Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 8. Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли; 9. Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ, 10. ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ; 5. Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ; 6. Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ; 7. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн шӑпи те ытти нумай ҫынсен шӑпинчен йывӑрах пулман, анчах вӑл шӑпа пӳрнӗ пӗрремӗш йывӑрлӑхах тӳсеймен.Судьба обошлась с ним не хуже, чем со многими другими; но он и первого удара ее не вынес.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Эс чӑвашран тенине илтсен, пире шӑпа ахальтен мар тӗл пултарнӑ тесе шутларӑм, пирӗн асаттесемпе асаннесем пӗр-пӗрин патне илсе килчӗҫ пулӗ терӗм, пуҫа темӗн те пырса кӗрет ҫав ун пек чухне, ку манӑн шӑпа терӗм вара.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пире вӗсемсӗр кунта аван, анчах вӗсен шӑпи малалла мӗнле пуласси паллӑ мар – сутӑнчӑксен яланах ӑмсанмалла мар шӑпа пулнӑ», - тенӗ Радий Хабиров.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫӗршывран тухса кайнисем пирки мӗн шутлани ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3446384
Анчах ҫакнашкал шӑпа хӑйӗнчен пӑрӑнса иртет тесе никам та татса калаймасть, чылайӑшне ватлӑхри кунӗсене пӗчченех кӗскетме шӑпа пӳрет.
Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/
Элчел — телейсӗр шӑпа, ӑраскал — телейлӗ шӑпа.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр уполномоченнӑйӗ шӑпа туртса кӑларчӗ те, ҫавӑркаласа пӑхса: — Чӑх ури палли! Камӑн шӑпи? — тесе кӑшкӑрчӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑпа пурсен килӗп сан патна, санпа пӗр ҫӑва ҫинче канлӗх тупӑп, шӑпа пӳрмесен таҫта ҫичӗ ютра ҫӗрсе выртӗҫ манӑн шӑмӑсем…
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Лайӑх вырӑн шыраса тупӑр та виҫҫӗн шӑпа ярӑр, кама шӑпа тухать, ҫавна чӗрӗллех ҫӗр айне чикӗр», — тенӗ вӑл.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Калаҫса татӑласса татӑлтӑмӑр та, шӑпа, ав, хурлӑ шӑпа, пирӗн юратӑвӑмӑра чӑл та пар аркатса тӑкрӗ… — шывланчӗ Христина куҫӗ, тикӗс-тикӗс пынӑ сасси те халсӑррӑн, шултӑркавлӑн чӗтрене-чӗтрене тухрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пилӗк ҫул каялла вӗсене уйӑрнӑ шӑпа кукамай ҫуртӗнче иккӗшне каллех пӗрлештерчӗ, анчах ҫакӑнпа пӗрлех шӑпа вӗсем пӗрне-пӗри юратассине чӑрмантарма Николая (Машӑн тӑван мучӗшне) кӑларса тӑратрӗ, вӑл хӑй тӑванӗн хӗрӗ Василие качча тухасси ҫинчен илтесшӗн те пулмарӗ, ӑна ӑссӑр тата чарусӑр терӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Храпков силлесе тӑракан шӗлепкерен шӑпа кӑларма тытӑнчӗ те Илюш шӑпине кӑлара пачӗ.Храпков стал доставать из потрясаемой шляпы и вынул жеребий Илюшкин.
VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл вӗсене юнашар тӑнӑ пек курса, ҫыннӑн шӑпи мӗнле суккӑр пулать, тесе тӗлӗнсе шухӑша кайрӗ: ҫав шӑпа, вӗсем пӗр-пӗрне юрӑхлипе юрӑхсӑррине пӑхмасӑрах, вӗсене пӗрлештерет, час-часах тата пӗр-пӗрне юратаканнисене уйӑрса ярать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав кӗрешӳре пире мӗнле шӑпа тивӗ, большевизмӑн тепӗр ӑруне мӗнле шӑпа куҫӗ?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тен вӑл, шӑпа тӗрӗсмарлӑхӗпе кӳреннӗскер, ыттисене, пурнӑҫ шӑпи телейсӗре хӑварнисене, хӳтӗлеме кирлӗ пек хӗҫпӑшал ҫӗклӗ, вара эпӗ те, суранланса пӗтнӗ ватӑ салтак, ҫак ҫутӑ тӗнчере усӑсӑр кун-ҫул ирттермӗп…»
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ун патне сасартӑк Сашка пычӗ те, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн: — Оська, нимӗнле шӑпа та кирлӗ мар. Эпӗ шӑпа ямасӑрах каятӑп, — терӗ.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Авал ҫынсем, йывӑрлӑха лексен, «шӑпа — индус хӗрарӑмӗ», «шӑпа — хаяр амаҫури», тенисем кивӗ, Сергейшӑн вырӑнсӑр.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ӗнентерме хӑятӑп, унӑн шӑпи ман шӑпа мар! —
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темле шӑпа ӑна пӗр чарӑнми йӗрлесе ҫӳрет, Стефчов та ҫав шӑпапа пӗрлех.Огнянова беспощадно преследовал какой-то рок, верным союзником которого был Стефчов.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.