Корпус чувашского языка

Новые

— Эс, Ванькка утарҫӑ пӳрчӗ патне кай, унта санитар пур, сана ҫыхса ярӗ, — терӗ те Крапивин, чупса ҫитнӗ темиҫе милиционера чарса, Калюков тарнӑ еннелле кӑтартрӗ:

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарать, астӑвӑр!

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюков ыттисем хыҫҫӑн ҫырмана сикмерӗ, таҫта сылтӑмалла чупрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Темех мар… — хуравларӗ Телегин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс мӗн, Ванькка, тӑванӑм, аманнӑ-им? — хыпӑнса ыйтрӗ вӑл.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи пирвай утарҫӑ пӳрчӗ патӗнчен Крапивин чупса ҫитрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кунта килӗр, кунта! — кӑшкӑрса ячӗ Телегин, ӳкесрен алӑк уратинчен хӑрах аллипе ҫакӑнса.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова хӑваласа ҫитеес ҫук вӑл халӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин, ун хыҫҫӑн чупас тесе, сиксе тӑчӗ, мӑн алӑка уҫса ячӗ, анчах ҫавӑнтах унӑн пуҫӗ ҫаврйнса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, унӑн хусканӑвӗсене сӑнасах тӑраканскер, хулӑн хӑмаран тунӑ сӗтел хыҫне ыткӑнчӗ, пытанса ӗлкӗреймерӗ, сылтӑм хулпуҫҫине тем пӗҫертсе илнине туйрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тӗллесе тӑмасӑрах Телегин енне персе ячӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Me, йытӑ, сутӑнчӑк!

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, револьвер-ха сана?! — тем тавҫӑрса илсе, сасартӑк хаяррӑн кӑшкӑрчӗ вал.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, ыттисене ирттерсе ячӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ӑна та, сунар ҫӗҫҫине те тавӑрса паманччӗ-ха.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюк, ман револьвер ӑҫта?! — ыйтрӗ Телегин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Купӑс шавне пула йытӑ вӗрнине, Телегинсӑр пуҫне, илтмерӗҫ те пулас вӗсем е илтсен те, Сидора шанса, пит тимлемерӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӑшал сассисем илтӗнсен, Калюковпа тусӗсем пирвай анраса кайрӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней