Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
хуҫалӑх (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та ӗнесен продуктивлӑхне ӳстерсен, сӗт ытларах сутсан хуҫалӑхсене регион коэффициентне хушса пама ирӗк пулнине палӑртать.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Сутӑнакан чӗртавар виҫи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче – 2, фермер хуҫалӑхӗсенче 6% ӳснӗ, сӑвӑм – 4%.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем пасарсенче тата ҫулла пысӑк район-хуласенчи учрежденисемпе килӗшӳ ҫирӗплетнӗ ял хуҫалӑх организацийӗсем бюджет, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тытӑмӗсенче, ытти ҫӗрте аванах вырнаҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун районти комисси членӗсем ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Д. Петров йӗркелесе пынипе тата хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе агрономӗсем хутшӑннипе акнӑ-лартнӑ культурӑсем уйсенче епле шӑтса тухнине пахаларӗҫ.

Помоги переводом

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Станислав Андреевич ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхне аталантарас енӗпе нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ вӑй хунӑшӑн «Мичуринец» хуҫалӑх агрономне Галина Васильевна Власована (вӑл ҫав хушӑрах Мӑн Шетмӗ ял старости те) район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысларӗ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Акӑ, иртнӗ кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Самаркинпа ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин, тӗп агрономӗ Шамиль Зейнутдинов «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» тата «Искра» хуҫалӑхсенче пулнӑ.

Например, недавно глава администрации района Алексей Самаркин, начальник отдела сельского хозяйства и экологии Илдус Миннетуллин, главный агроном Шамиль Зейнутдинов побывали в хозяйствах «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» и «Искра».

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Июлӗн 28-мӗшӗ тӗлне районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем вырмана пурте тухнӑ.

На 28 июня все сельскохозяйственные предприятия района, фермерские хозяйства вышли на уборку зерновых.

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ку енӗпе «Авангард» хуҫалӑх (400 гектар), «Новый путь» (220), «Алмаз» общество, Г.Исаев, С.Волков, Э.Лебедев, А.Григорьев ертсе пыракан хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем малта пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗр тырри выраҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗнче пурӗ 15 комбайн ӗҫлет, ҫав шутран 7-шӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче.

Помоги переводом

Кӗр тырри выраҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем кӗр тыррисене пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗр тырри выраҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Физкультурӑпа спорта аталантарма районта спортӑн 4 тӗсӗпе федерацисем туса хунӑ, волейболпа (ертӳҫи - «Чувашсетьгаз» ООО Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ В.М. Рубцов); ҫӑмӑл атлетикӑпа (ертӳҫи - Муркаш райпо канашӗн председателӗ Б.В. Андреев); футболпа (ертӳҫи - Мичурин яч. хис. хуҫалӑх председателӗ П.Ф. Серафимов) тата йӗлтӗрпе чупассипе (ертӳҫи - «Ударник» хуҫалӑхӑн Матьӑк уйрӑмӗн ертӳҫи И.М. Шивирев).

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорӗсен канашӗн председатетелӗ Евгения Беликова ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе интересленекен хӑнасене — Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалӑх службин ертӳҫине Александр Суринова, ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова тата Чӑвашстат пуҫлӑхне Эльвира Максимовӑна — теплицӑсене кӑтартса ҫӳренӗ, производство калӑпӑшне ӳстерме тата тӑкаксене чакарма май паракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ тата ытти министерствӑсен ертӳҫисем нумаях пулмасть районсенчи ял хуҫалӑх управленийӗсен механизаци уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле инкек-синкексенчен епле хӑтӑлмаллине сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ял хуҫалӑх институчӗпе ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн Камскоустьински тата Апас районӗсенчи ял хуҫалӑх отраслӗнчи яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Туслӑ ҫыхӑну ялта пурӑнакансене, хуҫалӑх ертӳҫисемпе специалисчӗсене, ферма ӗҫченӗсене, килте хушма хуҫалӑх тытакансене витӗм кӳрет.

Помоги переводом

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Владимир Александрович хӑнасене Чӑваш Енпе паллаштарнӑ май ҫак самантсене палӑртса хӑварчӗ: республикӑра терминалпа логистика комплексӗсем тума майсем ҫителӗклӗ; автотранспорт тӗлӗшӗнчен «Европа — Ҫурҫӗр Китай» ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ; тӗп отрасльсен йышӗнче — ял хуҫалӑхӗ, электротехника, хими отраслӗ, машиностроени; 19 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, вӗсенче 38300 студент вӗренет; ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗ 298, вӗсем 1688 гектар йышӑнаҫҫӗ; экспорта ял хуҫалӑх культурисене, кайӑк-кӗшӗк, кондитер продукцийӗсене, электротехника хатӗрӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

- Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫӗршыври хушма хуҫалӑхри лару-тӑру пирки тӗрӗс информаци илме май парать.

Помоги переводом

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тухса калаҫрӗ, Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн 2016 ҫулхи ҫыравӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑвашстатӑн, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫавна май пуҫаруллӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ: хуҫалӑхӑн пӗчӗк мар формисене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн хушма налук хума пултараймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней