Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тен, чӑнах та, тӗлсӗр, вӑхӑтне-мӗнне пӗлмесӗр пымарӗҫ-ши ун патне ӑстасем?
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫавна пула шут шӑрҫисем те тӗлсӗр сикме пуҫларӗҫ.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӗр ӑсне тавҫӑрса илме мар, хӑйӗн чӗринче мӗн пулса иртнине те ӑнланмарӗ вӑл, улӑх леш енчи сӑрт-хир урлӑ курӑнакан хулан хӑш-пӗр ҫурчӗсемпе телемачта ҫинелле ним тӗлсӗр пӑхрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Тӗллӗ — тӗл ухмах, тӗлсӗр — хӑй ухмах…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Пӗрне те тӗлсӗр пӑрахман пулас Хветура, кашнинех Верук кравачӗн пуҫӗнче ларакан ҫӑка ҫӳпҫене киле-киле хунӑ пулас.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тимуш пӳрте кӗчӗ те, читлӗхри тискер кайӑк пек, унталла-кунталла пӗр тӗлсӗр утрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Пӗтертӗр вара мана, — аяккалла тӗлсӗр пӑхрӗ вӑл.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫынсене ҫапла вӗҫӗмсӗр хистесен-хистесен, хӑй те пӗрехмай хатарланса пырса йӗп-йӗпе тара ӳксен, Турунов ман пата килчӗ те ним тӗлсӗр выртакан тимӗр пӑрӑх ҫине ларчӗ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пит те тирпейлӗ пухса хунӑ, пӗр япала та тӗлсӗр, урлӑ-пирлӗ выртмасть.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эс, тархасшӑн, кай каялла, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗре, тек пирӗн пата нихҫан та ан таврӑн, атту эс ялан мӗнле те пулин тӗлсӗр сӑмах персе яратӑн, вара сана тӳрлетмелле, ӑс памалла, йӑнӑшсенчен тасалма пулӑшмалла.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Таранов ҫав-ҫавах лӑпланаймарӗ: «Ӑҫтан персе ятӑм ҫав тӗлсӗр сӑмаха?» — тесе ӳпкелешекенскер алӑк хӑлӑпне тытма васкарӗ:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Тахҫанхи тӗлсӗр сӑмахшӑн Игнат Петровичран каҫару ыйтмаллах.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кусен пурнӑҫӗ — чи тӗлсӗр пурнӑҫ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ах, каҫар тӗлсӗр ыйтушӑн? — пӑшӑрхананҫи пулчӗ Мамарланов.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ӑҫтан тухса кайрӗ ку ман тӗлсӗр сӑмах?
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ҫав тӗлсӗр сӑмаха ӑҫтан шыраса тупрӑр эсир Ларисӑпа иксӗр?
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Пӗр авӑк пуҫне усса, куҫне ҫӗрелле тӗлсӗр салатса, тӗк ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Шел, ҫакӑн пек саспа заводра ӗҫлемелле мар та ҫав», — темӗнле тӗлсӗр шухӑш пырса кӗчӗ унӑн пуҫне.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Лавр ҫав кун шавлӑ урамсем тӑрӑх ним тӗлсӗр сулланса ҫӳрерӗ, пушӑ пӳлӗмре пӗр-пӗччен тунсӑхласа ларчӗ, унтан Атӑл хӗррине тухрӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Курорта е санаторие каяс пулать сирӗн, — тӑм пӑшалпа пенӗ пек, тӗлсӗр персе ятӑм эпӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.