫтерчӗҫ: тупӑшсем 5 ҫул хушшинче 11 хут, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ – 7 хут ытла, акса-лартса илекен ҫӗрсен лаптӑкӗ – 6,5 хут, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӗҫлекен ҫынсен шучӗ 4 хут ытла ӳснӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хӑйсене рынокра лайӑх енчен кӑтартса панӑ «АККОНД», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Етӗрнесӗт», «Букет Чувашии», «Ольдеевская» агрофирма, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑвашпотребсоюз» пек ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисен шучӗ ытларах пулмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя хушатӑп тата ӑна хам тӗрӗслесе тӑма палӑртатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Пысӑк компанисем пурнӑҫлакан туянусен ӗҫне пӗчӗк предприятисене те хутшӑнтарассине анлӑлатмалла, вӗсене экспорт таварӗсем туса кӑларассине йӗркелес тата туса кӑларас ӗҫре пулӑшмалла, кредитпа гаранти пулӑшӑвӗ парассине ӳстерсе пымалла, бизнес валли ӗҫлекен инфратытӑма, предпринимательсене патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе хӑйсем ӗҫлекен-пурӑнакан вырӑнтах усӑ курмалли майсем туса парса, лайӑхлатса пымалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫак ыйтӑвӑн уҫҫи-хуппине пӗлес тесе, малтан эпӗ Шупашкарти шыв айне пулакан зона енӗпе ӗҫлекен пая ҫитрӗм.
Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№
Тӗрӗссипе, шыв айне пулакан зонӑра пурӑнакансен хваттер илнӗ чухне ҫурт-йӗре ишнине ҫирӗплетекен хут тӑратмалла хула Совет ӗҫтӑвкомӗн Шупашкарти шыв айне пулакан зона енӗпе ӗҫлекен пайне.
Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№
Ашшӗ-амӑшӗн килне хулара ӗҫлекен хӗрӗ килнӗ.
Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Ӗҫлекен Шыв тӑкан ертӳҫӗ сӑмахӗнчен иртеймест.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Пӗр-пӗр заводри станок умӗнче тӑрса е алӑра руль тытса ӗҫлекен ҫын чун-чӗрине ун пекех уҫҫӑн курма ҫук та-и, тен?
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Журнала хуптарасах тесе хаҫатра ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх, Хв.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн Ҫенӗ Упи тӗп шкулӗнче тата Хурӑнвар Шӑхаль вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Ярухина Людмила Александровна тата Сандиярова Галина Николаевна хӑйсен ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗ йышши вӗренӳ меслечӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675