Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитессе (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑпартӑва Петюк ҫенӗкре пытанса, рехетленсе, тутӑ хырӑмлӑ пурнӑҫ ҫитессе ӗмӗтленсе ҫисе ларнӑ чухнех ҫывӑрса кайнӑччӗ вӑл.

Помоги переводом

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Апла пулсан ҫак тӳлев вӗсем патне ҫитессе шансах тӑратпӑр.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Шӑпах ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра сывлӑх тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑрах, хӳтлӗхре пулнӑ пек туятпӑр, пулӑшу кирлӗ пулсан йывӑр вӑхӑтра вӗсем вӗҫтерсе ҫитессе шанса тӑратпӑр.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ҫӑкӗ нихӑҫанхинчен те йывӑр туйӑнчӗ пулин те, вӑйӗ ҫитессе шанчӗ Ахмет.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюш икӗ ҫыранӗпе те ӳсекен йӑмрасемлӗ (ял ячӗ шӑпах вӗсенчен пулса кайнӑ) Кучасси ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ та каҫса кайрӗ ӗнтӗ, час-час каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ вӑл, савнийӗ хӑйне хуса ҫитессе кӗтрӗ курӑнать.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таҫта ҫӳлти этажсенче лифт чӑнкӑртаткаларӗ, анчах Завьялов вӑл анса ҫитессе кӗтсе тӑмарӗ, пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов, куҫӗсене хупнипех выртса, «Луч» журнал редакцине каймалли вӑхӑт ҫитессе кӗтрӗ.

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунсӑр пуҫне часах хӑйне Якур хӑваласа ҫитессе пӗлет вӑл.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫемье пурнӑҫӗ вӗҫне ҫитиех юсанса ҫитессе Тихӑн ҫав минтерпе ӑшӑ шывра курать.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл часах хӑй патне Васса пырса ҫитессе кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле тӑрантас ҫумне таянса тӑчӗ те Васса килсе ҫитессе кӗтрӗ.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн патне ҫитессе вӑл чухламан теме ҫук.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫитессе вара каҫпа ҫеҫ ҫитӗн…

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкара ҫитессе ҫитрӗм, анчах хӑна ҫуртӗнчен тухса ҫӳреймерӗм.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йывӑҫсене темӗнле ырӑ япала килсе ҫитессе кӗтсе ним хускалмасӑр тӑма хушнӑ тейӗн.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак вӑхӑтра фабрика тулашӗнчи тӗнчере, кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет ҫитессе чун пек кӗтсе, общежитире пурӑнакан Анфиса ятлӑ хӗр нихҫанхинчен те шукӑль тумланса хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫитессе сехет маларах ҫитрӗмӗр-ха.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Миҫе ҫул кӗтнӗ эпӗ Чӗкеҫпе калаҫмалли самант ҫитессе… хӑюлӑх ҫитессе.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Мана пулӑшас терӗн-им? — Хветура хӑпарса ҫитессе кӗтмесӗрех ыйтрӗ Тимуш.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сывлӑшӗ ҫаврӑнса ҫитессе те кӗтмерӗ — сумкине хул айне хӗстеререх тытса, Володя амӑшӗпе йӑмӑкӗ еннелле чупрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней