Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ питех те вӗчӗх ватӑ хӗр, вӗренекен хӗрачасен пӳрнисене, лайӑх авкаланакан пулччӑр тесе, пит «ӑста» хуҫкалаканскер, музыка илемне кӑштах та пулин туйма пултарнине путарса лартас ӗҫе те пит пӗлсе туса пыратчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл пуринчен ытла зоологи атласне пӑхса ларма юратать, ӑна ют ҫӗршыв чӗлхипе пичетленӗ пулин те, вӑл ҫӗрӗн илемне, пуянлӑхне, унӑн пысӑкӑшне ҫав тери лайӑх уҫӑмлӑн кӑтартать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах хыҫалалла хытӑ чӑмӑртаса ҫыхса лартнӑ ылтӑн тӗслӗ сарӑ йывӑр ҫивӗтлӗ пуҫӗ хӑйӗн ӗлӗкхи илемне ҫав-ҫавах ҫухатман.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Юр хӗвсе кайнӑ ҫак улӑх-ҫарансемпе вӑрман катисем урлӑ ҫурҫӗр ҫутҫанталӑкӗн хаяр тискер илемне туйса илмесӗр иртсе кайма май ҫук.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Лакпа сӑрланӑ хура пресс-папье ҫийне Хохломӑн илемне ҫинҫе йӗрсемпе сӑрласа хитрелетнӗ.На черной лакированной крышке пресс-папье в тонком узоре цвели утренние краски Хохломы.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак ҫул ҫинче пулнӑ темиҫе кун хушшинче Валерий авалхи Двинан капӑр мар илемне, унта хӗвел ҫуттӑн аннине, тӑршшӗпех пер пек пушӑ ҫырансене, вырӑс халӑх юрринчи пекех анлӑ та вӑрӑм юханшыва, ҫил вӑхӑтӗнче урса кайсах кӗрлекен хӑватлӑ хумсене юратса пӑрахрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫавӑнпа та халӗ вӑл унӑн ытарма ҫук илемне тулли кӑмӑлпа пӑхса пырать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйӗн илемне ҫухатман ҫак ҫӗнӗ сӑмаха вӑл хӑйне кӑмӑла кайнипе каларӗ.— Она с удовольствием выговаривала это новое слово, еще не утратившее для нее своей свежести.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кам Венецие апрель уйӑхӗнче курман, вӑл ҫак юмахри пек хулан акӑш-макӑш илемне ӑнланса илме пултараяс ҫук.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кунцовӑн ҫӗнӗ ҫыннине унӑн пур илемне те кӑтартар-ха.Покажем новому обитателю Кунцева все его многочисленные красоты.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӑнтӑрла тӗлнелле Робертпа Макс-Набс виҫӗ киви тытса кӑнтӑрлахи апатӑн илемне кӳчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Куҫсем умӗнче аслӑ та чаплӑ ҫанталакӑн мӗнпур илемне уҫса темӗн пысӑкӑш чаршав ерипен ҫӗкленнӗн туйӑнать.Казалось, будто медленно подымается грандиозный занавес, открывая взорам величественные декорации.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем Мӗтри пиччӗшсем патне хула илемне пӑхса-сӑнаса ҫуранах ҫитрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ку вӑл ҫурҫӗр илемӗпе кӑнтӑр илемне пӗрлештерсе тӑракан ытарма ҫук сӑн, ҫут тӗнчере сайра тӗл пулакан бриллиант пулнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗпе илемне пӗр хӗрхенмесӗр панӑ Наркас тӑрӑхне.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Ӗнтӗ ман туссем тӗнче илемне урӑх нихҫан та кураймӗҫ…
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Юрӗ-ха ӗнтӗ, пули-пулми машинӑпа таврӑнни ниме те пӗлтермӗ, Акатуя ахаль-махаль пырса кӗмерӗм-ха, уяв илемне ямарӑм — ҫав темрен паха!
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Юрӑ итленӗ инкесем ӗсӗкле-ӗсӗкле, сӑмсисемпе нӗшӗклетсе, тутӑр кӗтесӗсемпе куҫҫулӗсене шӑлаҫҫӗ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хура куҫлӑ пӗр карчӑк, ватӑлса кайнӑ сӑн-питӗнче турӑш ҫинчи пек илемне пӑртак упраса хӑварнӑскер, — Григорий крыльца патнелле утса пынӑ чухне сӑмахӗсене тӑсарах калаҫрӗ:
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Талӑк каялла ҫеҫ-ха вӑл чечеке ларнӑ ҫамрӑк улмуҫҫи майлӑччӗ, — хитреччӗ, маттурччӗ, вӑйлӑччӗ, халӗ ак питҫӑмартийӗсем Дон сӑртӗнчи акшар чулӗнчен те шурӑ, сӑмси шӗвӗрӗлсе кайнӑ, тути унчченхи чӗрӗ илемне ҫухатнӑ, ҫӳхелсе юлнӑ та, усса хунӑ шӑлӗсене тенепле ҫеҫ витсе тӑнӑн туйӑнать.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.