Корпус чувашского языка

Короткие

Паллах ӗнтӗ, вырӑсла-чӑвашла хутӑш каш-каш ни вӗҫкӗн персонажах калаҫтарма пулать, анчах та ҫакӑ писатель ҫӑмӑл ҫулпа утнине, повесть чӗлхине вырӑс сӑмахӗсемпе ҫӳпӗлесе кӑткӑслатнине пӗлтернӗ пулӗччӗ, ҫавӑнпа та А. Артемьев макаронизмсене чӑвашла сӑмахсемпе улӑштарать, ҫапла майпа тӑван чӗлхен тасалӑхне упраса хӑварма, халӑх хушшине литература нормисене сарма тӑрӑшать.

Помоги переводом

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫлатпӑр. Производствӑра кирлӗ пур пӳлӗмсене те пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрлеҫҫӗ: хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарса панӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Сергей Вячеславович.

Помоги переводом

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫапларах ҫырчӗҫ ӗнтӗ Петр Васильевич ҫинчен хаҫатсенче ҫав ҫулсенче, чӑннипе вара вӑл ун чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пекрех хӑтланнӑ: Карсаков вӑхӑтсӑртарах вилнӗ хыҫҫӑн «Сельхозтехникӑра» ӗҫлекенсем Петр Васильевич ҫине чалӑшрах пӑхма, пуршӑн-ҫукшӑнах чӑкӑлташма пуҫланӑ, ҫавна хӑйӗнчен маларах унӑн ҫывӑх юлташӗ — шкулта пӗр класра вӗреннӗ Ярабаев сиснӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ, сӑмахран, «Мӗн тумалла?» роман вулакансен ӗмӗчӗсене мӗн тери хытӑ хускатса хавхалантарни ҫинчен вырӑссен паллӑ марксисчӗ Г. В. Плеханов мӗнле сӑмахсем ҫырнӑ: «Ҫав чаплӑ романа кам пӗрре кӑна мар, темиҫе хут вуласа тухман-ши? унӑн шухӑшӗсем кама илӗртмен-ши, унӑн пархатарлӑ шухӑшӗсене пула камӑн чун-чӗри тасалса лайӑхланман-ши, кам юсанса, ҫирӗпленсе, хӑюлланса пыман-ши?

Помоги переводом

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Майӑн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи 44 ҫул Аркадий Павлович Айдак ертсе пынӑ «Ленинская искра» хуҫалӑхра халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫӗрулми лартма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ Николай Малов, Раҫҫей Геройӗ, авиаци генерал лейтенанчӗ Николай Гаврилов тата пурте пӗлекен телеертӳҫӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӗнеке презентацине Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Светлана Чернова, муниципалитет округӗн депутачӗсем Наталия Андреева, Василий Барышников, Пикшик территори пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Исаева, Еншик ҫыннисем, шкул ачисем, волонтерсем, ҫамрӑк патриотсем, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Ахальтен-и чӑвашла ҫыракансем, уйрӑмах писательсемпе журналистсем, ученӑйсемпе кӗнеке редакторӗсем, уйрӑм сӑмахсемпе синонимлӑ грамматика формисенчен, предложени конструкцийӗсенчен хӑшӗсене литература нормисем туса йӗркелесси пирки час-часах тавлашаҫҫӗ, ҫавна май хаҫат-журналта, кӗнекесенче, радиопа телевидени передачисенче норма вырӑнне тӗрлӗ формӑсем тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Редакторсенчен // Паллӑ мар. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 3–5 с.

Амӑшӗ йывӑра кӗрсе ӳкрӗ: хӗн куракан хӗрне вӑхӑтра эмеллес те килет, анчах ҫак «агитаторпа» пӗрле тула ан кӑлар — хӗрӗн кӑмӑлӗ пушшех хуҫӑлӗ, хайхи тӗлӗнтермӗш йӗкӗтпе пӗрле ҫӳресен тата, хӗрӗ ялан тенӗ пекех ҫуталнӑ сӑн-питпе кулса кӗрет: нимле эмел, укол кӳреймен чӗрӗлӗхпе ӗмӗт ҫиҫет пит-куҫӗнче, кӑмӑлӗ те лайӑх, калаҫать, юрлакалать, юри сӑлтав тупса тӗкӗр умне пыркалать.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Меньшевиксем, троцкистсем, буржуаллӑ националистсемпе ленинизмӑн ытти тӑшманӗсем рабочисемпе хресченсем культурӑ тӗлӗшӗнчен юлса пыни, пролетариат, хӑйӗн нумай вӗреннӗ кадрсем ҫук пирки, ҫӗнӗ культурӑ тума пултарайманни ҫинчен тем те пӗр сӳпӗлтетнӗ, анчах ленинла теори тата пирӗн ҫӗршыври культурӑллӑ революци туни ҫак киревсӗр «теорисене» тӗпӗ-йӗрӗпех аркатса тӑкрӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

