Корпус чувашского языка

Новые

Калас шухӑшӑмӑр вулаканшӑн уҫӑмлӑрах пултӑр тесе, маларах асӑннӑ тӗслӗхсенчен пӗрне (республикӑри больница) уйрӑммӑн сӑнаса пӑхар-ха.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Пирӗн шутпа, ҫакӑн йышши тӗслӗхсенче -ри, -ти, -чи пайлӑ, е вырӑн падеж формиллӗ сӑмахсемпе усӑ курни сӑмах майлашӑвӗсен компоненчӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвне пӑсать, ҫавна май ӑнлав та улшӑнать.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартар: республиканская больница — республикӑри больница, заводская столовая — заводри столовӑй, городская библиотека — хулари библиотека, ҫулталӑкри (сменӑри, кварталти) план т. ыт. те.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хаҫатҫӑсем чӑвашла изафет формипе калама кирлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем вырӑнне -ри, -ти, -чи пайлӑ япала ячӗпе тепӗр япала ячӗн майлашӑвӗпе усӑ курма пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

3. Хаҫат-журналта вырӑс чӗлхинчи ҫыхӑну паллӑ ячӗсене чӑвашла морфологи тӗлӗшӗнчен йӗркелес енӗпе тата тепӗр ҫитменлӗх пуррине палӑртса хӑвармалла.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Термин вырӑнне вӗсен кӗскетнӗ варианчӗсене йышӑнма пулать (перекетлӗх принципӗпе килӗшӳллӗ): наука тӗпчев институчӗ, техника професси училищи, хими технологи факультечӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Тӗрӗссипе, асӑннӑ терминсем наука тӗпчевӗсен институчӗ, техника профессийӗсен училищи, хими технологийӗн факультечӗ тенине пӗлтереҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Апла пулин те хаҫат-журналта ӗҫлекенсем кун йышши мӑшӑр определенисен компоненчӗсене пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнтараҫҫӗ: наукӑпа тӗпчев институчӗ, профессипе техника училищи, химипе технологи факультечӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кун йышши определенисен компоненчӗсем чӑвашла е пӗр пек форма йышӑнаҫҫӗ (акӑлчанла-вырӑсла словарь), е пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнаҫҫӗ (Венгрипе Совет Союзӗн туслӑхӗ); 2) пӗрремӗш е иккӗмӗш компоненчӗ япала ячӗпе иккӗмӗш е пӗрремӗш компоненчӗ урлӑ (тепӗр компоненчӗн определенийӗ пулса) ҫыхӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, пӗри тепринпе пӑхӑнуллӑ ҫыхӑнура тӑрать (тӗслӗхрен, научно-исследовательский институт, профессионально-техническое училище, химико-технологический факультет т. ыт. те), ҫавӑнпа та вӗсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтару союзӗпе ҫыхӑнтарни пӗртте тӗрӗс мар (научная и исследовательская, профессиональная и техническая, химическая и технологическая тени тӗрӗс пулмасть).

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Чи малтанах ҫакна каламалла: вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определенисене вӗсен компоненчӗсем хӑйсем палӑртакан япала ячӗсемпе мӗнле ҫыхӑнура тӑнине кура икӗ ушкӑна уйӑрма пулать: 1) пӗр пек ҫыхӑнура тӑракан компонентсемлӗ определенисем (тӗслӗхрен, англо-русский словарь, венгеро-советская дружба т. ыт. те).

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ку ыйтӑва хӑйӗн пӗр статйинче 1971 ҫултах хускатса, М. И. Скворцов тӗрӗс сӗнӳсем панӑччӗ, анчах пичетре ӗҫлекенсем вӗсене ӑша хывмарӗҫ курӑнать: хаҫат-журналта вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определениллӗ терминла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене паян кунччен те чӑвашла тӗрӗс йӗркелеме пӗлни курӑнмасть.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

2. Вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определениллӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене чӑвашла каласси те хаҫат-журналта, радиопа телевиденире ӗҫлекенсене т. ыт. те чылаях иккӗлентерет.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫавӑнпа та Ленин районӗ, Калинин районӗ, Мускав районӗ, Мускав кӗперӗ тенинче ним йӑнӑшни те ҫук, пачах урӑхла, ҫавӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чӑваш чӗлхин законӗсене шӑп та шай тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Маларах илсе кӑтартнӑ Ленин районӗ йышши ятсем урӑхла ҫав-ҫав паллӑ ҫын, хула т. ыт. ячӗпе хисепленекен район (урам, проспект, площадь т. ыт. те) текен пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Маларах каланӑ пек, чӑваш чӗлхипе ытти тӗрӗк чӗлхисенче изафетлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен (Ленин проспекчӗ — изафетлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ) компоненчӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗсем ҫав тери нумай енлӗ, вӗсем пӗр-пӗр япала камӑннине ҫеҫ мар, икӗ япала хушшинчи ытти чылай ҫыхӑнӑва та пӗлтереҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Анчах та чӑваш чӗлхин хӑйӗн законӗсем пур: вырӑс чӗлхи уншӑн пур чухне те тӗслӗх пулма пултараймасть.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Акӑ Шупашкар хулинчи чи пысӑк проспектсенчен пӗрне Ленин проспекчӗ (Ленински мар), чи пысӑк площаде Ленин площачӗ тесе ҫырасси-каласси хаҫатра ӗҫлекенсене пӗртте иккӗлентермест, мӗншӗн тесен вырӑсла проспект Ленина, площадь Ленина иккен.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Пӗрре шутласан, кун пек сӑлтавланине йышӑнма та пулать пек, анчах чӗлхере ҫак шухӑша хирӗҫлекен тӗслӗхсем пуррине те манмалла мар.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Мӗншӗн Ленински район, Калинински район теме кирлине вӗсем ҫапла сӑлтавлаҫҫӗ: асӑннӑ районсем уйрӑм ҫынсен мар, ҫавӑнпа Ленин районӗ, Калинин районӗ вырӑнне Ленински район, Калинински район темелле иккен.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Мӗншӗн кун пек калама-ҫырма кирлине хаҫатҫӑсем ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: Мускав районӗ тесен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ урӑх пӗлтерӗш йышӑнать, Мускав хулин районӗ тесе ӑнланма май парать имӗш, ҫавӑнпа та Московски район темелле мӗн.

Помоги переводом

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней