Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урам варрипе пӗве хыҫҫӑн пӗве.
Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Апла пулин те вӑл кӗсьерен кӑларнӑ сигарет пачкипе шӑрпӑк курупкине пӗвенелле вӑркӑнтарчӗ, пӗчӗк кӗпер ҫине кукленсе ларнӑскер, аллине шыва чикрӗ: пӗве тӗпӗнчи хӑйӑр ҫинче выртакан вӗтӗр-шакӑр чулсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа вутчуль тупас килчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Арман пӗвине шыв тата-тата кайсан вара ҫӗнӗ пӗве туса пӗтерсенех ҫӗрле пӗр-пӗр хӗре вӑрласа каяҫҫӗ те ҫыхса шыва ывӑтаҫҫӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унччен анатри пӗвене купаланӑ «Гидротехника» ҫӳлти пӗве ҫине куҫарчӗҫ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Кун хыҫҫӑн эпир ҫакна та ӑнланса илтӗмӗр: утар патӗнчи пӗве татса кайнӑ чух та ҫавнашкал пӗвери шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе карас пулӑсем лӗкӗ ӑшне чӑмнӑ.
Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.
Акӑ халь вӑл, нӳрӗ ҫӗрте ҫӗнӗ тымарсем янӑскер, пӗве пуҫне ҫирӗп тытса, патӑррӑн кашласа ларать, тулли пӗвере унӑн капӑр мӗлки инҫетренех илемлӗн курӑнса хӑй патне чӗнет.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Ял варринче пӗве ҫук пек, ферма пӗвине килнӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Каҫмаран аяларах ачасем ҫырма ик айкипе пӗве тума тытӑннӑ, варрине пӗвене вӑй ҫитереймен те, унтан шыв валак ҫинчи пек сиксе юхать, вӑл хытӑ шавламасть, таврара темле пӑртак хурлӑхлӑрах юрӑ янӑранӑ пек илтӗнсе тӑрать, юррин сӑмахӗсем те ҫук, кӗвви ҫеҫ пӗр чарӑнмасӑр янрать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пулать ҫав тепӗр чухне ҫапла: тулать те тулать шыв ҫырмара, тытса тӑрать те тӑрать ӑна пӗве; анчах, акӑ, капланӑвӑн чикки ҫитет те, шар кӑна ҫурса ярать пӗвене, ӗмӗрӗпе пӗчӗккӗн сӑрхӑнас юханшыв шавласа-кӗрлесе илет вара пӗр кана, унчченхи тытӑнчӑкшӑн та, ӳлӗмришӗн те савӑнса юлас тесе.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Рабочисем завод пӗви хӗррипе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пынӑ, пӗве урлӑ каҫнӑ та хӑрӑмпа хуралса ларнӑ хурал хапхинче кӗрсе ҫухалнӑ.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрре ку пулӑсене калать: «Пулӑсем, эсир пӗлместӗр-и-ха, сирӗн пурнӑҫ пӗтсе килет: ҫынсем, пӗвене татса ярса, сире йӑлтах тытса пӗтерес теҫҫӗ. Ав лере, тӑвӑн тепӗр енче, лайӑх пӗве пур. Эпӗ сире ҫавӑнта куҫма пулӑшӑттӑм та, анчах ватӑлтӑм: вӗҫме вӑйӑм ҫук», — тет.
Чарлан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл пӗвесем патнелле, ӗлӗк чул кӑларнӑ вырӑналла утас тенӗччӗ, анчах аялта, пӗве ҫинче вӑлта хулли яштах ҫӗкленнине курчӗ тӗ чарӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл пӳрт, ытти кирлӗ ҫуртсем тата ферма тунӑ, сад ларттарнӑ, пӗве, икӗ пусӑ чавтарнӑ; анчах садри ҫамрӑк йывӑҫсем начар ӳснӗ, пӗвинче шывӗ питӗ сахал пуҫтарӑннӑ, пусӑсенчи шыв тӑварлӑ пулнӑ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Халӗ ҫав тӗрӗсмарлӑха пӗтернӗ: Кубань шывӗ ҫинче, Невинномысск патӗнче, Стрежаментпа Недреманная тусенчен те вӑйлӑрах хӳме ҫӗкленчӗ, — шыва шурӑ гранит пӗве картларӗ те, ҫак пӗверен канал ҫӗмӗрттерсе тухрӗ, вӑл Недреманная ту витӗр те шӑтарса тухрӗ, Кубань вара Ставрополь еннелле юхма пуҫларӗ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗчӗкҫеҫ шыҫмак куҫӗсем ун сиввӗн пӑхаҫҫӗ, вӑл унталла та кунталла та пӑхать, пӗрре пӗве ҫине, тепре икӗ сарай ҫине, унтан ватӑ та кутамас йӑмрасем ҫине пӑхса илет.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Лупас хыҫӗнче курӑк айне пулнӑ пӗве йӑлкӑшса выртать, улпут сарайӗсем тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.За клуней блестит поросший травою пруд и темнеют господские сараи.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Ачасен куҫӗсем тӗлме-тӗл пӑхса илчӗҫ, вара пӗр-пӗрин патнелле утса пычӗҫ те, чӑн-чӑн пӗве ҫитнӗ арҫынсем пек, аллисене хыттӑн чӑмӑртарӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ешӗл шывкурӑкӗпе витӗннӗ пӗве урлӑ васкамасӑр каҫса кайрӗ, участок карти патне пырса тухрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанах вӑл ҫав сӑнар урлӑ хӗрарӑмӑн пуласлӑхне курма ӗмӗтленнӗ; анчах кайран, вӑл пӗве ҫитнӗ Ольгӑна курсан, унӑн чаплӑн чечекленнӗ илемне кӑна мар, пурӑнма, вӗренме, пурнӑҫпа кӗрешме вӑйӗ пуррине курсан, Штольца хӑйӗн ӗмӗчӗ ҫитнӗ пек туйӑнчӗ, вӑл мана пуҫланӑ юрату сӑнарне аса илчӗ, ӑна Ольгӑпа танлаштарма пуҫларӗ, иккӗшӗн хушшинче пӗр кӑлтӑксӑр чӑнлӑх пулассӑн туйӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956