Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрнерен (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫсем сыхлани ҫук ӗнтӗ, «ялйыш» тесен… хӗрхенес ҫук, вӗлереҫҫӗ, ку вӑл уҫҫӑнах курӑнса тӑрать: ыран мар пулсан, тепӗр кун, эрнерен мар пулсан, икӗ эрне иртсен пӗтереҫҫӗ…

Нет защиты, а «земляки»… не пощадят, по глазам видно — убьют… не завтра, так послезавтра, не через неделю, так через две…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Халӗ сире ырӑпа калатпӑр, тепӗр эрнерен таврӑнатпӑр та ак — ун чух урӑх йышши калаҫу пулать!

— Зараз добром просим, а через неделю вернемся другой разговор будет!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр эрнерен Капарин Фомин хваттерӗнче ӑна куҫранах каларӗ:

Через неделю Капарин на квартире у Фомина, с глазу на глаз говорил ему:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тепӗр эрнерен татах кайса паллӑ тутармалла.

— Через неделю опять надо идти отмечаться.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн тепӗр икӗ эрнерен Григорирен ҫыру килчӗ.

Недели через две после этого от Григория пришло письмо.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр икӗ эрнерен Ильинична хӑйне тӑруках япӑх туйрӗ, Дуняшка авӑн илнӗ ҫӗрте ӗҫлерӗ, ҫавӑнпа та Ильинична ӑна ӗҫрен уйӑрасшӑн пулмарӗ, анчах хӑй апат та пӗҫереймерӗ.

Недели две спустя Ильинична почувствовала себя плохо, Дуняшка была занята на молотьбе, и отрывать ее от работы Ильинична не хотела, но сама стряпать не могла.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр эрнерен аманнӑ Прохор Зыков Татарскине таврӑнчӗ.

А неделю спустя в Татарский заявился раненый Прохор Зыков.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл маузерӗпе винтовкине тасатрӗ, хӗҫне ҫивӗчлетсе йӗркене кӗртрӗ: сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен лашине тухса пӑхрӗ те, унӑн ҫуталса тӑракан купарчине курсан, старик хӑйӗн кӗсришӗн кӑна тӑрӑшманнине тӳрех ӑнланчӗ.

Он прочистил маузер, винтовку, привел в порядок верно служивший ему клинок; через неделю после выздоровления пошел проведать коня и, глядя на его лоснящийся круп, убедился, что старик выкармливал не только свою кобылу.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсене хутортан пӑрахса тарнӑ ҫынсем каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен тин хутортан хӗрӗх ҫухрӑмри Елански станица хирӗнчен тупса килчӗҫ; хӑваласа таврӑннӑ хыҫҫӑн кашни харпӑр хӑйӗнне уйӑрса илме тытӑнчӗҫ те, кӗтӳре ҫурри ытла хӑлхисене урӑхла картса паллӑ тунӑ ют сурӑхсем пулчӗҫ; хӑйсен вара, татарскисен, аллӑ пуҫ ытла катӑлнӑ.

Их нашли за сорок верст от хутора, на земле Еланской станицы, через неделю после того как жители возвратились в покинутый хутор, а когда пригнали и стали разбирать, то оказалось, что в гурте половина чужих овец, с незнакомой метой в ушах, своих же хуторских, недосчитались более пятидесяти штук.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курнӑҫланать-ха тата, ниме тӑман ҫӳпӗ, ӳпкелесе калаҫать, тепӗр эрнерен ак тӳрех карланкӑ ҫине улӑхса тӑма хӑтланӗ…

Ломается, как копеечный пряник, попрекает, а через неделю прямо начнет на глотку наступать…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑнсӑр пуҫне тата, пӗрлешме питех васкатман тепӗр пысӑк сӑлтав та пур: Анохина хваттер пама пулнӑ ҫӗнӗ ҫурта тепӗр икӗ эрнерен туса пӗтереҫҫӗ иккен, ҫапла вӗсем, туя унта ирттерсе, пӗр харӑсах икӗ савӑнӑҫа паллӑ тума пултараҫҫӗ.

Была и еще причина, заставлявшая его не настаивать: новый дом, где ему обещали дать квартиру, через неделю-другую заканчивали отделывать, и они могли сыграть свадьбу там, сразу отметив два радостных события.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫемье пуҫӗ мӗнле тӳсӗм ҫинчен каланине пурте тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ пӗлнӗ — Игнат Савельевич: тырӑ пӗтӗмпех пӗтрӗ, халӗ ӗнтӗ эпир хывӑхпа та ҫӗр улмипе пурӑнатпӑр, тесе пӗлтернӗ.

О каком терпении говорил глава семьи, все поняли спустя недели две, когда Игнат Савельевич заявил, что хлеб весь вышел и теперь они будут жить на отрубях и картошке.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр икӗ эрнерен Ксени ун патне татах канаш ыйтма чупса пынӑ, вара вӗсем каллех, леш коридорти канӑҫсӑр калаҫу пулман пекех, темӗн ҫинчен те пакӑлтатнӑ.

Недели через две она опять прибежала к нему за советами, и они снова болтали обо всем на свете, словно и не было того тревожного разговора в коридоре.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр эрнерен, Ксюша Черемшанкӑна таврӑнсан, ашшӗ ӑна алӑк патӗнче ытарлӑн кулса кӗтсе илнӗ.

Через неделю, когда Ксюша явилась домой в Черемшанку, отец встретил ее у порога, загадочно усмехаясь.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр икӗ эрнерен вӑл станцинчен каллех кил-ҫуртсӑр ачасене вунӑ ҫынна яхӑн илсе пырсан, нумайӑшӗ ӑна ухмахах тесе шутланӑ.

Недели через две, когда он снова притащил со станции целый десяток бездомных ребят, многие решили, что учитель рехнулся.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр эрнерен Саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫарӑн фронтне татса кӗрсе каяҫҫӗ.

Через неделю порвут фронт Восьмой красной армии.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр эрнерен округри пӗр веялка ҫинче те аласем юлмарӗҫ.

Через неделю по всему округу ни на одной веялке не осталось решет.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр эрнерен пуринчен хӑрушши пуҫланчӗ: фронт арканма тапратрӗ.

А неделю спустя началось самое страшное — развал фронта.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр икӗ эрнерен эпир Новочеркасскра пулатпӑр акӑ.

А через две недели мы будем уже в Новочеркасске.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тепӗр эрнерен шӑп ман уйӑх тулать.

— Через неделю мне месяц кончается.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней