Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Тӑрӑхлакан тус — шухӑ ут пек: ӑна кам утланать, вӑл ҫавӑн айӗнче кӗҫенет.6. Насмешливый друг то же, что ярый конь, который под всяким седоком ржет.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— «Шухӑ вырӑнта» /А.Островский/ спектакльте Миловидов улпут рольне вылятӑп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кӗскен каласан, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман шухӑ ача пулнӑ.Короче говоря, бедовый парень ничем не отличается от других.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ку хӗрарӑм вӑл — Вера Павловна Кирсанова, хӑй ҫамрӑк-ха, ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, шӑп кӑна мана килӗшмелли ҫын, е, урӑхла каласан, Полина, сан пек, пӗрре те санӑн Катю пек мар: вӑл шухӑ та чӗрӗ госпожа.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫҫӗмӗш кадриле ташлама Лопухов Верочкӑна чӗнчӗ, — пӗрремӗшне Верочка Михаил Иванычпа ташларӗ, иккӗмӗшне Лопухов шухӑ хӗрпе ташларӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах пӗррехинче ҫак йӗркене кӗтмен ҫӗртен хулиганла пӑсса хучӗҫ: хӑватлӑ автан басӗ хыҫҫӑн таҫта юнашарах, сарай хыҫӗнче, кӳршӗре пурӑнакан Аркашка Менок кил картинче пӗр ӑнман автан, ҫамрӑк автан, ачалла шухӑ альтпа ҫухӑрса ячӗ, кайран нумайччен чӑхла кӑтиклерӗ, темле йӗрӗнчӗк какришпе чыхӑнса ларчӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Килте тахҫанах ӗнтӗ хуҫа урин мӑнаҫлӑ сасси илтӗнсе тӑрать, вӑл ҫын пулнӑ, ватӑла та пуҫланӑ, анчах амӑшӗшӗн вӑл ҫав-ҫавах Яшук-ха, вӑл ӑна — пӗчӗкскерне, шурӑ ҫӳҫлӗ, шухӑ ачана, час-часах тӗлӗкре курать…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.