Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрнерен (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр эрнерен Анна, вут пек хӗрелсе кайнӑ питне ун алли айне пытарса, хӑех йышӑнчӗ:

А через неделю Анна, пряча под его рукой свое зажженное огневым румянцем лицо, призналась:

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ никам пулӑшмасӑр пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрекен пулчӗ.

Только через две недели Бунчук был в состоянии без посторонней помощи передвигаться по комнате.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.

Вернулись уволенные по чистой, попрежнему голощекий Аникушка, батарейцы Томилин Иван и Яков Подкова, за ними — Мартин Шамиль, Иван Алексеевич, Захар Королев, нескладно длинный Борщев; в декабре неожиданно заявился Митька Коршунов, спустя неделю — целая партия казаков, бывших в 12-м полку: Мишка Кошевой, Прохор Зыков, сын старика Кашулина — Андрей Кашулин, Епифан Максаев, Синилин Егор.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр эрнерен Усть-Невинскинче вӑрман пек, юпасем ларса тухрӗҫ, шурӑ изоляторӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Прошла неделя, и по Усть-Невинской поднялись, как лес, столбы, отсвечивая на солнце белыми серьгами изоляторов.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр эрнерен ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫеҫенхир улшӑнчӗ, ҫамрӑкланчӗ те ҫӗнӗ ҫутӑ сӑрсемпе сӑрланчӗ.

Прошла неделя, и умытая степь преобразилась, помолодела и покрылась свежими красками.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр эрнерен ҫак хатӗрсем Невинка станцине ҫитрӗҫ.

Через неделю груз прибыл на станцию Невинку.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗре ҫураҫма килӗшмесен вара пӗтӗм станица пӗлсе тӑтӑр; тепӗр эрнерен, ватӑ Тутаринов лӑплансан, Параська хӑйне юлташ Евсее мар, Назара илсе кайӗ, Назар вӑл евчӗ пулма питӗ ӑста, ун чухне вара разведкӑна каймӗ, Тимофей Ильич патне сӗлкӗ илсе кайса, ашшӗ-амӑш ирӗкӗпе Анфиса ҫав сӗлкӗне ҫурмаран касмасӑр та пӳртрен тухмӗ…

И если будет отказ, то пускай об этом узнает вся станица; что не позже как через неделю, когда старый Тутаринов успокоится, Параська возьмет себе в компаньоны не Евсея, а старика Назара — опытнейшего человека по сватовству и явится к Тимофею Ильичу уже не для разведки, а с паляныцей и не уйдет из хаты до тех пор, пока Анфиса, с благословения отца и матери, не разрежет ту паляныцю на две равные половины…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тепӗр виҫӗ эрнерен Евгений Листницкий киле отпуска килме тухни ҫинчен телеграмма парса пӗлтерчӗ.

Через три недели Евгений Листницкий прислал телеграмму, извещая о том, что получил отпуск и выехал домой.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-ик эрнерен (ун чух полк пӗр талӑклӑх канма чарӑннӑччӗ) Листницкий сотня командирӗ патне кайма тухрӗ.

Недели через полторы (полк стал на суточный отдых) Листницкий отправился к командиру сотни.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр эрнерен полк вӗр-ҫӗнӗ ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл укҫа пек йӑлтӑртатакан пулса тӑчӗ.

Через неделю полк блестел свеженьким двугривенным.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-икӗ эрнерен, вӑрах маневрсемпе халтан кайнӑ сотня Заборонь ятлӑ пӗчӗк местечкӑна вырнаҫнӑ хыҫҫӑн, полк штабӗнчен сотеннӑй командир, подъесаул Полковников юланутпа вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Недели через две, когда сотня, измученная длительным маневрированием, расположилась в местечке Заборонь, из штаба полка прискакал сотенный командир, подъесаул Полковников.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арманта пулса иртнӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн пӗр эрнерен хутора становой приставпа следователь килчӗҫ.

Через неделю после драки на мельнице в хутор приехали становой пристав и следователь.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак ҫырӑва илсе вуланӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен Иван Федорович ҫапла ответ ҫырса ячӗ: Ырӑ кӑмӑллӑ государыня, аппаҫӑм Василиса Кашпоровна!

Через неделю после получения этого письма Иван Федорович написал такой ответ: «Милостивая государыня, тетушка Василиса Кашпоровна!

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫук, тепӗр эрнерен эпир, мур илесшӗ, Мускав кабарӗнче ӗҫсе-ҫиетпӗр, Парижри пекех!

Нет, через неделю мы будем гулять, черт возьми, в московских кабаре, как гуляли в Париже!

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр эрнерен каллех доска патне, каллех ҫырмалла: «Лекарь хулана кайнӑ».

Через неделю опять к доске, опять пиши: «Лекарь уехал в город».

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

Хаҫатсем кунта сайра хутра ҫеҫ килкеленӗ, кинокартинӑсем те, радио та пулман, час-часах ҫӗршывра пулса иртекен чи пысӑк ӗҫсем ҫинчен выльӑх пӑхакансем икӗ эрнерен, тепӗр чухне тата виҫӗ эрнерен тин пӗлнӗ.

Газеты сюда попадали редко, не было ни кинопередвижки, ни радио, и часто самые важные новости доходили к животноводам с опозданием на две, а то и на три недели.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Менелникӗ иртсен пӗр эрнерен ывӑлне вӑл хыттӑнах, пат татса каланӑ:

Через неделю после именин он строго и решительно заявил сыну:

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тепӗр эрнерен Володя урок хыҫҫӑн класа юлса, Светлана Смирновӑна вырӑс чӗлхипе тӗрӗслеме ыйтрӗ.

И на следующей неделе Володя попросил Светлану Смирнову остаться в классе после уроков, чтобы спросить его по русскому языку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тепӗр кун Евдокия Тимофеевна ывӑлӗпе пӗрле Керчь хулине кайрӗ: пӗр эрнерен Володьӑн пуҫласа шкула ҫӳреме тытӑнмалла.

На другой день Евдокия Тимофеевна с сыном уехала в Керчь: через неделю Володе надо было впервые идти в школу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эрнерен хам пырса пӑхатӑп…

Через неделю приеду сам и посмотрю…

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней