Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшӗ пӗрре унӑн: Солоха хӑйне улталанине ниепле те манаймасӑр, тӗлӗрсе выртнӑ хушӑра та вӑл ӑна ятлаҫма пӑрахмарӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ те вӑл, хӑйне те, кумне те, шуйттанне те ятлаҫма пуҫларӗ.И, нахлобучивая глубже на голову капелюхи, угощал побранками себя, черта и кума.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, Петро чуннех пырса тиврӗ ку, халь ӗнтӗ ӑна тем те пӗр илтӗннӗн туйӑнать: курӑкӗ кӑшӑлтатма пуҫларӗ, чечекӗсем, пӗчӗкҫеҫ кӗмӗл шӑнкӑравсем пек, пӗр-пӗринпе ҫинҫе сассисемпе калаҫма тытӑнчӗҫ; йывӑҫӗсем кӗр-кӗрлесе ятлаҫма тапратрӗҫ…
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн ҫинчен эпӗ ӑнсӑртран шухӑшларӑм пулмалла, анчах пуҫа ҫавах тӗрлӗ шухӑшсем кӗрсе кайрӗҫ — вара эпӗ Хворостянкинпа мӗнпур вӑйран тавлашма, ятлаҫма пуҫларӑм.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Пӗлетӗн-и, Никита Никитич, эпӗ сан пата ятлаҫма килтӗм.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗмсӗртетнӗ сасса уямасӑрах, вӑл ӑна кӑшкӑрсах ятлаҫма тытӑнчӗ:
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫӗнӗ вырӑнта чарӑнса тӑрсан, вӑл тӳрех хӑвӑрттӑн та хыттӑн калаҫма пуҫларӗ, Озерова ятлаҫма пуҫласшӑн та, анчах пуҫлама пӗлмен пекле калаҫать тейӗн ӑна.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Асанне ҫилленсе кайрӗ, ятлаҫма пуҫларӗ, кимӗ тупма вӑхӑтра тӑрӑшманшӑн пӗтӗм ҫемьене ӳпкелерӗ.Бабушка огорчилась и ворчала, что никто, дескать, не позаботился заранее заказать лодку.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
«Камсем пултӑр-ха эсир? Кам сире пуринчен малтан пончик илме право панӑ?» — ятлаҫма пуҫланӑ Киля аки.«Да кто же вы такие, чтоб раньше всех пончики хватать?» — негодовала тетя Киля.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах та, халӗ пӗр-пӗринпе ятлаҫма вӑхӑт мар.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗнех, намӑс сӑмахпа ятлаҫма тивӗҫ пур, паллах, унӑн!
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫынсем ҫилленсе кӑшкӑрашма та ятлаҫма тытӑнчӗҫ.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫилленсех ятлаҫма тытӑнчӗҫ вӗсем, пӑлхарсене вӗлерессипе хӑратрӗҫ.Послышалась злобная ругань, посыпались угрозы кровавых расправ над болгарами.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл тӗл пеме ӑста, пӳлӗмӗнчи стенисене те йӑлтах хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ; персе амантнӑ ҫынсене хӑех сиплеме пултарать, хӑй те персе амантма ӑста, ятлаҫма тесен вара — артист пек пултарать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ каятӑп, унсӑрӑн эпир ятлаҫма тытӑнӑпӑр…
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ҫакна, паллах, хыттӑнах каларӑм: «Усал сӑмахсемпе ятлаҫма чарӑннӑ пултӑр, чарӑнмасан, влаҫа кӳрентернӗшӗн, станицӑна ӑсататӑп, — терӗм. — Мӗне курса ҫапла урса кайсах тулашатӑн-ха эсӗ?» — тесе ыйтрӑм.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗнер каҫхине вӑл киле яланхи пекех ӳсӗр тавӑрӑнсан, хӑйӗн кивӗ йӑлипе ятлаҫма, чышкисемпе сулкалама тытӑнсан, карчӑкӗ ун ҫине, хӑйӗн чарусӑр упӑшки ҫине, халиччен нихӑҫан та пӑхман пек пӑхса илнӗ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Пулӑ ҫинчен калаҫса пӗтерсен, вӑл хӑйӗн миххисене аса илчӗ, икӗ михӗ пулнӑ имӗш ун, вӗсене тахҫан монахсем «йӑкӑртса» кайнӑ пулать, ҫавӑнпа вӑл ҫухалнӑ михӗсем пирки харкашма пуҫларӗ, унтан тата, Евсей ӳсӗр иккенне, вӑл ӗҫсӗрех ларнине асӑрхаса, монахсене пӑрахрӗ те работникӗсене тапӑнчӗ, чи ирсӗр сӑмахсене суйласа илсе, сывлӑша янтратсах ятлаҫма пуҫларӗ.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Арман хуҫи анасласа илчӗ, кӑшт чӗнмесӗр ларчӗ те каллех ятлаҫма пуҫларӗ:
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.