Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана, туррӑн чурине, тата манӑн юлташӑмсене хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвеланӑҫне ҫитиччен, ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫитиччен чул тумтир тӑхӑнтар; ҫивӗч хӗҫпе сабльӑран, хурҫӑ сӑнӑпа рогатинӑран, хӗртнӗ дротикран та, хӗртмен дротикран та, ҫӗҫӗрен, пуртӑран тата тупӑ етринчен хӑтар; тӑхлан пулькӑсенчен те, тӗл тивертекен хӗҫпӑшалсенчен те хӑтар; ӑмӑрткайӑк тӗкӗпе, хуракӑш тӗкӗпе, хур тӗкӗпе, тӑрна тӗкӗпе, улӑх чӑххи тӗкӗпе, хура ҫӑхан тӗкӗпе тӗклентернӗ мӗнпур ухӑ йӗпписенчен хӑтар; туркка вӑрҫисенчен, Крым вӑрҫисенчен, Австри вӑрҫисенчен, тапӑнакан тӑшмантан, тутарсемпе литовецсенчен, нимӗҫсемпе шилинсенчен тата калмӑксенчен хӑтар.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑтар халӗ, Эдмунд, хӑтар мана ҫав йывӑр пурнӑҫран, ҫӑлсам вӑйсӑр хӗрарӑма!
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аш татӑкне васкавлӑн форточкӑран юр ҫине петӗм, хам чӗркуҫленсе лартӑм та Турра кӗл тума пуҫларӑм: «Турӑҫӑм, каҫар мана, тата хӑтар ку тамӑкран, капла ухмаха тухса каятӑп вӗт, хӑтарсам», – тетӗп.
Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
2. Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; 3. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: 4. акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, 5. айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чунӑма усал ҫын аллинчен Хӑвӑн хӗҫӳпе хӑтар, 14. эй Ҫӳлхуҫа, ҫав ҫынсенчен, ҫак тӗнче ҫыннисенчен, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансенчен Хӑвӑн аллупа хӑтарсам мана; вӗсенӗн хырӑмне Эсӗ Хӑвӑн иксӗлми пӳлмӳрен тултаратӑн; вӗсенӗн ывӑлӗсем тутӑ, хӑйсенчен мӗн юлнине вӗсем ачисене парса хӑварӗҫ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑтар мана часрах.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ мана, Иван, кружока ҫӳрессинчен, тархасшӑн хӑтар.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Хӑтар!
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑтар манӑн хӗрӗме, Лиляна, чирӗнчен, тархасшӑн! —
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Манӑн Ванюша хӑтар та сыхласа упра!
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Пичче, хӑтар мана!!.
XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Инкекрен хӑтар!
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эс мана тарҫӑран хӑтар, — евӗклӗн каларӗ каччӑ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хӑтар, Тукай мӑрса.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑтар эс Ухтивана.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Хӑтар пире вилӗмрен!» — ӳкӗтлеҫҫӗ ыттисем те.— Спаси ты нас от гибели! — подхватили сразу несколько голосов.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑтар пире инкекрен!»
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑтар эс мана, ӗмӗр аллаха кӗлтӑвӑп…
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ну, ачам, хӑтар мана…
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Ырӑ турӑ, хӑвӑн чуруна, ҫамрӑк Василие сыхла, ӑна вӗри пульӑран хӑтар, ҫивӗч хӗҫрен упраса хӑвар!Боже, храни раба твоего, молодого Василия, спаси его от горячей пули, спаси от острого меча!
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.