Корпус чувашского языка

Новые

Ҫапла килӗшсен, вӗсем те отряд хыҫҫӑн тухрӗҫ, ӑна хӑваласа ҫитсе, икӗ милиционера утара каялла ячӗҫ, виҫҫӗшне ҫывӑхри разъездранах Канаша кайма каласа хӑварчӗҫ, вара — ыттисенчен иртсе, Йӗпреҫелле пултарнӑ таран хӑвӑрт вӗҫтерчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран таврӑнма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑнччӑр виҫӗ кун.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, утарҫӑ патне такам килӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков кунта тек килес ҫук та, сых енне, утара ҫын хӑварӑр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттине пӗтӗмпех халь тин каланӑ пек тӑвӑпӑр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, эсӗ унти ху пӗлекен ытти преступниксен ячӗсене те ҫырса пар…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, Тарас Дементьевич, эсӗ халех, разъездранах Канаша икӗ ҫын яр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла-и? — хавхаланчӗ Крапивин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл унпа пуринчен тачӑрах ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Микулин ывӑлӗ, — терӗ Телегин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав аякка Канашри хӑна ҫурчӗн хуҫи Мӗтри илсе ҫитермӗ-ши?

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун урлӑ таҫта аякках ҫитме пулатчӗ, тен.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх, шел, утарҫа вӗлермеллех лектернӗ эпӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир вара кӗҫӗрех районсене утлӑ милиционерсем ярӑпӑр: унашкал списоксене телефонпа пӗлтерме юрамасть…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, Телегин, эсӗ ху пӗлекен преступниксен списокне Йӗпреҫе ҫитсенех ҫырса пар, ҫул ҫинче вӗсене пурне те аса илсе пыр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑрӑн Калюков вӗсене хӑйӗн ҫыннисем урлӑ хӑрушлӑх ҫинчен систерме пултарать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хурахсемпе пӗрле ҫӳремен, анчах вӗсене пулӑшса пурӑннӑ, хӑшпӗр чухне пӗрле те хурахла ӗҫсем тунӑ преступниксене те кӗҫӗрӗх е, ӗлкӗреймесен, ыран ирех тытса пӗтермелле пирӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Акӑ мӗн, туссем, — терӗ Крапивин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳртре Крапивин, Демин тата Телегин кӑна юлчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней