Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмакана, урайне, чӳречесене, пӗренесене — йӑлт лапӑртаттарса пӗтернӗ.
Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.
Вӑл, иртерех апат хатӗрлесе пушанас тесе, кӑвак ҫутӑчченех ҫывӑрса тӑчӗ, чӑх какайӗпе салма, унтан икерчӗ пӗҫерчӗ, хуран кукли ҫине ытлашшипех ҫутӗп ярса, ӑшаланса ҫитме кӑмакана лартрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кашни кун, апат пӗҫернӗ май, вӑл мӗн те пулин кирлинчен ытлашши хатӗрлерӗ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн купӑста яшки чӳлмекне каллех кӑмакана кӗртсе лартрӗ.Каждый день, стряпая, она готовила что-нибудь лишнее и после обеда ставила чугун со щами в печь.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асапланаҫҫӗ-асапланаҫҫӗ те, тарӑхса ҫитсе, пере параҫҫӗ протезне кӑмакана.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Йӗтем ҫинче ӑна ҫапса пӗтермен тулӑ сарӑмӗ кӗтрӗ, кӑмакана сӗт лартса хӑварнӑ, ачасене иртен варах нимӗн те ҫитермен, карчӑкӑн мӑй таран ӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл пач та чарӑнса тӑмарӗ, хирӗҫ пулакан хӗрарӑмсене сӑмах хушмасӑр сывлӑх сунчӗ, палланӑ ҫынсенчен хӑшӗ те пулин шеллесе: «Служивӑя ӑсатрӑн пулать-и?» — тесе ыйтсан, чӗмсӗррӗн кӑна пуҫӗпе сулчӗ, часрах килне ҫитме хыпаланчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аниҫҫе вӗсене кӑмакана тӗртсе лартрӗ те сӗтел тирпейлеме пуҫларӗ.И, задвинув их в печь, Анисья стала приводить в порядок стол.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑнӑх тӳрех хыпса илмерӗ, ерипен хуралса пырса, мӑкӑрланма пуҫларӗ, Аниҫҫе чустана кӑмакана лартма вӑхӑт тесе шутларӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ватникпе Дарья Семеновна кӗрнекрех те тачкарах курӑнать, анчах хӑй вӑрт-варт кӑна кускалать: хурӑн пуленкинчен хуппине ҫатӑртаттарса сӳсе илчӗ, ӑна пӗтӗрӗнсе ларнӑскере, кӑмакана хучӗ, малтанах хатӗрленӗ сухӑрлӑ турпассене пӑрахрӗ, шӑрпӑк чӑрлаттарчӗ те, вутӑ тӑрӑх ҫулӑм вӗлтӗртетсе кайрӗ; шурӑ кафель ҫине ӑшӑ кӗрен ҫутӑ ӳкрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кил хуҫи хӗрарӑм вут хутса ячӗ, кӑмакана пӗр витре кӗрекен чугунпа така ашӗ лартрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кухарка кӑмакана чукун чӳлмексем кӗртсе лартрӗ, хӑна ҫине пӑхмасӑр, ухвачӗсемпе шӑкӑртаттарса аппаланчӗ.Кухарка совала в печь чугуны, стучала рогачами, не обращая внимания на гостя.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн ҫӳҫӗ кӑвакпа пӗветнӗ шурӑ тутӑр айӗнчен тӑрмакланса тухнӑ (ыран хутма халь анчах вӑл кӑмакана кизексем хунӑ); ҫара ури ҫинчен тӑхӑнса янӑ атти, лӑкӑштатса, картишӗнче акӑш-макӑш ҫара шӑтнӑ курӑка ҫемҫен таптаса пырать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей шухӑша кайрӗ, туртса пӗтермен пирусне кӑмакана ывӑтрӗ, Иринӑпа юлашки хут калаҫнине аса илчӗ те, — хӑйӗн ирӗкӗ… — терӗ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Хутса яр часрах кӑмакана! — терӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Старик чӑм евӗр савӑт ӑшне кӑмакана лартса пӗҫернӗ тутлӑ шӑршлӑ ыраш ячӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрӑм маттурӗ, кӑмака ани ансӑр пулин те, кӑмакана хӗсӗнкелесе кӗрсе хӑйне хӑй питлӗхпе хупласа хучӗ.Высокий храбрец полез в печь, несмотря на узкое отверстие, и сам задвинул себя заслонкою.
VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Эсӗ кӑмакана вутӑ пӑрах-ха.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем палаткӑра хӑрлаттарса ҫывӑраҫҫӗ, тен, пӗри кӑмакана кӑвайт хуркаласа ларать пулӗ.Они спят в палатке, похрапывая, может быть, кто-то один сидит и подбрасывает угли в печь.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗтӗм ҫурта ӑшӑтакан виҫӗ кӑмакана коридортан хутаҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина, хӑйӑр куҫӗсемпе ялтӑртаттарса, вӗсем Сергейпа иккӗшӗ ятсӑр ҫырӑва мӗнле вулани ҫинчен, кайран вара ӑна кӑмакана ывӑтса ҫунтарни ҫинчен каласа пачӗ те, ӑна итлекенсем пурте кулса ячӗҫ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Илья та фронтра пулнӑ, Андрей Нецветов ҫапӑҫура вилнине илтсе, вӑл Татьяна патне час-часах та пит нумай ҫырнӑ, анчах Татьяна унӑн ҫырӑвӗсене вуламан, уҫмасӑрах кӑмакана ывӑтнӑ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.