Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗтӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗтӗк (тĕпĕ: ҫӗтӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ икӗ ачи[н] та ҫӗтӗк тумтир [анчах] тит.

Ходили они в одних лохмотьях.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ман валли пӗр ҫӗтӗк койкӑ та тупӑнмӗ-ши?

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хырӑму ҫурӑк, йӗммӳ ҫӗтӗк, сӑмсу пиҫсе ҫитеймен помидор пек.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Таҫтан пожарниксенни пек брезент йӗм, ҫӗтӗк ҫанӑллӑ пиншак тупса тӑхӑннӑ, уринче — пуклак пуҫлӑ кив пушмак.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑл, гайка пӑрмалли уҫҫине хӑйӗн йӑтса ҫӳремелли пӗчӗк ешӗкне пӑрахса, аллине ҫӗтӗк татӑкӗпе шӑлкаларӗ, такама сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫакӑ пулӗ-ха йытӑ йӑви тесе, Аннушкин катка ӑшне ӳпӗнсе пӑхрӗ те унта кӗҫҫеленсе кайнӑ йӗпе ҫӗтӗк татӑкне курчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пурлӑхшӑн ҫеҫ хыпакан ҫынна ҫак наградӑсен тасаран таса ҫути те курӑнмасть пуль ҫав, май килнӗ пулсан, ҫак чаплӑран чаплӑ, хаклӑран хаклӑ наградӑсене те — сутса е улӑштарса — хӑйӗн пурлӑхӗ туса хуратчӗ пуль вӑл, ҫав пурлӑх ҫинчи тусана ҫӗтӗк татӑкӗпе киленсе шӑлатчӗ пуль.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗтӗк сӑхман каптӑрмисем мар-и, хе-хе!

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах манӑн ҫӗтӗк тумтир ҫинче ак ҫак орден пурччӗ ӗнтӗ…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫӗтӗк чӑваш хӗрне качча илсе, ман ята ярасшӑн?

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫӑварне тем пысӑкӑш ҫӗтӗк чыхса лартрӗҫ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра улпут мӑшлата-мӑшлата лутра пӳллӗ ҫӗтӗк камсул уртса янӑ хресчен енне ҫаврӑнчӗ те тем пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялӑн тепӗр енчен ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ темиҫе чӑваш виҫӗ мӑн хырӑмлӑ ҫынна юланутҫӑсем патне сӗтӗрсе килчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗтӗк халатли ӑна питӗнчен урипе кӗрӗслеттерчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан теприн патне хырӑмӗпе шуса кайса юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк халат аркине чуптума тытӑнчӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта ҫараурансем те, ҫӗтӗк ҫӑпаталлисем те, кӗпе вӗҫҫӗннисӗм те пайтах.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла-тӑк патька-патша пире хамӑр тӗнпе пурӑнма ирӗк парать тени тӗрӗсех-им? — ыйтрӗ ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ ватӑ хресчен.

Помоги переводом

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курса вара хайхи ҫӑварне пӗтӗрсе чикнӗ ҫӗтӗк татӑкне чӗлхипе тӗксе кӑларма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней