Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑнӑҫ (тĕпĕ: тӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Углова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ, кашнинех телей, юрату, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.

Упорно трудясь, опираясь на собственные ресурсы, сохраняя единство и стабильность в обществе, поддерживая друг друга, мы обязательно добьемся благополучия для каждой семьи Чувашии, для каждого ее жителя!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пире тӑнӑҫ пурнӑҫпа ирӗклӗх парнеленӗ паттӑрсем умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра.

Мы в вечном долгу перед героями, подарившими нам мир и свободу ценою своей жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав самантран тӑнӑҫ пурнӑҫа кӗрсе кайрӑм.

С того времени влился в спокойную жизнь.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

- Тӑнӑҫ пурнӑҫа епле хӑнӑхрӑр?

- Как привыкли к мирной жизни?

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

— Эсир тӗплӗн шухӑшласа пӑхса, хӑвӑра тӑнӑҫ тытрӑр пулсан, эсир тӑнлӑ-пуҫлӑ тунӑ, эсир уншӑн пӑшӑрханас ҫук, темелле пулать.

— Если вы поступили хладнокровно, рассудительно обдумав, то надобно будет сказать, что вы поступили обдуманно и, вероятно, не будете жалеть о том.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней