Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта, тарӑн та тӗпсӗр ҫырта, уйсем, ҫарансем ешереҫҫӗ, авкаланчӑк юханшывсем кӗмӗл тӗспе йӑлтӑртатаҫҫӗ, ялсем тетте ҫурт ушкӑнӗсем пек курӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртсем патӗнче пӗчӗкҫӗ ҫынсем мӗшӗлтетеҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫула май кӗмелли иккӗмӗш ҫурт — Корнаковсен ҫурчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайма ҫывӑхрах пулни енчен шутласан, чи малтан кӗмелли ҫурт — Сивцев Вражкинче пурӑнакан Валахинӑсен ҫурчӗ.Первый визит был, по местности, к Валахиной, на Сивцевом Вражке.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӑл кукаҫи ҫурчӗ мар, кукаҫи пурӑнакан ҫурт пулнӑ, унсӑр пуҫне унта тата тепӗр ҫемье пурӑнать.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Брест крепоҫӗнчи хӑш-пӗр ҫуртсене вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен йӗркене кӗртнӗ, анчах чылай ҫурт тӗппипе пӗтнипех, ишӗлчӗксемпех упранать.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Пирӗн ҫурт тавра кулак пусмӑрӗ айӗнчи выҫӑ ял мар, талкӑшпех коллективизаци тунӑ район, пирӗнтен инҫетре те мар ӳссех пыракан, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫуртсем тӑвакан хула пур, унта хӗрӳллӗ пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑш чух эпир ун пек ачасене хамӑр патрах хӑвараттӑмӑр, анчах пуринчен ытларах вӗсене урӑх ача ҫурчӗсене вырнаҫтарма тӑрӑшаттӑмӑр («Семен Афанасьевич, вӑл ҫурт лайӑххине эсир тӗп-тӗресех пӗлетӗр-и?»).
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн ҫурта чи усал ҫурт тесе шутланӑ, ун ҫине пурте пӳрнесемпе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ.Чтоб наш дом из самого поганого, на который все пальцем показывают,
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Ҫакӑн пек архитектор ҫинчен эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр-ши: калӑпӑр, хӑй ҫӗнӗ ҫурт тума тытӑннӑ чух вӑл мӗне кирлӗ ҫурт иккенне пӗлмест — тӗрӗслӗх, юратупа чӑнлӑх туррине хисеплесе лартнӑ чиркӳ-и, лайӑх пурӑнма май паракан ахаль ҫурт-и, хитре, анчах усӑсӑр, иртсе ҫӳрекенсем пӑхса киленме ҫеҫ кирлӗ чаплӑ хапха-и, укҫана шутлӑн тӑкаклама пӗлмен ҫулҫӳревҫӗсене ҫаратмалли гостиница-и, ҫимелли япаласем пӗҫермелли кухня-и, сайра тӗл пулакан япаласене упраса усрамалли музеум-и, е, юлашкинчен, пурнӑҫра халь тин никама та кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухса хумалли сарай тӑвать-и вӑл?
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак пысӑк ҫурт — ҫамрӑк юман вӑрманӗ хӗрринчи ҫурт — алӑкӗ умӗнче часовой та шӑппӑн тӑрать.Неслышно стоит и часовой у дверей дома — большого дома на опушке молодого дубового леса.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Бондарев урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, Шупашкарти аптекӑллӑ пӗрремӗш ҫурт пек паллӑ.Оно расположено по адресу ул. Бондарева, 13, и известно как здание с первой аптекой в Чебоксарах.
Шупашкарта хулан пӗрремӗш аптека ҫуртне юсама тытӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28815.html
Хула виле хӗресӗ евӗрлӗ майлашӑнса ларнӑ: хӗрес тӗпӗнче — хӗрарӑм мӑнастирӗ тата масар, тӑррине — Заречьене — Путаница юханшыв касса татнӑ, сулахай ҫунаттинче — кивелсе тӗссӗрленнӗ тӗрме, сылтӑм ҫунаттинче тата — Буйнов хуҫасен хӑлтӑр-халтӑр кивӗ усадьби, катӑлса-хӑйпӑнса пӗтнӗ пысӑк ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫурт: ҫурт ҫивиттин стропилӗсем кашкӑрсем пӑвса таткаланӑ лашан аяк пӗрчийӗсем пек ҫаралса юлнӑ, кантӑкӗсене хӑмасемпе ҫапса лартнӑ, вӗсен хушӑкӗсем витӗр пуш-пушӑ тӗттӗм тулалла сӑрхӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Дон Родриго пахчине сутнӑ, ҫуртне сутнӑ, ҫурт ҫумӗнчи пӗчӗк иҫӗм ҫырли пахчине, качакисене сутнӑ, хӑйӗн килӗнчи пурлӑ-ҫуклӑ сӗтел-пукансемпе япалисене те сутнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кунта вара, куратӑн пуль, ҫурт ҫине ҫурт, тӗрлӗрен учрежденисем…А тут, видел небось, понатыкали домов, учреждений разных, рвать — как бы их не повредить.
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Такам пӗри тахҫанах каланӑ: «Ача-пӑчасӑр ҫурт — тӑлӑх ҫурт», — тенӗ.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ку ҫурт кивӗ пулсан та, ӑна темшӗн «шурӑ ҫурт» тесе чӗнетчӗҫ.Дом был вовсе не бел, а сер от времени и непогод, очень ветх и щеляв.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Самолётсенчен бомбӑсем тӑкса ҫурта ишнӗ хыҫҫӑн та нумай вӑхӑт хушши нимӗҫсем ҫурт патне пыма хӑяйман.Ещё долго после того, как дом был разбит авиацией, не решались к нему приблизиться.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Ҫурт умне виҫӗ тупӑ турттарса килнӗ те ҫурта пеме пуҫланӑ.Подвезли три орудия и стали обстреливать дом прямой наводкой.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.