Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑвать (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Изобретени «идейине» чертеж ҫине ӳкернӗ май унӑн кӑранташӗ хут тӑрӑх чӑр та чӑр чупса шӑвать.

Карандаш бегал по бумаге, воплощая «идею» изобретения в чертеж.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурнӑҫ малаллах шӑвать.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шӑвать иккен пурнӑҫ»..

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта хӑпарма чӑнкӑ, ура шӑвать.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хум ҫинче чӳхенсе ҫутӑ уйӑх шӑвать, Хӑвасем хушшинче сарӑ кайӑк юрлать.

Помоги переводом

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Йывӑр пулсан та вӑхӑт хӑй сукмакӗпелех шӑвать.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать.

Помоги переводом

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

— Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма ҫук, вӑл пӗрмай малалла шӑвать, — терӗм эпӗ юлашкинчен.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ асамат кӗперӗ айне ҫитсе-ҫитсе пыратӑп, халех унӑн айӗнчен тухас пек, анчах эпӗ ун патнелле ҫывхарнӑҫемӗн мана илӗртекен япала малалла шӑвать.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хура пӗлӗт, ярӑмӑн-ярӑмӑн ураланса, Атӑл еннелле шӑвать.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑхӑт шӑвать яланах Хӑй йӗркипе малалла, Хӗвелӗ те ярӑнса Шуса анать каҫалла.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ухтиван питне аллипе хуплать те, тӑшман ҫарӗ витӗр тухнӑ пек, малалла шӑвать, шӑвать, шӑвать.

Ухтиван, закрыв лицо обеими руками, вслепую продирается сквозь кусты, словно сквозь вражью стену.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫаврӑнасчӗ те ялалла утасчӗ — юрамасть, темӗнле хӑват туртнӑ пек, юхӑм ҫаплах малалла, тусанпа ӑрша карса илнӗ сӑрӑ карри ӑшнелле шӑвать.

Чего бы проще — взять и повернуть к деревне, в прохладу и сень, но нет, нельзя, люди, словно влекомые какой-то силой, идут и идут вперед, задыхаясь и ничего не видя в пыльном тумане…

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хура пӗлӗт пӗрмаях Шӑвать вӑрман тӑрринче.

Помоги переводом

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аслӑ Силпи ялӗнче Хуллен шӑвать пурӑнӑҫ.

Помоги переводом

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Уҫса хунӑ алӑк ҫеҫ Пӳртӗн ӑшне ҫутатать; Хӗвел ҫути пайӑрки Урай тӑрӑх ав шӑвать.

Помоги переводом

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫынни ахӑрать, кулать, ҫави ҫав-ҫавах малалла шӑвать, паккус хыҫҫӑн паккус утӑ хӑварать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитменнине, вӑл килес умӗн кунта ҫумӑр ҫуса иртнӗ, ҫыран ура пусма ҫук хытӑ шӑвать.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑрушӑ вӑйлӑ халӑх ҫӗлен пек пирӗн еннелле шӑвать.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Максимка» пуйӑс, пит васкамасть пулсан та, малаллах шӑвать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней