Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку тарана ҫитсе те ҫакӑн пекки кунта пулман-ха!
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен пылчӑкланса пӗтнӗ машини юланутҫӑ шпорсемпе тапса илнине сиссе ҫумӑр витӗр шыв-шурлӑ ҫулпа вунӑ километр тарана сиккипе чупса тухнӑ ут евӗрлӗ…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Савӑн ӗнтӗ, мӗн тарана ҫитеретӗн мана», тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, арӑмӗ ҫинчен шухӑшласан, вара ӗлӗкхи йӑлипе хӑйӗн ватӑ та вӑйсӑр аллисене чӑмӑртанӑ.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Эсир ку тарана ҫитсе те Лозневой улталанине пӗлместӗр вӗт? — сасартӑк ыйтрӗ Марийка, иккӗмӗш хут калитке патӗнче чарӑнса.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мӗн тарана критиклесе ҫитнине пӗлетӗн-и эсӗ?
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫапла, намӑс мана: ку тарана ҫитсе те эпӗ пӑхӑрпа кӗмӗл хушшинчи уйрӑмлӑха чухласа илейместӗп, пирпе пурҫӑн хушшинчи уйрӑмлӑха, сановникпе ахаль ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха, господинпа чура хушшинчи уйрӑмлӑха пӗлместӗп, тата…
Йытӑ хирӗҫлесе калани // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 110–111 стр.
Хуҫа яланах хаярччӗ, хӑнасем те сайра хутра кӑна ырӑ кӑмаллӑ пулатчӗҫ; лавккана Кун И-цзи пырса кӗрсен ҫеҫ кӑштах хаваслӑччӗ, — акӑ мӗншӗн эпӗ ӑна ку тарана ҫитсе те астӑватӑп.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Шкул саккинчен пуҫласа ҫак тарана ҫитичченех: «Ҫывӑх ҫынна, хӑвна юратнӑ пекех, юрат, пӗлсе тӑр, йӑвашлӑх, итлеслӗх тата ҫӳҫенӳ-шикленӳ — этем чыс-хисеплӗхӗн чи пӗрремӗш тивӗҫӗ», — тӳнккенӗ пире ватӑ ҫӑхансемпе чавкасем.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпир истори факчӗсем организм тытӑмне тата ҫын пурнӑҫне сӑнаса пынӑ тӑрӑх тунӑ уҫӑмлӑ вывода мӗншӗн ҫак тарана ҫитичченех хирӗҫлени ҫинчен калаҫнӑччӗ ӗнтӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тарана ҫитичченех авторне те, кӗнеке ятне те астӑватӑп-ха…
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл кутамас, кӳпшек, сӗм кукша, пилӗк тарана пӗр ластӑк ҫеҫ ҫитми хура сухаллӑ этем; икӗ йытти те унпа пӗрле тухрӗҫ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ку тарана ҫити пурӑнтӑм — хал ҫитернӗ!
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Каярах галерейӑсен карлӑкӗсемпе пусмисене, музыка инструменчӗсемпе тӗн кӗнекисен хуплашкисене тунӑ ҫӗре кайнӑ хӗрлӗ йывӑҫа вара Соломона, ҫунтармалли техӗмлӗ курӑксемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе те хаклӑ йышши духисемпе пӗрле, Сав майра-патши, ӑслӑ та калама ҫук хӳхӗм Балкис, парнелесе панӑ, унашкал парнене Израильте ҫак тарана ҫитсе те курман пулнӑ-ха.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ вара асра шутлама пуҫӑнатӑп, анчах ҫирӗм ҫиччӗ тарана ҫитетӗп те, туятӑп, манра хӑюлӑх ҫаплах ҫитӗнсе ӗлкӗреймен.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене вӑл, Ольга, йӑваш та питех сӑмах вакламанскер, ку тарана ҫитсе те никама итлеттерейменскер, пурӑнма пуҫламанскер, тӑвӗ!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унӑн хваттерӗнчи иккӗмӗш хут чӳречисене ку тарана ҫитсе илсе хуман-ха, ҫавӑнпа та тулта мӗн пулни илтӗнмест, — хушса хучӗ Штольц.— У него окна по сю пору не выставлены: не слыхать, что делается наруже, — прибавил Штольц.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ара вӑл ку тарана ҫитсе те чӗрӗ-и?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вырӑс ҫынни, ку тарана ҫитсе те, шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, ӗлӗк-авалхи илӗртӳллӗ халапсене ӗненме юратать; тен, вӑл тата чылай вӑхӑтчен ҫав тӗшмӗшлӗхрен хӑтӑлса ҫитеймӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем пӗр-пӗринчен ҫывӑхра лараҫҫӗ тата хӑватлӑ алӑ ӑнсӑртран пӑрахнипе тӗрлӗ еннелле сапаланса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, — вӗсем ку тарана ҫитиех ҫавнашкал юлнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956