Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитессе (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патӑрьелпе Шемурша тӑрӑхӗнче шыв панӑ хыҫҫӑн пирӗн пата Каҫал тӑрӑхне ҫитессе шанатпӑр».

Помоги переводом

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

– Атя, ирхине ҫитессе пӗрле кӗтер.

– Тогда давайте его вместе ждать.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Пирӗн вара, мӗскӗн янаварсен, ҫав ҫутӑ пуласлӑх ҫӗр ҫине ҫитессе ӗмӗтленсе сӗлеке ҫӑта-ҫӑта хура тар тӑкнипех ҫырлахмалла.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май кӑҫал та вӑл авӑн уйӑхӗ ҫитессе хавхалансах, ҫунатлансах кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир хамӑр черет ҫитессе кӗтетпӗр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ку ӗнтӗ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитессе ҫирӗп шаннипе кӑна ҫурӑлма пултарать.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл ҫитессе православи тӗнне тытакан христиансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Его с трепетом ждут все православные христиане.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Колхозниксен килӗсенче ҫӗрулми лартма икӗ лаша уйӑрнӑ та, черет ҫитессе кӗтетӗп.

Помоги переводом

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑҫан та пулин пенсие тухас вӑхӑт ҫитессе пӗлсех тӑнӑ-ха вӑл, анчах хальхинчен ытларах вӗҫме ӗмӗтленнӗ, аллӑ ҫула ҫитичченех самолет штурвалӗ умӗнче ларма хавхаланнӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Изамбаева ӗненнӗскер Пушкара ҫитессе малтан ҫирӗппӗнех шаннӑччӗ, ҫавна май хавхалансах утнӑччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫапах та вӑл вилӗмӗ ӑҫта тата хӑҫан ҫитессе пӗлмерӗ-ха.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак самант ҫитессе, хӑйсен пусмӑрҫисене тӗп тӑвасса хӑҫантанпа кӗтсе пурӑннӑ пуль те вӗсем…

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ куна, йӗкӗтсене ҫаксене кӑтартма кун ҫитессе, эпӗ тем пекех кӗтсе пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне-пике хӑй те ӗнтӗ чӑтаймиех ҫулла-каччӑ килсе ҫитессе кӗтет.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшман ҫакӑнта ҫитессе кӗтмелле-и?

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Апла пулсан, вӗсен, ҫула ҫитсе пыракан ҫамрӑксен, шалти чӑлтӑр-чӑлтӑр юрату хӗлхемне сӳнме памасӑр, пӗрлехи уявӗ «ҫураки» вӑхӑчӗпе «тӑван урама ҫаврӑнса ҫитессе» кӗтсе пурӑнмалли ҫеҫ юлать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах хӑҫанччен кӗтмелле-ха шӗл кӑвар «пиҫсе», шӑранса ҫитессе?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Епле антӑлса кӗтеҫҫӗ вӗсем ҫак пурнӑҫ сӗткенӗ ҫитессе, — пӗр чечекне татса илчӗ вӑл, — савнӑ хӗрӗ савнӑ каччине кӗтнӗ пек, питӗ кирлӗ вӗсене ҫак ҫумӑр сӗткенӗ… ӑшӑ ҫумӑр сӗткенӗ…

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак кун, мартӑн 5-мӗшӗнче, ҫӳл тӳпери сар хӗвел те хӗр-хӗрарӑмсене ҫут тӗнче мӗнле илемлӗ пулнине ӗнентерсе, кӗҫех чӑн-чӑн ҫуркунне ҫитессе систерсе йӑл-йӑл ҫиҫрӗ пулӗ.

Помоги переводом

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Телеграммӑра вӗсем Аслӑ ҫулпуҫа Октябрь революцийӗ ҫулталӑк тултарнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламланӑ, пӗтӗм тӗнчери пролетариат Коммунистла Интернационала пӗрлешес вӑхӑт часах ҫитессе шанса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней