Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Курсах (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Концертӑн иккӗмӗш пайне те курсах кай ӗнтӗ!

Помоги переводом

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

— Эсӗ вара мӗн, Узин, пӗрре курсах сан айна выртмалла тет-и манӑн?

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

1957 ҫулта тӑван тӑрӑха отпуска килсен ӑна Хӑвӑлҫырма ялӗнче пурӑнакан Аркадий Максимов пӗрре курсах килӗштернӗ, раштав кунӗнче вӑрласа кайнӑ (ун чухне хӗр вӑрлас йӑла пулнӑ).

Помоги переводом

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Вӗсем пӗр-пӗрне юратнине пӗрре курсах ӑнланатӑн.

Помоги переводом

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Наука сферинче лайӑх кӑтартусем тунине эпир пурсӑмӑр та курсах тӑратпӑр.

Помоги переводом

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Халиччен эпир ҫакна курсах кайманччӗ-ха.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӑна калаҫҫех ӗнтӗ, курсах тӑратӑп.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир урампа килнине курсах тӑнӑ вӑл.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бомба пӑрахни ҫитмерӗ, пулеметпа ҫунтараҫҫӗ нимӗҫ самолечӗсем — те курсах переҫҫӗ, те курмасӑрах.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле-ха ним палламан ҫынна пӗрре курсах юратса пӑрахрӑм?

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫпа курсах пуҫна шурлӑха ан чик.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппанпа арӑмӗ пек, пӗрре курсах, алӑ тытман.

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс мӗн, шикленсе ӳкмерӗн пулӗ те пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ ку тесе? — кулчӗ хӗр.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахӑртнех, малашлӑх ҫулне курсах пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тихон Иванович ҫакна курсах тӑчӗ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Курсах тӑрӑр.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, курсах тӑр, шалчи тулать-ха унӑн.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл тирпейлӗ хуҫа аллинче пулни пӗрре курсах паллӑ.

Помоги переводом

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Денис ун ҫине кураймасӑр пӑхнине куҫ хӳрипе курсах тӑчӗ Кирилл.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫапла ырӑ курсах пурӑнма тытӑнтӑмӑр эпир ҫӗнӗ хваттерсенче.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней