Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чутах (тĕпĕ: чут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне чутах тӑнсӑр пулса йӑванса каятчӗ.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнер, сентябрь уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мелеуз районӗнчи Сергеевка ялӗ ҫывӑхӗнче упа чутах кӗтӳре ҫӳрекен ӗнене туртса ҫурман.

Помоги переводом

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Эсир ҫак тӗрлӗ хуравсем хушшинче суйланӑ вӑхӑтра Ленинград хулин Выборг районӗнчи 111-мӗш шкулти вӗрентекенсем тупнӑ пӗр меслет чутах ҫухалса юлӗччӗ.

В этой сумятице мнений совсем не слышно прозвучал голос учителей из 111-й школы Выборгского района города Ленинграда.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

Пуля ҫынна чутах лекмен.

Пуля чуть не попала в человека.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

Ялан Аитри ял ҫыннисем шыва кӗнӗ ҫӗрте июль уйӑхӗнче чутах трагеди пулман.

Помоги переводом

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Салават хулинче 37 ҫулхи арҫын алкоголь шӗвекӗ ӗҫнӗ хыҫҫӑн Шуратӑл юхан шывра шыва кӗме шутланӑ, анчах чутах путса вилмен.

Помоги переводом

Хӑтаруҫӑсем шыв ҫинчи хӑрушлӑха сирсе янӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... tn-3387936

Алӑк хыҫӗнчи кӗтесрех ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм кӗрӗке ярса тытсан чутах «акӑ» тесе кӑшкӑрса яратчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чутах шар курса тӑраттӑм паян, — чӗтренчӗк сасӑпа каларӗ Маюк, халӗ те чӗри сикме чарӑнманнипе.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Алиса еркӗнӗ кӑшт ҫеҫ суранланать, Алиса хӑй чутах вилсе выртмасть.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун чухне арӑмӗпе пӗрремӗш хут чутах хирӗҫсе илменччӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Сирӗншӗн чи хакли ҫинчен калама чутах манса каяттӑм-иҫ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑйне тытса тӑракан пушӑт салтӑннӑ иккен, вӑл чутах ӳкмен, кӑшт ҫеҫ тытӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чутах леш тӗнчене ӑсататчӗ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑксем хӑйне ҫапла хисепленине курса, старик чутах йӗрсе те ямарӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳртрен тухма тӑнӑ Хусанкка чутах ҫармӑс утаманӗпе Чоткарпа пырса ҫапӑнмарӗ.

Помоги переводом

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑчавар ачин чӗри ыратса кайрӗ, вӑл чутах ахлатса илмерӗ, юрать-ха хӑйне вӑхӑтра тытса чарма ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ, Хӑрахкуҫа вӗлернӗ хыҫҫӑн, вӑл лӗнчӗрех кайнӑ та чутах тӑнсӑр пулман.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле тытма ӗлкӗртӗм тулӗк, лӑнчӑр-ланчӑр пукан ҫинчен чутах персе анатчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Тӑтӑрхи-хевти пач пӗтсе ларнипе чутах тӑнк ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ михӗ пек кӑпӑр-капӑр йӑваланса анса ӳкмерӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пурис чутах тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ, тӗпӗртетекен чӗрине хӗскӗчпех хыпса-ҫыртса илчӗҫ тейӗн, ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней