Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян кунашкалли ҫукпа пӗрех.
Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Пирӗн научнӑй критика, пур ҫитменлӗхсене те уҫса кӑтартса паракан, писательсене ӳсме пулӑшакан тӗплӗ критика ҫукпа пӗрех.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
11. Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ; 12. эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халӑхсем пурте Унӑн умӗнче — нимӗн те мар, вӗсем Уншӑн — ҫукпа пӗрех, пушӑ вырӑнпа пӗрех шутланаҫҫӗ.17. Все народы пред Ним как ничто, - менее ничтожества и пустоты считаются у Него.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Канӑҫӗ сахал унӑн, ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, кӑнтӑрлахи пекех, сыхӑ ҫывӑрать: 7. вӑрҫӑ хирӗнчен тарса ӳкнӗ ҫын евӗр, хӑй шухӑшӗнчен хӑй шикленекенскер, тӗлӗк тӗлленнӗ чухне чи хӑрушӑ самантра шарт сиксе вӑранать те тӗлӗнсех каять: нимӗн хӑрушши те ҫук иккен.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хальхи вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн фермӑна кайса пуҫа чикекен, ҫинҫе пилӗке йывӑр ӗҫпе авакан пикесем ҫукпа пӗрех.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑткӑс лару-тӑрусем ҫукпа пӗрех.
Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
- Наталия Викторовна, право хуралӗнче ӗҫлекенсен пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех.— Наталия Викторовна, у сотрудников правоохранительных органов почти нет свободного времени.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№