Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халачӗ те ӑна ирсӗррӗн, Захар та чӑтма ҫук айван пек, тусанпа эрешмен картисем те чӑтмалла мар пек туйӑнчӗҫ.И халат показался ему противен, и Захар глуп и невыносим, и пыль с паутиной нестерпима.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ӑҫта та пулин ҫӑлӑнӑҫ тупас тесе, сылтӑмалла, сулахаялла, малалла пӑхрӗ, вара каллех ун умне эрешмен карти, тусан, хӑйӗн сӑнӗпе тата улпут пит-куҫӗ тухса тӑчӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тимлесех тепӗр еннелле, сулахаялла пӑхрӗ: унтан вӑл, хӑйне тирпейсӗрлӗхшӗн ӳпкелемелли, тахҫанах курнӑ япалана — картинӑсем патӗнчи эрешмен картине курчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ну, тӑванӑм, эсӗ манран та ытларах Обломов иккен», тесе шухӑшларӗ пулас улпут, Захар вара кӑшт ҫеҫ ҫапларах шухӑшларӗ: «Суятӑн! Эсӗ ӑслӑ та мӗскӗн сӑмахсем калама ҫеҫ ӑста, тусанпа эрешмен картисем пирки сан ӗҫӳ те ҫук».
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ӑна мӑнкун эрни тӗлне тирпейлетӗп; ун чухне турӑшсене тасататӑп, эрешмен картисене те шӑлатӑп.— Это я к святой неделе убираю; тогда образа чищу и паутину снимаю…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче тусан тата, эрешмен картисем тата?..
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫхаршине эрешмен карти пырса сӗтӗрӗнсен, вӑл кашнинчех ҫара ҫерҫи ҫуначӗ пулӗ тесе хӑраса пырать.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн эрешмен урисем пек сыпӑклӑ-сыпӑклӑ урисем аран хускалнӑ.Он нес на своих паучьих ногах дутую коробочку спины, покрытую известковыми бородавками моллюсков.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катара ахаль те нӳрлӗччӗ, ҫитменнине тата иртнӗ кунсенче ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ — пур ҫӗрте те туратсем ҫинче, йывӑрланнипе чӗтренсе тӑракан эрешмен картисем ҫинче шултра тумламсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ те патлата-патлата ӳкеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла, сӗтел ҫине ҫаруран тӑрса стена ҫинчи эрешмен картисене тасатас тесе, мелке ҫумне йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк вырнаҫтарнӑ чух такам алӑка шаккарӗ те, Валя, таса мар шыва витрепе ҫӗклесе, алӑк уҫма васкаса чупрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл сасартӑк пуҫне сӗлтсе илчӗ, эрешмен картине сирсе пӑрахнӑ пек, аллипе питне хӑвӑрт шӑлчӗ, унтан, ман ҫине именчӗклӗн пӑхса, телефон патне васкарӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун ҫутинче эпӗ ҫыранран катара тӑракан икӗ карапа куратӑп, шупка пӗлӗт ҫинче вӗсен хура мачти урлашкисем, эрешмен карти евӗрлӗ, пӗр хускалмасӑр палӑраҫҫӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак хӑрушӑ сӑмах ӑна тӗлӗкре те темле тӗлӗнмелле, формӑсӑр хурҫӑ эрешмен пек курӑнса, хӑйӗн сыпӑллӑ-сыпӑллӑ та ҫивӗч урисемпе чӑрмаланӑ пек туйӑнчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вӗсем иккӗшӗ те, хӑйсен ҫуртисене ҫӳлелле ҫӗклесе, кукӑр-макӑр кукӑрӑлса каякан галерея тӑрӑх утнӑ, вӗсем чул стенасем ҫинче эрешмен карти пекех тӗрленсе тӑракан ятсемпе числосене тата ӑслӑ халапсене вуланӑ (вӗсене ҫурта хӑрӑмӗпе ҫырнӑ пулнӑ).
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӑра курӑк ӳссе ларнӑ пӳлӗм, урайӗ-мӗнӗ те, штукатурки те ҫук, кӑмаки ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ; чӳречисем кантӑксӑр, пусми ҫӗрӗк; пур ҫӗрте те татӑк-кӗсӗк эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пур ҫӗрте те татӑлса-таткаланса пӗтнӗ эрешмен картисем вылянса ялтӑраҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Тӗлӗ-тӗлӗпе пӑр ҫийӗ эрешмен карти пек ҫуркаланнӑ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№