Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 51 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2009, 82 №; 2010, 87 №; «Республика» хаҫат, 2012, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 11 №; 2015, 12 №; 2016, 6, 11 №-сем) 8 статйин 1-мӗш пайне улшӑну кӗртес, унта «вак тата вӑтам предпринимательлӗхе укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен микрофинанс организацийӗсем» сӑмахсем хыҫҫӑн «тата (е) вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пулӑшу паракан инфратытӑма йӗркелекен организацисем» сӑмахсем хушса хурас.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №21 от 07 марта 2019 г.
2022 ҫулта вак тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 7 субъекчӗ Чӑваш Республикин Гаранти фончӗ тата вак предпринимательсене пулӑшакан Агенство урлӑ займсемпе поручительствӑсем майлӑ 11 млн тенкӗ финанс пулӑшӑвӗ илнӗ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Ан тив, хӗрарӑмсем манӑн — вараланчӑк, ӳсӗр, эрех — йӳнӗ, вӑйӑ — вак укҫалла пулччӑр, ҫул ҫӳревсем, кунӑмсем ҫил айӗнче, палуба ҫинче е вакун тӑрринче иртчӗр, анчах ку миллионерӑнни йышшиех мар-и-ха, ийе чӑмласшӗ, ҫав пурнӑҫах мар-и-ха?
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Икӗ ӗнепе пӑрусемсӗр пуҫне ытти вак выльӑх пур терӗ те-ха Микула, ҫав вак выльӑхӗ — ҫирӗм ытла сурӑх, пилӗк сысна, картиш тулли чӑх-чӗп, хур-кӑвакал-мӗн.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахаль чухне ҫапла калаҫҫӗ: хресченсем вӗсем — вак производительсен класӗ, вӑл класӑн членӗсем кӗрпекленсе пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ, хӑйсен кая юлнӑ техникӑллӑ вак хуҫалӑхӗсенче кашни хӑйне пӗччен чакаланаҫҫӗ, уйрӑм харпӑрлӑх чурисем пулса тӑрса, помещиксен, кулаксен, купцасен, спекулянтсен, усламҫӑсен тата ытти ҫавнашкаллисен пӗр чарусӑр пусмӑрне тӳссе пурӑнаҫҫӗ, теҫҫӗ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ӗлӗкхи удел князӗсемпе, вӗсен йытӑ пӑхаканӗсемпе тата ытти тарҫӑ-тӗрӗҫӗпе тулнӑ вак хуласем вырӑнне, пӗр-пӗринпе вӑрҫса тата суту-илӳ туса пурӑнакан вак князьсен хулисем вырӑнне тӑшмана хӑратса тӑракан ялсемпе куреньсем тата околицӑсем ӳссе ларнӑ, — вӗсене пурне те христиан тӗнне пӗлмен тӑшман тапӑнас хӑрушлӑхпа ӑна курайманлӑх пӗрлештерсе тӑнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мӗн тейӗн эсӗ о, аслӑ хан, пӑр ҫинче ҫавӑнтах пӗр пысӑк вак пулса та тӑчӗ, вара эпӗ ҫав вакран пӗр харӑс ҫӗр лаша шӑвартӑм.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Пӗр вак патӗнче темиҫе ҫын пулӑ тытмалли хатӗре вак урлӑ хунӑ хулӑн шалчасем ҫумне ҫыхаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Урам хушшинче канма саксем, нушапа кӗрсе тухма туалетсем, автобус кӗтекенсем валли чарӑну павильонӗсем туса парасси, урам хушшинчи юпасем ҫине хунарсем ҫакасси вак ыйтусем кӑна шутланаҫҫӗ пулӗ, апла пулин те ҫак вак ыйтусем пурте ҫынсен пурнӑҫ хӑтлӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑскерсем вӗт-ха.
«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17
Республика Правительствине Вак тата вӑтам предпринимательлӗхе 2030 ҫулччен аталантармалли стратегие туса хатӗрлеме тата унта вак тата вӑтам предприятисен ҫаврӑнӑшне, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,5 хут ӳстермелли, вӗсем туса кӑларакан тавар калӑпӑшне, ҫавӑн пекех ӗҫ тухӑҫлӑхне 2 хутран кая мар ӳстермелли тӗллевсене пурнӑҫлама май паракан пайӑр ҫул-йӗре палӑртса хӑварма хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
23. Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ, 24. мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫур тупӑш, вӑрҫӑра пулнисен пайӗ, ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ, 37. вак выльӑх шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пуҫ парне панӑ; 38. шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ҫитмӗл икӗ пуҫ парне панӑ; 39. ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана утмӑл пӗр пуҫ парне панӑ; 40. вунултӑ пин ҫын, ҫав шутран Ҫӳлхуҫана вӑтӑр икӗ чун парне панӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Коля алӑ тупанӗсене пӗр-пӗринпе хуплаштарчӗ те вак укҫине ман хӑлха патӗнчех шӑнкӑртаттарса илчӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Эксакаватор-погрузчик вак чул тиесе пулас асфальтлӑ ҫул ҫине тӑкатчӗ.
Поселока хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12055-poselo ... kh-k-rtecc
Ахальтен мар «Вак тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарулӑхне пулӑшасси» наци проекчӗ шайӗнче патшалӑх аграрисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрет.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Ҫӗнӗ Арланкассинче, Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче масар патне каякан ҫулсене вак чул сарса хытарӑпӑр, Энтепере контейнер площадки хута яма палӑртнӑ.
«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/
Кушкӑ ялӗнче 3 тӑкӑрлӑкра вак чул сарӑнӗ.
«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/