Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пичӗ Фома еннелле ҫаврӑнсан, — Фома унӑн пӑшӑлтатакан ҫӳхе тути хӗррисене, шӗвӗр сӑмсине тата пӗчӗкҫӗ сайра мӑйӑхне курнӑ; ҫынни кулмассерен, ҫав пӗчӗкҫӗ мӑйӑх ҫӳлелле сиккелесе илнӗ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аллинчи хӗрачи пӗчӗкҫӗ кӑна-ха, нимӗн те ӑнланаймасть, ҫапах та, амӑшне кура, вӑл та пӗчӗкҫӗ аллисемпе куҫӗсене шӑлкалать.Девочка маленькая ещё, ничего не понимает, а тоже кулачком глазки трёт, глядя на мать.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ку пӳлӗмре пукансем пурте пӗчӗкҫӗ, сӗтелсем те, тенкелсем те пӗчӗкҫӗ.В этой комнате все стульчики маленькие, и все столы маленькие, и все скамеечки маленькие.
Эпир кайӑксем туни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пысӑк кимӗ патӗнчен вӗсен еннелле, вӗтӗ те йӑлтӑр-йӑлтӑр чӗтресе тӑракан хумсене ҫурса, пӗчӗкҫӗ пуҫ шӑвать, унӑн икӗ еннелле, уссисем пек, ҫавӑн пекех пӗчӗкҫӗ хумсем каяҫҫӗ.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сӗтел ҫинчи пӗчӗкҫӗ карлӑк ҫумӗнче, пин-пин япаласем хушшинче, ҫакмалли ҫӑраллӑ ҫӗлесе тунӑ портфель тӑрать, пӗчӗкҫӗ уҫӑ ҫавна юрамасть-ши тесе, тӗрӗслесе пӑхас килчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пиҫиххийӗ ҫине пысӑк мар пистолет, патронсем хунӑ пӗчӗкҫӗ сӑран хутаҫ тата хӑйне отряд парса парнеленӗ пӗчӗкҫӗ кинжал ҫакнӑччӗ, кинжалӗн тӳртӗшӗ ҫине коранри темӗнле сӑмахсене ҫырса хунӑччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах ҫырма вара халӗ мана пӗчӗкҫӗ, ытла пӗчӗкҫӗ те нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук пек туйӑнса кайрӗ: эпӗ Атӑлпа Дон шывӗсене курнӑ.Но река казалась мне теперь маленькой, очень мелкой и совсем не загадочной: я видел Волгу и Дон.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мана леҫекен красноармеец хӑйӗн пӗчӗкҫӗ сӑмсипе сывлӑша нӑшт тутарса илчӗ те, ҫилпе куштӑрканӑ пӗчӗкҫӗ тутисене кулӑшла пӗркелентерсе, ҫапла каласа хучӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Япаларан уйӑрӑлса, пирӗн сӑмсана кӗрсе, пире шӑршӑ пӗлтерекен пайсем питрех те пӗчӗкҫӗ пулсан, хурт-кӑпшанкӑ сӑмсине кӗрсе, вӗсене шӑршӑ пӗлтерекен пайсем мӗн тӗрлӗ пӗчӗкҫӗ пулмалла ӗнтӗ?!
Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак пӗчӗкҫӗ гимназире вӗренекен хӗрӗх ачаран эпӗ чи кайра пыраканни пулнӑ пулӑттӑм, ҫавӑнпа эпӗ вӗсемпе пӗрле икӗ хутлӑ пӗчӗкҫӗ шкаф ӑшӗнче те выртса ҫӗр каҫма тивӗҫ мар, мӗншӗн тесен кунта начар сывлӑхлисем пӗр каҫрах пӑчӑхса вилме пултараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн якатса хунӑ пӗчӗкҫӗ те кӑмӑла каякан сӑн-пичӗн калӑпӑшӗнче шикленчӗклӗх тата мӑкалӑх пурри палӑрать; пӗчӗкҫӗ те пусса кӗртсе лартнӑ евӗрлӗ куҫӗсем тинкерсе те канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, куласса та вӑл канӑҫсӑррӑн, темӗнле кӗске те типӗ кулӑпа кулать.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсен юнӗнче, хамӑн тӑман пӗр пӗчӗкҫӗ тумламӑм чупать, ҫавнашкалах эпӗ те вӗсен пӗчӗкҫӗ тумламӗ пулса тӑратӑп…
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗчӗкҫӗ шыв юхакан чуллӑ сӑртлӑх хыҫӗнчен тепӗр сӑртлӑх, малтанхинчен чылай сарлакарах та тикӗсрехскер, курӑнать: ун ҫинче пилӗк-ултӑ киллӗ пӗчӗкҫӗ ял вырнаҫса ларнӑ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхран инҫех те мар ҫак пӗчӗкҫӗ юханшыв кӳлленчӗк пулса выртать; вӗри хӗвел пайӑркисем тата хӗрсе кайнӑ тӑпра ӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗмеҫҫӗ те унӑн пӗтӗм вӑйне пӗтерсе лартаҫҫӗ; анчах кӑшт леререх кайсан вӑл, ахӑртнех, тепӗр ҫавнашкал пӗчӗкҫӗ юханшывпа пӗрлешет пулмалла, мӗншӗн тесен сӑртлӑхран пӗр ҫӗр утӑмра анатра ҫӑра та ешӗл хӑях ӳсет — кӳме ҫывхарса пынӑ чухне ҫав хӑях хушшинчен вӑрӑм сӑмсаллӑ виҫӗ шур качаки ҫуйхашса вӗҫсе тухни курӑнчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑй ахлатнипе, нӑйлатнипе, шурчак, пӗчӗкҫӗ, сисетни, арланӑн пек пӗчӗкҫӗ пичӗ ҫинчи тӗксем куҫлӑхӗпе пурсӑмӑра та пире пусса антаратчӗ, вара ӑна парӑнаттӑмӑр, Петровпа Егоровӑн поведени балне чакарса ҫыраттӑмӑр, вӗсене арӗсе лартаттӑмӑр.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл — ҫав тери пӗчӗкҫӗ, эпӗ хам шухӑшланинчен те пӗчӗкҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
29. Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест; 30. сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ; 31. ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн йышши хӑтланӑшсене халӑх интересленсе пӑхнӑ, часах вара Чарльз ҫумне Пӗчӗкҫӗ Линдберг ят ҫыпҫӑннӑ.
Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3
Пӗр пӗчӗкҫӗ ҫерҫи кӑна кун каҫипе мӗн чухлӗ хурт ҫӗклемест-ши хӑйӗн йӑвине?
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.