Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарнӑ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрӗх пин тенкӗпе, алӑран алла тыттарнӑ укҫапа.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Хӑш-пӗр транспорт хатӗрӗсен водителӗсем, республикӑри хысна укҫинчен хӑтӑлас тесе, хӑйсен патшалӑх регистраци паллисене пытараҫҫӗ. Кӑҫал асӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем пысӑк машинӑсен 400 ытла водительне административлӑ яваплӑх тыттарнӑ. Яваплӑха 5 пин тенкӗ штраф виҫепе е 1-3 уйӑхлӑха руль умне лармалли правине ҫухатнипе палӑртаҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ ПР ГИБДД ертӳҫи.

Помоги переводом

Пушкӑртра регистраци номерӗсене пытарнӑшӑн 400 фурӑн водительне штрафланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3779664

Районти аптекӑра ӗҫлекен йыснӑшӗнчен вӑл ҫывраттаракан эмел илнӗ те Суйӑк мӑнаккӑшне тыттарнӑ, манпа тӗл пулнӑ хушӑра ҫав эмелпе усӑ курма сӗнӳ панӑ.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Мана шӑкӑр-шӑкӑр тӳмеллӗ хуткупӑс тыттарнӑ та, пуҫа усса, ура тапса, тӗрлӗ ташӑ кӗвви шӑрантаратӑп.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснӑ 722 самант палӑртнӑ; 90-шӗ - хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсни; 82-шӗ - ҫул паллисем, разметкӑсем ыйтнине пӑхӑнманни; 38-шӗ - ҫуран ҫынсене ҫул пама ыйтнине пурнӑҫламанни; 28-шӗ - пассажир-ачасене турттармалли правилӑсене пӑсни; 28-шӗ - ҫуран ҫын ҫул-йӗр правилисен требованисене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра 25 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3763271

— Кӳр-ха ӑна кунта, — Симон Васильевич Левен кӑларса тыттарнӑ хута чӗрпӗк-чӗрпӗк пуличчен ҫурать те урна енне перет; сасартӑк вӑйланса килсе тухнӑ ҫил ҫаврӑмӗ вӗтӗ-вӗтӗ хутсене вӑрман еннелле вӗҫтерсе илсе каять.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ тыттарнӑ хаҫата чарӑна-чарӑнах уҫкаласа пӑхать Юкур пӗрре, тепре, ӑшӗ хыпни-ҫуннине пӑхмасӑрах, правлени еннелле юрттарать.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каярахри кӗпесенче хӑмач иленкине янкӑс йӑрӑмсемпе ⎼ ҫӗвӗ тӑрӑх тыттарнӑ ансӑр хӑюсемпе ⎼ пуянлатнӑ.

Помоги переводом

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫӗҫҫе сулахай енне чӗн хӑюсемпе тыттарнӑ.

Помоги переводом

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Петр Петрович хирӗҫлеме ӗлкӗриччен Зоя сӗрме купӑса шкапран кӑларнӑ та унӑн аллине тыттарнӑ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Николай Петров пирӗн героя алӑ сулли сыхлав пулма тыттарнӑ.

Стало традицией вручать нашим бойцам браслеты выживания.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Сикким монархине пӗтерсе вӑл Инди шутне кӗнӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта Нар Бахадур Бхандари правительствине, Сикким Джаната Паришада парти ертӳҫине тупа тыттарнӑ.

После упразднения монархии и вхождения Сиккима в состав Индии в 1979 году было приведено к присяге правительство Нара Бахадура Бхандари, лидера партии Сикким Джаната Паришад.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Пуҫ тайса, Розӑна чечек ҫыххипе мороженӑй пырса тыттарнӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эх, ывӑлу-и унта, упӑшку-и, вылятӑр савӑнса, мана асӑнса! — хӑмӑр футляр ӑшне чикнӗ купӑса, пиеленӗ ача тыттарнӑ пек, ачашшӑн тыттарчӗ Кулюккана шапӑлти купӑсҫӑ — Хе-хе-хе!

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васкаса пырса сӑнасарах пӑхрӗ те куншакал тимӗрпе тыттарнӑ урапа Миххан та ҫуккине аса илчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ӗҫе кӗме-вырнаҫма ирӗк паракан хута алла илсен, ӑна шкул директорне памалла, премӗк хутаҫҫи тыттарнӑ ача евӗр савӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн татах хирӗҫлекене Левенти пӗринче хӑлха чикки тыттарнӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл рабочисене пӗрре те ятламан, вӗсен кӑмӑлне пӑсман, ӗҫлеме чӑрмантарман: аслисене ятланӑ, явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл ҫунман тимӗр шкапран ӗҫе вырнаҫма тӗрлӗ ыйту палӑртнӑ хута кӑларса Иринӑна тыттарнӑ май: «Пур ыйтӑва та тӗрӗс те пӗр тӳрлетӳсӗр хуравлӑр, — терӗ. — Тата икӗ сӑн ӳкерчӗк илсе килме ан манӑр».

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав вӑхӑтра ман хӑлхара Иван Михайлович халь ҫеҫ каланӑ «ҫунатлӑ» сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ, вӑл Семен Сергеевича тыттарнӑ парне — тӗрленӗ пурҫӑн кӗпе — куҫ умне тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней