Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗтреллӗ пӗлӗт сирӗлет, ҫӑлтӑрлӑ кӑвак тӳпе карӑнать.Молочная облачность редела, и сквозь нее проступала синева, усеянная звездами.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Уткаласа ҫӳрер, Женечка, — сӗнчӗ Катя; тӗттӗм уй-хир ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте, шураличчен хӗртнӗ хурҫӑ ванчӑкӗ евӗр ҫуталса тӑракан ҫӑлтӑрлӑ тӳпене киленсе пӑхрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шурӑ ҫӑлтӑрлӑ ӑмралӑхӗ ҫине кӑпӑк сирпӗнтерсе ҫывхаракан лашана та, пит-куҫӗ хӗремесленсе кайнӑ ҫамрӑк юланута та, ун хыҫӗнче — Дон хӗрринелле сарлакан тӑсӑлакан тӗтреллӗ ҫеҫенхире те Григорий ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ самантри пек темле сиссе юлмалла мар хӑвӑрт асӑрхарӗ…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пуҫ айне кутамккине хучӗ, куҫӗпе чӗл-чӗл ҫутӑ сапалакан ҫӑлтӑрлӑ тӳпенелле йӗрлесе пӑхрӗ, ачисемпе Аксинья ҫинчен ҫыхӑни-ҫыхӑнми шухӑшларӗ, унтан кӑтӑш пулчӗ те хӗрарӑмӑн йӑпшӑнчӑк йӑваш сассипе вӑранса кайрӗ:
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫутӑ катӑк уйӑх ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине шуса тухрӗ те пӗчӗк вӑрманти йывӑҫ тӑррисен кӑвак сенкер ҫутӑпа ҫуталчӗҫ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Вӗсем ӑшне кӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн, хуҫи пусма тавартан ҫӗленӗ картлӑ-картлӑ пысӑк ҫухаллӑ тата ҫурӑмӗ ҫинче ылтӑн ҫӑлтӑрлӑ пӗчӗк куртка, чӑпар чечеклӗ чӑлхасем тата симӗс пушмаксем тӑхӑннӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ашшӗне ял хыҫӗнче, партизансен масарӗ патӗнче пытарнӑ, хӗрлӗ фанер ҫӑлтӑрлӑ йывӑҫ обелиск лартнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша ялтан аякра, уйра, урапасем ҫӑрса пӗтернӗ хура ҫул ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ сивӗ тӳпе айӗнче тӑна кӗнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ытамӗнче юланутлӑ ҫын мӗлки картина ҫинчи пек тухса тӑчӗ.На фоне звездного неба возник словно вырезанный силуэт всадника.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑтӑшах тӗл пулакан чие тӗмӗсемпе улмуҫҫисен армак-чармак тураттисем хушшинчен хӑй ҫути саррӑн курӑнса кайрӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ытамӗнче тӑррине хӑмӑш витнӗ пысӑк пӳрт мӗлки уҫҫӑн тухса тӑчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӳречесем хыҫӗнче ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн сарӑ мӗлки чӳхенет.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эппин, тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӑлтӑрлӑ Ашмарин каланине никам та урӑх хирӗҫлеме те пултарайман!
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Сергей, чӳрече янаххи ҫумне таянса, сивӗ те нумай ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт ҫине тахҫанчченех пӑхса тӑчӗ…Сергей прислонился плечом к косяку и долго смотрел на холодное, в частых звездах, небо…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗн ҫурма сасӑпа калаҫса ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт айӗнче утса пыма ытла та кӑмӑллӑ пулнӑ: е площадь, е тирексем ҫинче ҫӗлӗк пек курак йӑвисем курӑнаҫҫӗ, е укӑлчана тухакан ансӑр урам курӑнса каять…
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл Быхов урамӗсем тӑрӑх туллашса ҫӳрекен вичкӗн ҫил каснипе питне ҫӳҫенчӗклӗн пӗркелентернӗ те сапаланчӑк ҫӑлтӑрлӑ сивӗ тӳпе ҫине хӗсӗк куҫӗпе тинкерсе пӑхса пырать.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кунтарах, авалхи Псков ҫӗрӗ тӗлӗнче, тем ҫинчен уҫҫӑн аса илтерсе тӑнӑ пек, пин-пин ҫӑлтӑрлӑ Хур кайӑк ҫулӗ ҫап-ҫуттӑн каварланса тӗлкӗшет.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пурин ҫинчен те ӑшӑ кӑмӑлпа тӗпчесе ыйтрӗ, ҫавӑнпа Сергей хӑйпе юнашар хӑй пекех Ылтӑн Ҫӑлтӑрлӑ юратнӑ генерал ҫеҫ те мар, чи ҫывӑх ҫын ларнине туйса илчӗ, Сергей яланах астуса тӑнӑ ҫарти звани уйрӑмлӑхӗ халӗ таҫта ҫухалчӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.