Поиск
Шырав ĕçĕ:
Николай Иванович хӑй енчен хӑнасене хисеп туса килнӗшӗн тата ӑшшӑн саламланӑшӑн тав турӗ.
Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep
Тыл ӗҫченӗ Нонна Семеновна мӑшӑрӗ ҫумӗнче питех те сӑпайлӑн та ӑшшӑн кулса ларчӗ.
Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html
Пӳрте кӗрсен, Левен карттусне хывса пӑтана ҫакать, ывӑлне утьӑкка ҫӗклесе, ӑна ҫӗре ярать, арӑмӗ умне пырса: — Эх, раз, эх, два! — тет, куҫран ӑшшӑн пӑхса.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗр шуралса, пӗр кӑвакарса тӑракан Левен патне, хӑюлӑх ҫитерсе, Маруҫ пырса тӑрать, ачине чӗркенӗ утиялӑн вӗҫне сирсе: — Кур, — тет ӑшшӑн.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
ГАИне иккӗмӗш хут ҫитсен, капитан, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех лараканскер, вӑрманҫа курсанах ӑшшӑн кулса кӗтсе илет.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫав хушӑрах: «Кусем манчченех арӑмпа ҫӳренӗскерсем мар-и-ха, ытла ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫумра упӑшки пурринчен те вӑтанмаҫҫӗ», — кӗҫех тем тытса хӗсетчӗ унччен мӑнаҫлӑн та ухмахла кӑртлатнӑ чӗрене.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ара, тӑванӑм, — министр Левенрен ӑшшӑн, тарӑхмасӑр тӑрӑхлама пуҫлать, — эсӗ куҫна хупласа ҫӳретӗн-им?
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫавӑн пекех Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакансене паллӑ пулӑм ячӗпе Тикашри территори пайӗн пуҫлӑхӗ Валерий Нарсов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн тата библиотека ӗҫӗсен центрӗн директорӗ Алена Саминова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн строительствӑпа территорисен аталанӑвӗн управленийӗн строительствӑпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн пайӗн начальникӗн заместителӗ Екатерина Иванова ӑшшӑн саламланӑ.
Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln
Тӗлпулу ӑшшӑн иртрӗ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/
Леонард Васильевич пуҫтарӑннисене Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, пурне те ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/
Хисеплӗ ватӑсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски округӗн депутачӗ Александр Тихонов ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ.
Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/
— Сталпӑть, ку — хӑмпӑ ҫеҫ, — Левен, Тамарӑна ӑшшӑн ҫупӑрласа, униченелле утать.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӗвел, куҫне ӑшшӑн хӗскелесе, кӑнтӑралла кармашать.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вӗсене, ӑмсанмалла лайӑх тӳрлетнӗскерсене, акӑ, Ваҫукӑн ӗмӗтри ашшӗ тыта-тыта тӗсет, ачи енне ӑшшӑн пӑхса кулать…
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тем аван маррине сиссе, аллине саппун аркипе шӑлкалать те ача патне чупса пырать, ун умне кукленсе ларать, куҫран ӑшшӑн та шӑтарасла пӑхать кухньӑра ӗҫлекен пӗчӗкҫӗ хӗрарӑм.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Электролечени процедури хыҫҫӑн тата Александр Демьяновичпа ҫакӑн пек ӑшшӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн, унӑн фотографиллӗ нумай альбомӗсене, награда удостоверенийӗсемпе хисеплӗ грамотисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, ҫак ҫын ҫакӑн чухлӗ ҫул тултарнине ӗненес те килмест.
Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742
— Тархасшӑн, тархасшӑн, тухтӑр юлташ, — ӑшшӑн сасӑ панӑ Зоя.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Паллах, иртни асран тухасшӑнах пулман, уйрӑмах вӑл Зоя килте ҫук чухне аса килнӗ, анчах яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан Зоя таврӑнсанах, амӑшӗн кӑмӑлӗ йӑлтах улшӑнса кайнӑ.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
«Хӑҫан ӳссе ҫитӗнме ӗлкӗртӗн-ха эсӗ, хӗрӗм, — шухӑшланӑ вӑл яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан хӗрӗ ҫине пӑхкаласа илсе.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Вара вӑл ӑшшӑн кулса илнӗ те малалла калаҫнӑ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.