6. Пирӗн Чӑваш облаҫӗнче ҫав налуксене хумалли ҫынӗсем (пур тӗсли валли те) пур, анчах революци вӑхӑтӗнче укҫа йӗркинче ӗҫлекен финанс учрежденисем ҫемҫелнӗ те халӗ те ҫирӗпленсе ҫитмен пирки налуксем питех лайӑх пуҫтарӑнмаҫҫӗ; акӑ, сӑмахран, тупӑш налукӗ, ку налукран сутуҫӑсем тупӑшӑҫсем мӗнле майпа та пулсан пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, тата ытти налуксене те ҫавӑн майлах тӳлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.

Тарӑхнипе янахӗ чӗтрекен пулнӑ Тарье каллех лавккана кӗрсе кайрӗ, чӳречесене ҫаклатнӑ ҫекӗлсене аяккалла сирсе хучӗ, алӑк сӑлӑпне кӑларса илсе стена ҫумне таянтарчӗ, унтан, ҫенӗкпе ҫаврӑнса урама тухрӗ те, сарлака крыльца ҫине улӑхса кайса, чӳрече хупписене уҫрӗ, шӑнкӑравламалли кантра вӗҫӗнче тыткӑчӗ ҫуккине курсан, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Чӑваш Ен Строительство министерстви РФ строительство министерствине тата территорисен аталанӑвӗн фондне республикӑри юхӑннӑ ҫуртсен пӗтӗмӗшле лаптӑкне пӗлтернӗ. Федераци шайӗнче бюджетран уйӑрмалли укҫа-тенкӗ виҫине шутласа палӑртӗҫ. Мускавран килекен пулӑшу калӑпӑшне пӗлнӗ хыҫҫӑн республикӑн адреслӑ программине ҫӗнӗрен йӗркелӗпӗр», — тесе пӗлтернӗ Михаил Коледа.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ йӗрке пулӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... 83%d0%bbe/

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чаплӑ церемонинче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Динар Загитович Гильмутдинов, Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ Артур Амурович Галеев, район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, Пишпӳлекри тӗп больницан тӗп медицина сестри Светлана Федоровна Хикматова хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/meditsina/2024-0 ... ch-3910688

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унта муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Юрий Митюков, пограничниксен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Геннадий Филиппов, «Морское братство» организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Евгений Орешкин, ГСВГ ветеранӗсен союзӗн ертӳҫи Николай Смирнов, ГСВГ ветеранӗ Петр Лапшин, ветеран-пограничниксем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Чикӗ хӳтӗлевҫисем – яланах малти ретре // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%87%d0%b ... %82%d1%80/

Сӑмах ӗнентерӳллӗрех пултӑр тесе, каланӑ шухӑша хаҫатран илнӗ тепӗр тӗслӗхпе ҫирӗплетесшӗн: Кӑткӑ тӗмисене упрас тата вӗсен хисепне ӳстерес тӗлӗшпе Карачура ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Шупашкарти опытлӑ вӑрман хуҫалӑхӗ ҫумӗнчи вӑрмана сиен кӳрекен хурт-кӑпшанкӑсемпе тата чир-чӗрсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен станци… йӗркеленипе 1967 ҫултанпа хӑшпӗр ӗҫсем туса ирттернӗ (КЯ, 5.V.78).

Помоги переводом

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Тӑшманӑн вӑйлӑ оборонине 1.200 километр тӑршшӗ ҫӗмӗрсе тӑкса, Совет Ҫарӗ Польшӑна пӗтӗмпех тата Чехословакин пысӑк пайне ирӗке кӑларчӗ, Будапешт хулине йышӑнса Германирен унӑн Европӑри юлашки союзникне — унчухнехи хортилле Венгрие уйӑрчӗ, Хӗвелтухӑҫ Пруссипе нимӗҫ Силезийӗн ҫуррине ытла хӑй аллине илсе хӑйне валли Бранденбургалла, Померанинелле, Берлин патнелле ҫул уҫрӗ.

Помоги переводом

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Сайт:

 

Статистика

...подробней