Корпус чувашского языка

Новые

Сӑпание кӑна мар, Сидор, тӗрӗсрех, Иванский виллине те, утара ухтарнӑ хыҫҫӑн тупнӑ япаласене те тӗпчемешкӗн пӗрле илсе, хӑвӑртрах ҫитес тесе хурахсене хӑйсен лашисене утлантарсах, отряд часах ҫула тухрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Калюкова хӑвалама кайнӑ милиционерсем таврӑнчӗҫ, пуҫлӑхсем енне айӑплӑн пӑхкаласа, шарламасӑр ыттисем патне иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫхн вӑрман пӑшал сассине, ӳхлете-ӳхлете вӗрсе, аяккалла салатрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демин пӳртрен тухрӗ те сывлӑшалла виҫӗ хутчен печӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Отбой пар, Тарас Дементьевич, — хушрӗ Крапивин, унтан хурахсем енне ҫаврӑнчӗ те: — Эсир вара ахалех савӑнса шӑл йӗретӗр. Утаманӑр сирӗн хушша килсе тӑриччен вӑхӑт нумай иртмӗ, курӑр акӑ, — терӗ хаяррӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман аслӑ, ку таранччен тытайманскере, халӗ ҫак йышпа шыраса тупаймӑн ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковӗ вара, шел, чӑнах та, тарса ӗлкӗрчӗ пулас.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакна илтсен Курносов, усал тӗлӗкрен вӑраннӑ пек, юлташӗсене савӑнӑҫлӑн, малашне темле асамлӑ ҫӑлӑнӑҫ килессе шаннӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Утаманӗ, Калюковӗ кӑна ҫук, ыттисене пурне те тытнӑ, — терӗ Телегин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучан, ӑна халь-халь ҫисе яма хатӗр пек, пит шӑммисене вылянтарчӗ, Жумба хӑй Телегина милици хушшинче курнине пач ӗненмерӗ тейӗн, Йысна урине кӑна мар, пӗтӗм шӑмшакне чӗтрентере-чӗтрентере илет, ку ӗнтӗ вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхнине пӗлтерет, Валет кӑна ни тарӑхмасть, ни тӗлӗнмест, ҫапла пулса тухасса малтанах пӗлнӗ пек тыткалать хӑйне…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑватӑ ҫын — самӑр кӗлеткеллӗ, тачка питлӗ Куччанов, шӑмшакӗ пиҫсех ҫитейменнипе пушшех хытанка курӑнакан Курносов, хура куҫне ниепле те тӗк тытайман Хуснутдинов, нимӗн пулман пек лӑпкӑ тӑракан сарӑ Иванов — тин кӑна хӑйсем хушшинче юлташ вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынна шӑтарас пек пӑхса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ванькка, пӑх-ха, пурне те тытнӑ-и? — ыйтрӗ вӑл Телегинран, пуҫӗпе вӑрӑ-хурахссм енне сулса.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ӗнтӗ каллех ӗҫлемелле, малалла пурӑнмалла.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демин чӗннипе, Крапивин та, Сӑпани ҫумӗнчен вӑйпа тӑрса, унта кӗчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытнӑ хурахсене, аллисене хыҫалалла ҫавӑрса ҫыхнӑскерсене, утарҫӑ пӳртне илсе килчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакнашкал самант кӑна юрӑхлӑ пулчӗ-ши вӗсемшӗн пӗр-пӗрне юратнине уҫса памашкӑн…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ах, этем ӑраскалӗ!

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин пырне тем капланса ҫитрӗ, куҫӗ тулса килчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Илемлӗ ҫын вилессе те илемлӗ вилчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ҫак сӑмахсене илтес тесе ку таранччен пӗтӗм вӑйне пухса чӑтрӗ тейӗн, ҫавӑнтах ҫырлахнӑн хаш! сывларӗ те куҫне хупрӗ, сывлама чарӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней