Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир каланисенчен пуринчен те сирӗн патра пысӑк выран йышӑнса тӑмашкӑн этемӗн пӗр-пӗр тивӗҫлӗ ырӑ пахалӑхсем кирли курӑнмасть; ҫынсене пысӑк званисем вӗсен пултарулӑхӗсемпе паттӑр ӗҫӗсемшӗн, пуп-таврашсене вӗсен ырӑ ӗҫӗсемшӗн е нумай пӗлнишӗн асла кӑларни, ҫар ҫыннисене — хӑйсене ырӑ тыткаланипе паттӑрлӑхӗшӗн, судьясене — тӑван ҫӗршывне юратнишӗн тата государство советникӗсене — хӑйсен ӑслӑлӑхӗшӗн асла кӑларни пушшех сахалтарах курӑнать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман ҫурта ҫӗклесе ҫӳренӗ чухне асӑрхаймасӑр ӳкерсе мана амантасран тата кӳмепе илсе ҫӳренӗ чухне сахалтарах кисренмелле тӑвас тесе, ман пӳлӗмӗн стенисене, урайӗпе маччине кӗҫҫе ҫапрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Наполеон вӑйӗ союзниксенчен сахалтарах пулин те, унӑн сапаланса тӑракан корпусӗсем Австри корпусӗсенчен маларах ҫитме пултарнине аванах ӑнланса Кутузов: вырӑс ҫарӗ, Ольмюц патӗнчи лайӑх позицийӗнчен кайсан, вӑл каллех йывӑрлӑха лекет, тенӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Дизеллӗ танка ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вут тивес хӑрушлӑх сахалтарах, унӑн хӑвӑртлӑхӗ пысӑкрах, горючи сахалтарах кирлӗ.
Пирӗн танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вутчуллӗ пӑшалпа пеме майлӑрах пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пенӗ чухне каялла сахалтарах тапнӑ.Стрельба из кремневого ружья происходила спокойнее, чем из мушкета, так как отдача была слабее.
Вут чуллӗ ҫӑраҫҫи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Мӗн чухлӗ лайӑх сыхланатӑн, тӑшман ҫапни сана ҫавӑн чухлӗ сахалтарах сиен тӑвать.
Ҫапасси тата хӳтӗленесси // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Постсем сахалтарах кӑларса тӑратас тесе, нимӗҫсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене пурне те йывӑҫсемпе пӳлсе хунӑ, йӗплӗ пралуксемпе карса пӗтернӗ, ҫывӑхри ҫулсене минӑласа тухнӑ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кузнецова ҫакӑн пирки асӑрхаттарма тата епле те пулин вырӑсла сахалтарах калаҫма сӗнсе канаш пама тиврӗ.Пришлось сказать Кузнецову об этом и посоветовать ему как можно меньше говорить по-русски.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑрмана мӗн чухлӗ шаларах кӗретӗн, ҫавӑн чухлӗ унта нимӗҫсем сахалтарах!
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ракетӑн хӑвӑртлӑхӗ пуйӑсран 400 хут пысӑк, апла пулсан, вӑхӑт та 400 хут сахалтарах кирлӗ.Скорость ракеты в 400 раз больше скорости поезда, значит, времени понадобится в 400 раз меньше.
Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пӑнчӑсем хӑйне хупӑрласа тӑракан йӗри-тавралӑхран сахалтарах хӗрнӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗксӗмрех.Пятна менее нагреты, чем окружающее их пространство, потому они и кажутся темными.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗрпе танлаштарсан, Плутон ӑшӑпа ҫутта Хӗвелрен кашни тӑваткал метр пуҫне 1.600 хут сахалтарах илсе тӑрать.
Плутон // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Марспа Хӗвел хушши Ҫӗрпе Хӗвелтен пӗрре ҫурӑ хут аяккарах, Хӗвелпе вӑл Ҫӗртен икӗ хут сахалтарах ӑшӑнать.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫавӑнпа та Меркурин Хӗвел тавра пӗрре ҫаврӑнса килме Ҫӗртен чылай сахалтарах «чупма» тивет.Ведь Меркурию за один оборот приходится пробегать расстояние гораздо меньшее, чем Земле.
Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫавӑнпа ҫӑлтӑрсем шӑранса сарӑлнӑ пек тата эпир шухӑшланинчен пысӑкрах та пек туйӑнаҫҫӗ, ҫавна пула сахалтарах та ҫуталаҫҫӗ.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тӗрессипе каласан, Уйӑхӑн Хӗвелтен илнӗ ҫутине каялла ӳкерес хӑвачӗ вӑйсӑр, вӑл Хӗвелтен 437 пин хут сахалтарах ҫутатать.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл хӑй тума пултарнинчен сахалтарах тӑвать.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Эпӗ ӑна епле те пулсан сахалтарах курма тӑрӑшрӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эсӗ, Антоныч; пӗр тӑрук нумай япала илсе ан кил, сахалтарах та час-часрах илсе килсен авантарах пулать, атту тата вут килсе тӗкӗҫ сана.Ты, Антоныч, много товару сразу не вози, лучше — поменьше да почаще, а то, гляди, подожгут тебя.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр ҫирӗм студент ҫав нӗрсӗр калпаклӑ ҫын ҫине пӑхаҫҫӗ, сахалтарах пайӗ — куларах, пысӑк пайӗ — тинкерсе, хӑшӗ — шухӑшласа хурлӑхлӑнрах, — вӗсен куҫӗсем, лешин ҫунтаракан куҫӗсемпе танлаштарсан, ытла та яланхи пек курӑнаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.