Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӑл кулнипе тачӑ та вӗт шӑлӗсене кӑтартса: — Ҫитӗ сире ятлаҫма, тискер кайӑксем-чӑхсем! — тетчӗ вӑл арӑмӗпе амӑшне.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем куҫӗсене унран пытарчӗҫ, хӑйсем хӑранипе чӗтрене ернӗ, пуля юнашар кашни хут шилетсе иртмессеренех пуҫӗсене юр ӑшне чикеҫҫӗ, Павӑл вӗсене шеллерӗ, вӑл халь сӑмахне каласа пӗтермесӗрех вилнӗ, ятлаҫма юратакан партизана аса илнӗ те вӗсене хавхалантарма тытӑнчӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Санпа ятлаҫма шутламастӑп, — терӗ Володя, мана хуллен тӗксе, — тасал кунтан!— Не намерен с тобой браниться, — сказал Володя, слегка отталкивая меня, — убирайся.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫланӑ хуҫи ятлаҫма:
Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Вӗсем ятлаҫма пуҫларӗҫ.
Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.
Вӑл пачах ятлаҫма пӗлмест.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Тынэтӑн ун ҫинчен Экэчона ҫакӑнта, пухура, тӳрех каламаллаччӗ, усал сӑмахпа ятлаҫма та кирлӗ пулман.Вот об этом Тынэт должен был прямо, без бранных слов сказать Экэчо вот здесь, на собрании.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Паша хӑйне хӗненӗ чухне пӗрре те хирӗҫ тӑмасть, куҫӗсене хупса лартса хашкаса кӑна выртать; ҫынсем хӗнесе ывӑнсан вара — вӑл ҫав самантрах макӑрса ӳпкелешмест-ха: малтанах хӑйӗн ҫинчи ҫи-пуҫне ӑҫтан тата мӗнле чӗрсе-ҫурса пӗтернине тӗрӗслесе пӑхать, унтан килхушшине тухса каять те, ҫавӑнта вӑра, хулӑн сассипе уласа йӗме тата ятлаҫма тытӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ильсеяр шӑтӑк патӗнчен кӑшт кайсан, пӑрахут ҫинче каллех шавлама, ятлаҫма пуҫларӗҫ.Когда Ильсеяр отошла от пещеры, на пароходе снова зашумели, заругались.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лиходеев, тӑна кӗрсе, спидометрӑн пиллӗкпе вунӑ километрсем хушшинче чӗтренсе тӑракан йӗппи ҫине пӑхса илет те татах ятлаҫма пуҫлать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Ҫӗрле аппарат умӗнче дежурнӑй пулса ларнӑ вӑхӑтра вӑл тепӗр чух, кичем пулнипе, шӑпчӑкла юрлама тытӑнать, палламан тата курман хӗр-телефонисткӑсене илӗртет, вара вӑл ҫыхӑну взвочӗн ҫиленсе кайнӑ командирӗ хӑйне тӗрлӗ наказанисем парассипе хӑратса ятлаҫма тытӑничченех юрлать.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Апла пулсан вӑл хӑйӗн юлташӗ тӗлӗшӗпех киревсӗр кӳлешме, ятлаҫма, кӗвӗҫме тата ҫилленме пултарать.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Паян Алёнка манпа ятлаҫма ӳркенчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ку сӑмахсене юри эпӗ каланӑ, теҫҫӗ, ман ҫӑвартан тухман ун пек сӑмах, «Ӗнесене вилӗм» тесси, маншӑн пулсан: «Эпӗ-и? Ӑҫтан шухӑшласа кӑлартӑр эсир кӑна? Ӑҫтан апла ятлаҫма пултаратӑп эпӗ?» тессипе пӗрех, тесшӗн пулнӑ вӑл.Он сказал: «Смерть коровам\!», как если бы сказал: «Я? Разве я ругался? С чего вы взяли?»
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
— Ӗҫӗ усӑллӑ пултӑр тесен, Александр Иванович, ятлаҫма та тӳр килет.— Для пользы дела, Александр Иванович, не зазорно и поругаться.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шоферсем кабинӑран сиксе тухса ятлаҫма тытӑнчӗҫ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унтан ятлаҫма пуҫларӗ, тет: «Комендант ӑна илме машина ярать, самолетпа Германие илсе каять. Тупӑннӑ чаплӑ инкек! — тесе кӑшкӑрать, тет, картишӗнче. Ҫавӑнтах хӑйне ятлама тытӑнать, тет: «Каласан ӗненмӗҫ, мана, нимӗҫ офицерне, простой вырӑс арӑмӗ улталарӗ!» — тесе кӑшкӑрать, тет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Перчеткине хывнӑ чухнех ятлаҫма пуҫларӗ:
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл нимӗҫпе темӗн ҫинчен тавлашма тытӑнать, нимӗҫ, ҫилленсе, ятлаҫма пуҫлать, «Амӑшӗ» ҫав вӑхӑтра Кольӑна шӑппӑн: — Кукӑль ӑшӗнче ҫыру. Ответ илсе кил, — тет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вова Енджияк ятлаҫма пуҫлать, Бориса ҫӑварне хуплама, чӑтма хушать.Вова Енджияк стал ругать Бориса, приказал ему зажать рот и терпеть.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.