Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗпе (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхри сопка ҫумӗпе ирхи шурӑ пӗлӗт таткисем шӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗр-пӗрин ҫумӗпе иртсе кайнӑ чух Шуркасси йӗкӗчӗ Чуракасси паттӑрне чукмарпа шанлаттарса хӑварнӑ пуҫран, лешӗ тӑшманне сенӗкпе хырӑмӗнчен йӗплесе илме ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑрман ҫумӗпе тӑрантасра ларса пыракан Айдак йывӑҫсем хушшинчен Узин тухнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каллех тӳрӗ сукмакпа утрӗҫ вӗсем, ӗнерхи улӑм капанӗ ҫумӗпе иртсе пычӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Элиме машинӑна чарчӗ, тухса хӳме ҫумӗпе утрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсен ҫумӗпе Мерседес-Бекс вашлатса иртсе кайрӗ, ун хыҫӗнчен тепӗр хура мерседес, кантӑкӗсем иккӗшӗн те тӗксӗмлетнӗскерсем.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Рублевск шоссипе юнашар, Никольски сӑрчӗ ҫумӗпе иртмелле.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тухать те тӑрӑх сикет, ҫара алла ҫуллать, хӳрине пӑлтӑртаттарать, хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ юртать: «Каҫар, ним туса та пулӑшаймастӑп», — тенӗн, каллех хапха айӗпе шӑвӑнса ҫухалать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫунаттисем ҫине хурса Ҫӗнтерӳ ҫулӗн ӑшшине йӑтса килнӗ малтанхи чӗкеҫсем, пӑсланакан ҫӗр ҫумӗпе вӑй выляса, вӗлт-вӗлт вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ух, — кӑмака ҫумӗпе иртнӗ чух Услантӑр мучи ҫӑпата калӑпӗнчен кӑшт кӑна патвартарах мӑнукӗсене пуҫран шӑлса иртет, — сирӗн ытла чӗрӗ те йӑлтӑр-йӑлтӑр куҫӑрсене курсан, чунпа юнра тем вӗриленсе каять.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Атӑлҫипе Уралҫум анлӑхӗнче, тӑп-тӑрӑ юханшывсемпе шӑнкӑрти ҫӑл-куҫлӑ сӑртсем ҫумӗпе, инҫете-инҫете чӑваш ялӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сергей темле майпа ҫав пӗве ҫумӗпе иртсе пынӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте римлянсем каструмсемпе усӑ курса Неккар ҫумӗпе чикӗне ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра хальхи вӑхӑтра хулан Бёкинген (ним. Böckingen) районӗнчи вырӑна та, Рим вӑхӑтӗнче унта пӗтӗмӗшле сакӑр ҫул пӗрлешнӗ пулнӑ.

В I веке нашей эры римляне укрепили границу вдоль Неккара при помощи каструмов, в том числе в современном районе города Бёкингене (нем. Böckingen), где пересекаются в общей сложности восемь дорог римского времени.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Анчах та ӑна туллин вӗҫлеме май килмен, хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман 4 метротрам пур: Дортмунд, Бохум (ҫавӑр пекех Херне хулине те ҫавӑрса илет), Эссен (А 40 автобан ҫумӗпе пыракан ҫӗр ҫийӗнчи линипе тата Мюльхайм хулапа ҫыхӑнтарнӑ) тата Дуйсбург (чӑннипе вӑл Дюссельдорф метротрамӗ шутне кӗрет, унӑн пӗр линийӗ кӑна шутланать).

Однако завершить его в полной мере не удалось, и в настоящее время существуют 4 не связанные друг с другом метротрама: Дортмундский, Бохумский (охватывающий также город Херне), Эссенский (соединённый наземной линией, идущей вдоль автобана А 40, с городом Мюльхайм) и Дуйсбургский (являющийся по сути лишь одной из линий метротрама Дюссельдорфа).

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Хула ҫумӗпе ҫыхӑнтаракан пуйӑссем

Пригородные поезда

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Ыт ахальтен чарман вӑл юлташне, пура ҫумӗпе асламӑшӗ таҫтан киле таврӑннине курнӑ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пахча карти ҫумӗпе хӑй патне Уринепе Венюк ҫывхараҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Карта ҫумӗпе ав, Апуҫ килет.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Пирӗн ял ҫумӗпе чукун ҫул иртсе каять-и?

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрманлӑ тусем хушшипе, анлӑ ыраш уйӗсем хӗррипе, кӗтӳсем сулхӑн тапӑрта канакан ҫырмасем ҫумӗпе пӑр-каланса пырать такӑр ҫул ҫурҫӗр еннелле.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней