Корпус чувашского языка

Короткие

Аякра-аякра ҫӳренӗ чух пӗр-пӗр йывӑҫ патне пыратӑн-и — тӑван кил умӗнче каш кашлакан йӑмра куҫ умне тухса тӑрать-тӑратех; сан умра кӳлӗ ҫуталса выртать-и — ялти пӗве, мӗн пӗчӗкренпе шыва кӗрсе сывлӑхна ҫирӗплетнӗ пӗве, аса килет; юлташун амӑшне курса калаҫатӑн-и — тӑван аннӳ санпа пупленӗн туйӑнать; юлташ ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван аппасемпе пиччесене аса илтереҫҫӗ…

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑй-хал ӗҫӗпе ӑс-тӑн ӗҫне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатма пурлӑх енчен тивӗҫлӗ майсем туса хунипе, пурлӑхпа ӑс-тӑн пуянлӑхӗсем ытлӑн-ҫитлӗн хатӗрлессишӗн кӗрешнипе пӗрлех парти ӗҫ ҫыннисен коммунизмла ӑнланулӑхне ӳстерес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлет, коммунизм тӑвакансен нумай пӗлӳллӗ, пур енчен те ҫӳллӗ пусӑмра тӑракан кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлеме иксӗлми пысӑк вӑй хурать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Япала опора тӳремҫийӗ тӗлӗшпе тӗрлӗрен чалӑшса тӑрать, ҫав чалӑшса тӑнӑ вырӑнсенчен вӑл малтанхи положение тавӑрӑнать пулсан, ҫав чалӑшса тӑнӑ чухнехи положенисене сӑнанинчен эпир акӑ мӗн куратпӑр; ҫавӑн пек чалӑштарнӑ чухне кашнинчех япалан йывӑрӑш центрӗ япала равновесире тӑнӑ чухнехинчен ҫӳлерех хӑпарать, анчах та пулма пултараканчи ҫӳллӗ положенирен иртмест.

Помоги переводом

2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

ЧР строительствӑпа архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн заместителӗ — Чӑваш Республикин тӗп архитекторӗ Павел Корнилов ӗҫлӗ визитпа Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел округӗсенче пулса «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне тӑвасси» федераллӑ проекчӗ шайӗнче территорисене хӑтлӑлатас ӗҫ мӗнле пынипе паллашнӑ.

Помоги переводом

Территорисем хӑтлӑланаҫҫӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12469-territ ... -tl-lanacc

Тем каласан та, нимӗн те ҫухатмастчӗ леш, — ӗҫӗнче пултарать, бригадира ӑна строительсем хӑйсемех суйласа лартрӗҫ: мӗнле калас, катас тесен те унӑнне ним катаймӑн, тепри чап-хисепшӗн шӑлне ҫыртӑччӗ, Курмышова ку та пачах интереслентермест пулас, Вивалова, ав, ҫулла обком секретарӗ умӗнчех ҫунтарса илнӗ, Александр Васильевич ӑна ҫакӑншӑн халӗ те каҫарма пултараймасть.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрлӗ тӳре-шара, Бернадский йышши халӑха выльӑх вырӑнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тӗрмепе, катӑркӑпа халӑхӑн сехрине хӑпӑтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евӗрлӗ «ятлӑ» ҫынсем; тамӑкпа тата турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗ; укҫа енчӗкне турӑ вырӑнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Чичикин трибуна ҫинчен СССР Йывӑр машинӑсем тӑвакан министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумне ҫапла каланӑ: «Завода туса пӗтерӗпӗр-ха. Анчах коллектив тракторсем пухаймӗ. Цехсенче сивӗ — ӗҫлеймӗҫ. 2-мӗш ТЭЦ строительстви чӑхӑмлать. Пӗрремӗш трактор пухма тытӑничченех ӑшӑ памалла. СССР Энергетика министерствипе телефонпа халех калаҫӑр та канашлӑва представитель яма ыйтӑр».

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Вӑрмар округӗн тӑрӑхне ҫӗнӗ сывлӑш вӗрсе кӗртес, округра пурӑнакансене тата хӑнасене кунти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарас килчӗ. Мана хамӑн ӗҫ пысӑк киленӗҫ кӳрет, ҫынсене пирӗн тӑван тӑрӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене, интереслӗ вырӑнӗсене уҫса парас кӑмӑл пысӑк. Ӗмӗрсем хушшинче кунта пулса иртнӗ кӑсӑклӑ пулӑмсем, тӗрлӗ вырӑнсем ҫинчен эпӗ сахал мар пӗлетӗп», — тенӗ Татьяна.

Помоги переводом

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет // Альбина ЛУКИНА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028

Чӑнах та-ҫке, икӗ ҫын кашни пушӑ минута пӗрле ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармаҫҫӗ, вӗсен пытармалли те нимӗн те ҫук пулсан, ҫывӑрма выртнӑ чух ҫӗрлехи вӑхӑта вӑл сана унран уйӑрнӑшӑн кураймастӑн пулсан, ирхине, малта яра кун пулассине тата кунӗпех пӗрле пулма май пуррине туйнипе савӑнӑҫлӑн вӑранатӑн пулсан — ун ипе чух ним ҫинчен те ыйтмалли ҫук…

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ак ӗнтӗ ҫаксен пичӗ-куҫӗсенчен мухмӑр сӳрӗклӗхӗ, мӑранлӑхӗ самантрах пӑсланса, ситреленсе ҫухалчӗ, чӗлхисем сулчӑ ҫыхнӑ михӗ ҫакки пекех салтӑнса кайрӗҫ: иртнисенче тем пылаккисене аса илсе (вӗсем Ҫӗнӗ ҫула, хӑйсем чакӑлтаташле, «сысна лупашкинче» — темле ҫурт путвалӗнче, слесарьсен пӳлӗмӗнче, — кӗтсе илсе «салютланӑ» иккен), пуҫларӗҫ ихӗлтетме, чӑхлатма, лахлатма…

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Нумай та шухӑшламарӗ — указ чӗлхипе ҫак сӑмахсене ҫырса хучӗ: «Объявлением сообщников Емельяна Пугачева беспримерный подвиг и усердие перед Отечеством проявивший Биктемира сын, ныне новокрещенный Василий, даруется именем Айдаров Василий. Селение Акчура впредь именовать Айдарово. Отдать в вечное и бесспорное владение луга по реке Аниш и леса окрестноваго селения».

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев, волонтер центрӗсен ассоциацийӗн «Молоды душой» федераллӑ программин ертӳҫи Татьяна Сафронова, ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова, Канаш хула пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, РФ пенсионерсен союзӗн Чӑваш Енри регионаллӑ уйрӑмӗн правлени председателӗ Валентин Семяхин хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Вӑрмар округӗн тӑрӑхне ҫӗнӗ сывлӑш вӗрсе кӗртес, округра пурӑнакансене тата хӑнасене кунти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарас килчӗ. Мана хамӑн ӗҫ пысӑк киленӗҫ кӳрет, ҫынсене пирӗн тӑван тӑрӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене, интереслӗ вырӑнӗсене уҫса парас кӑмӑл пысӑк. Ӗмӗрсем хушшинче кунта пулса иртнӗ кӑсӑклӑ пулӑмсем, тӗрлӗ вырӑнсем ҫинчен эпӗ сахал мар пӗлетӗп», — тенӗ Татьяна.

Помоги переводом

Хӗрарӑмсен клубӗ ӗҫ тупма пулӑшать // Альбина ЛУКИНА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028

Унтан Кӗркури ҫине пӑхрӗ те: — Эх, Кӗркури, Кӗркури! Сана тӑван ывӑл пекех юратса, хӗрхенсе пӑхса ӳстертӗмӗр-ҫке, ҫак ӗҫе тӑвасса пӗлмерӗмӗр… Петӗрне лайӑх пӗлместӗп, тен, ӑна пула туса хутӑн-и вара!? Ах, тур-тур, пӗтертӗр, пӗтертӗр пире, — терӗ, ача пекех хӑйӗн куҫҫулӗпе хӑех чыхӑна-чыхӑна йӗрсе, хӑй ҫав хушӑрах чӗтрекен аллисемпе, пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗсемпе куҫҫульне шӑлчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Спортсменсене ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗн председателӗ Марат Айзатуллов, «Кӗтне» ФСК директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, турнир йӗркелӳҫи, Ринатӑн ашшӗ Фидаиль Рахимзянов тата ыттисем те саламланӑ, вӑйӑсенче ӑнӑҫу суннӑ.

Помоги переводом

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Калаҫу кунашкал ҫаврӑнасса кӗтмен Лукари пӑртаклӑха аптраса ӳкрӗ, ҫак арҫын хӑйӗнпе ҫывӑхланасшӑн пуль тенӗччӗ, ҫавӑнпа «кам хӗрарӑмпа ҫапла кабинетра чунне уҫса ларать — улахрах вырӑн ҫук мар вӗт» тесе ӳпкелешес патнех ҫитнӗччӗ; паллӑ ӗнтӗ, — начальник-ха тесе, ун кӑмӑлне ҫырлахтарас шухӑш тытманччӗ, пӗрех сан ҫине Акимов пек арҫын вӗри туйӑмпа пӑхни начарах марччӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Шансах тӑратӑп: пӗрлехи вӑйпа эпир Раҫҫейпе КНДР хушшинче пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ тата пӗр тан ҫыхӑнӑва аталантарма, пирӗн суверенитета ҫирӗплетме, суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене тарӑнлатма, гуманитари сферинчи контактсене аталантарма тата юлашкинчен икӗ патшалӑх гражданӗсен ырлӑхне ӳстерме пулӑшакан икӗ енлӗ хутшӑнӑва ӳстерме пултаратпӑр», — палӑртнӑ Президент.

Помоги переводом

Путин КНДРпа пӗрле ӗҫлени суверенитета ҫирӗплетесси ҫинчен пӗлтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3813033

Пӳрт умӗнчи мучипе тантӑш, лапсӑрӑлса ларакан йӑмрана сырнӑ кураксем, «эх, Ҫтаппан, Ҫтаппан! Ҫӑмарта вӗҫне ҫитнӗ пурнӑҫ пурнӑҫах мар пуль ҫа-ав… Хӑв айӑплӑ… Анчах ан та ӑшталан, Ҫтаппан, кая юлтӑн: ҫӑмартана паҫӑрах кинеми йӑкӑртса кайрӗ», — тенӗ пек, килхушшин вӗрлӗк хапхи еннелле кӑнтарӑннӑ шаннӑ-хӑрнӑ туратсем ҫинче хӑрах куҫӗсемпе мучие йӗкӗлтевлӗн сӑнаса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней