Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илемне (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта та кунта вӑрман илемне татах та ҫӗклентерсе шӑна кӑмписем курӑнкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫутҫанталӑк илемне парӑннипе вӑхӑт иртнине те сисмерӗ каччӑ, анӑҫлӑх пушар чухнехи пек хӗрелсе кӑварлансан тин вӑрмана ҫитме пулнине аса илчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Поэтӑн юратнӑ лирикӑллӑ геройӗ — пурнӑҫ илемне хӗрӳ ӗҫре тупнӑ хӗр-ывӑл.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Сарӑ хӗрӗн илемне, илемне Сарӑ хӗвел терӗн-им, терӗн-им?..

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Аля Нагасова ҫурхи ҫутҫанталӑкан асамлӑ илемне ытараймасӑр чарӑнса тӑчӗ, аллине саркаласа, кӑвак тӳпенелле тинкерчӗ: ҫӳлте-ҫӳлте хур кайӑк сасси илтӗнчӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӑнах та кӗнекере гериокӑлла эпизодсемпе картинӑсем сахал мар: Микула тӑшмансен аллинчен чеен вӗҫерӗннисем, Анук хӑйӗн ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе сӑн-сӑпат илемне пула тӑшмансене ухмахла тӑратса хӑварнисем, Ваҫли полиципе казаксене хирӗҫ харсӑррӑн та паттӑррӑн ҫапӑҫнисем, Кӗтерукӑн хурлӑхлӑ пурнӑҫӗпе кӗрешӳри хастарлӑхӗ, трагедилле вилӗмӗ, Натюшӑн хӑюлӑхӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпир пурте Микулан ӑс-тӑнпа кӑмӑл пуянлӑхӗн малаллахи ӳсӗмне, унӑн революцилле ӗҫӗ-хӗлӗн чӑн-чӑн илемне курасшӑнччӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Лешӗ вӗсем патне ҫывхарчӗ те: — Витӗрех куратӑп, тахӑшне усал чӗлхӳсем ҫине ҫаклатнӑ та, киле те саланасшӑн мар. Сӑмсусене тӑм илтерсе, пит-куҫ илемне пӑсасран хӑрамастӑр-и? — терӗ шӳтлесе.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ытти мӑрсасемпе ҫапӑҫма пуҫлать те хӑйӗн илемне тухса тарать, Мамич-Бердей икӗ ҫул пуҫтарнӑ ҫара ик эрне хушшинче салатса пӗтерет.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Иливан ун урамӗсем тӑрӑх этемле ҫӳресе курман-ҫке, ун илемне пӑхса савӑнайман.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та ҫамрӑк чух ун илемне ӑмсанчӗ ректор та поэт, редактор.

Помоги переводом

«Ҫунса пӑхаҫҫӗ куҫусем ҫаплах...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 46 с.

Хам курмастӑп пулин те, ҫав кун эпӗ сад илемне чӗремпе тупрӑм.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ытти выльӑхсене ҫын усӑ панӑшӑн ҫеҫ усракалать, сысна вара усӑ та парать, кил илемне те кӳрет…

Если других животных человек разводит исключительно ради пользы, то свинья помимо пользы вносит красоту в дом — так считает святой отец.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсир парк илемне кӳретӗр…

— Вы приумножили красоту парка…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗртет пурне те ҫуркунне: Ӳсен-тӑранӗ чечекленнӗ, Калчи те шӑтрӗ, кар ҫӗкленчӗ, Кӑтартрӗ хӑйӗн илемне — Ҫӗр ҫыншӑн ӳстерет ӑна.

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене вӗрентекен Надежда Николаевна Яндутова 32 ҫул ӗнтӗ ачасене чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать, литература илемне курма хӑнӑхтарать.

Помоги переводом

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Маргарита хӑйӗн пӗртӑван аппӑшӗпе тата шӑллӗпе ачаранах ҫутҫанталӑк илемне курма вӗреннӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Ахтупайпа пӗрле вӑрҫӑ ҫулӗсемпе ҫӳресе тата халь ик эрне ытла чӑтлӑхра пурӑнса Ятламас вӑрман илемне кӑшт чухлакан пулчӗ, ҫӗр ҫулхи юмансемпе, вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗренесемпе, куҫа илӗртекен чечексемпе, сар кайӑксемпе хӑй тӗллӗн «калаҫма» вӗренсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туй илемне Мӑкӑр ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ тата та капӑрлатрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней