Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑвать (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эшелон хыҫҫӑн эшелон шӑвать — апат-ҫимӗҫ эшелонӗ…

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эшелон хыҫҫӑн эшелон шӑвать — хӗҫпӑшал эшелонӗ…

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сурӑм леш енчи улӑх ҫине пӗр лаптӑк тӗксӗм мӗлке саркӑмӗ ӳкнӗ те — пӗчӗк пӗлӗт куҫнӑ май ерипен кунталла шӑвать.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Транспортер шӑвать, цистерна пысӑкӑш барабан ҫаврӑнса тӑрать, агрегат ҫумӗнче агрегат ларать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Вӑхӑт шӑвать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уйӑх пур ҫав унта, уйӑх пӗлӗт хушшипе шӑвать!

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шоссе ҫулӗн шӑп варрипе лав шӑвать.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпене ҫӑлтӑрсем тухаҫҫӗ, аякра, вӑрман пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт леш енче, каҫхи шуҫӑм хӗвелтухӑҫнелле шӑвать, ҫил ҫаврӑнса килет те йывӑҫсене, Тимуша сӗртӗнет, ачашланса тем пӑшӑлтатать, унтан хӑй ҫулӗпе кайса ҫухалать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах та шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тенӗ пекех килсе тухать: вӗсен кинӗ упӑшкине института ӑсатса янӑ-яман Ҫурҫӗрелле тухса шӑвать те пӗр-ик уйӑхранах асра ҫук хыпар пӗлтерет:

Помоги переводом

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каҫалӑк хӗррипе комбайн чарӑна-чарӑна шӑвать, унран чылай маларах икӗ хӗрарӑм хӑмӑла сенӗкпе хӑпартса пырать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аран-аран шӑвать хӑй, ӑна-кӑна нимӗне те асӑрхамасть пулмалла, чулсем урлӑ, тункатасем урлӑ упалене-упалене каҫать.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юханшывӑн сулахай енче такам хырӑмпа шӑвать.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурнӑҫ хӑй еккипе шӑвать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчамасӑн шухӑшӗ шӑппӑнрах та шӑппӑнрах шӑвать.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑвас тенине тӑвать, Анаталла вӑл шӑвать.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!

Помоги переводом

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр машина вӗсен еннелле шӑвать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юхать шывӗ юхнӑҫем, шӑвать вӑхӑт шунӑҫем: пӗр уйӑхлӑ каҫхине, уйри ӗҫрен таврӑнсан, пӗҫереҫҫӗ ватӑсем кукӑль-ҫӑмах, пӳремеч ҫупа, ашпа, хӑймапа.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Хӗвел васкамасӑр анӑҫалла шӑвать.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней