Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мулахайӗ пӗтӗмпех ҫӗтӗлсе пӗтнӗ — ҫӗтӗк ҫинче ҫӗтӗк пулнӑ, анчах унӑн лаши пек лаша тӗнчипе те урӑх пулман тет: ун хитрелӗхне хӗвел те ӑмсаннӑ, унӑн юрттине ҫил те ӑмсаннӑ.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Вӑл ҫӗтӗк шлепкепе, вараланчӑк кӑвак ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӗтӗк пир шӑлавар пӗҫҫине атӑ кунчине чикнӗ, шӑлаварне хулпуҫҫирен килте ҫыхнӑ ҫакӑсемпе тыттарнӑ, ҫук, суятӑп: ҫакки унӑн хӑраххи кӑна.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗсйинчен вӑл лампадкӑн симӗс куркине кӑларчӗ, ӑна ҫӗтӗк таткипе шӑлчӗ, — витререн шыв ӑсса илсе ӗҫрӗ, вара, куркине ҫӗтӗк таткипе чӗркесе, каллех кӗсйине чикрӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хул пуҫҫине ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кивӗ сӑхман уртнӑ, кӗске шомполлӑ авалхи пистолетне, Спорт ятаганӗпе вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне пиҫиххинчен хӗстернӗ, ҫӗтӗк тӑвӑр шӑлаварпа, шӑлаварне пакӑлчак тӗлӗнче тӳмелемен, полицейскисен царвулине чӗнпе ҫыхкаласа сырнӑ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Двигатель тавра икӗ слесарь чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, ӗҫлеме ҫутӑ пултӑр тесе, мазутпа вараланӑ ҫӗтӗк таткисене ҫунтараҫҫӗ, паяльнӑй лампӑпа двигателе ӑшӑтаҫҫӗ.
Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23
Кам ухмахӗ шутлатӑр ҫак ҫӗтӗк йӗм пӗҫҫиллӗ ача ҫӗрме пуян пулма пултарасса.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Хӑшӗсем ҫапла та калаҫкалаҫҫӗ: «Пирӗн ачасем апла мар, хамӑрпа юнашарах. Ҫӗтӗк те, выҫӑ та ҫӳремеҫҫӗ», — теҫҫӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кивӗ, ҫӗтӗк сӑхмана Пуҫ ҫине витетӗп.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫиливан Хӗветӗрӗ кивелнӗ ҫӗтӗк купӑсне хул хушшине хӗстернӗ те аякран кӗвӗҫсе пӑхса тӑрать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑрук Ҫтаппан ун куҫӗ умне кӗпесӗр, ҫӗтӗк пиншакпа, сухалсӑр-мӑйӑхсӑр пуҫне усса ларнӑ чухнехи пек пырса тӑчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах, хӑй кӗпесӗррине тата ҫийӗнче темле ҫӗтӗк пиншакне астусан, самантлӑха шыв ӗҫес килнине мансах, мӗн пулса иртнине аса илме тӑрӑшрӗ:
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӑм, выльӑх тирӗ, ҫӗтӗк тата ытти ҫавӑн пеккисем пухатпӑр эпир.
Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.
Пӑртакран вӑл, хуралса-якалса кайнӑ туйине тытса, пуҫне ҫӗтӗк кӗрӗкпе хупларӗ те мӑкӑртата пуҫларӗ:
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
— А-ах, ҫав пылак вӑхӑта каялла тавӑрса килес килет пулӗ-ха, — мазутпа вараланнӑ аллине ҫӗтӗк таткипе сӑтӑркаларӗ Ҫинахван.
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Темшӗн ҫӗтӗк шинель тӑхӑннӑ вӑл, ҫӗлӗксӗр, ҫаруран.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑҫта халӗ пирӗн ҫӗтӗк кӗсьесемшӗн санаторисем? — каллех сӑмсипе нӑшӑклатма тытӑнчӗ Натали, унтан, кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, пӑшӑлтатса калаҫӑва малалла тӑсрӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӗссӗрленнӗ шинельпе, ҫӗтӗк ҫӗлӗкпе, темшӗн вырӑн-вырӑн ӗннӗ кӑҫатӑпа.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗлӗкхи пек ҫӗтӗк фуфайка тӑхӑнса ҫӳремелле тетӗр-и?
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.
XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Аллинче ҫӗтӗк питлӗ минтер.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.