Короткие
Хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса халиччен курман-пулман кӗтессене, ҫӗнӗ ҫӗре хӑпса тухнӑ чӑвашсен авалхи хурлӑхӗпе тата пирӗн вӑхӑтри ӑш вӗҫнӗ йӗкӗтӗн сӑмаххисемпе ҫав кӗвве май вӗр-ҫӗнӗллелнӗскер вӑл — чуна пушшех те тӑвӑнчӑк кӗртсе — кумать, хӗвӗшет, пӗтӗрӗнет ирхи тӑнӑҫлӑхра, хут-купӑс хуҫин нимпе лӑплантарсан та лӑпланайми хуйхи-хыпӑнчӑкӗ пирки анлӑн та ҫилӗллӗн калать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Республикӑри паллӑ ҫыравҫӑ, 1967 ҫултанпа СССР Журналисчӗсен Канашӗн членӗнче тӑракан Анатолий Тимофеев хальхинче чӑвашсен Тутарстанри Сиктӗрмере иртнӗ черетлӗ уявне Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Иванович тата унӑн сумлӑран та сумлӑ ашшӗн, халӑх предприятийӗсен «Звениговский» агрохолдингӑн генеральнӑй директорӗ Иван Иванович Казанковсен ятарлӑ йыхравӗпе хутшӑнчӗ.
Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/
Зонӑра ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикинчи «Урожай» физкультурӑпа спорт обществи шӑматкун Елчӗкри физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексӑн спорт залӗнче ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хушшинче мини-футболла выляса кӑнтӑр зонӑра мала тухмалли йӗркеленӗ турнира Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Вӑрмар районӗсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Ак паян та вӑл, ҫӑмӑл ураллӑскер, тӑри кайӑк вӑраниччен тӑрса, ҫине йӑм-йӑм сирень чечексем ҫапнӑ сарӑ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӗпе, урине шурӑ чӑлхапа йӑлтӑр калуш тӑхӑнчӗ, хӗвел тухӑҫӗ хӗреличчен хӗрлӗ ҫырла тӗрриллӗ кӑвак тутӑр ҫыхрӗ, вӗлтӗрен кайӑкне шуйхатмасӑр ҫӑлран шыв ӑсса килчӗ, хура курак сас париччен лаҫра хуран ҫакса ячӗ те сиплӗ, хӑватлӑ курӑксенчен чей вӗретсе ӗҫрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Юрать-ха хирӗҫ хурӑнташӗсем, пускилӗсем, кукамӑшӗ ачасене хӑйсене тӑлӑх халлӗн туйма памарӗҫ: вӗсене пӑрахмарӗҫ, пултарнӑ таран, ӗҫпе те, татӑк ҫӑкӑрпа та пулӑшрӗҫ, куҫҫульленсех шеллерӗҫ, йӑпатрӗҫ, чун кӳттермӗш ҫын ҫиен Гитлере ылханса, чун-кӑмӑлпа ҫирӗпленме, пурнӑҫра малалла талпӑнма чӑтӑмлӑх сунчӗҫ, ҫак ачасене вутне панине шывне те парах, тесе Турӑран пулӑшу ыйтрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Эсир мана хӑвӑрӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи музей ҫинчен кӑларнӑ буклета ярса паман пулсан эпӗ Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пуррине пӗлмесӗрех юлаттӑмччӗ пуль», - ҫырнӑччӗ икӗ ҫул каялла ман ятпа янӑ ҫырӑвӗнче «Культура» телеканалра «Россия - любовь моя» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырӑсланнӑ француз журналисчӗ, Мускавра тахҫанах тӗпленнӗскер.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Экологи министерствин Туймазӑри территори ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли управленийӗн начальникӗ Азат Каримов акцие хутшӑнакансем хушшинче Октябрьскийри коммуналлӑ строительство колледжӗн студенчӗсем, Октябрьскийри нумай профильлӗ професси колледжӗн студенчӗсем, Ҫамрӑксен керменӗн ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех «кӗмӗл волонтерсем» тата волонтерсем пулни ҫинчен каласа панӑ.
Октябрьский хулинче Ик шывӗ хӗрринче 100 ытла волонтер "Раҫҫей шывӗ" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3786875
…Шӑлаварӗн хыҫалти вӗче кӗсйине каллех кӑльттӑн-кальттӑн тыткаламалӑх, вак-тӗвекшӗн те пулин тӑкакламалӑх укҫа кӳпчетнине кура Ула Тимӗр кӑнтӑр апачӗ столовӑйрах, туллин, чун мӗн кӗленине тивӗҫтерсех, ҫӑвар тултарсах, турӗ, унтан, халӑх татӑлма пӗлмесӗр капӑртатакан, ҫи-пуҫ тата апат-ҫимӗҫ лавккисене кӗркелесе, амаҫури амӑшӗпе аппӑшӗ валли парнесем, кучченеҫсем туянчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
2024-2026 ҫулсенче граждансене медицина пулӑшӑвӗпе тӳлевсӗ-рех тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ача ҫуратмалли ӳсӗмри ҫынсене диспансеризаци ирттернӗ чухне ача тӗвӗленесси ҫине япӑх витӗм кӳрекен, йывӑр ҫын пулнӑ, ача ҫуратнӑ тата ун хыҫҫӑнхи тапхӑрсенче аталанма пултаракан чир-чӗре тата ытти факторсене тупса палӑртасси ҫине пысӑк пусӑм тӑваҫҫӗ те.
Ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхӗ пӗлтерӗшлӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashen-sy ... eshle.html
Акимов юриех хуллен калаҫма тӑрӑшрӗ, хӑвна тытма, лӑпкӑн курӑнма ҫӑмӑл мар, ӑна ура тапсах кӑшкӑрса тӑкас килчӗ, ӑна «кунта кирлӗ мар эс!» тесе хуса ярас килчӗ, анчах та кун пек чухне лӑпкӑн, хуллен кӑна калаҫни питӗ вырӑнлӑ, эсӗ мӗн чухлӗ лӑпкӑрах — сан умра лараканни ҫавӑн чухлӗ ытларах тарӑхать, юлашкинчен хӑй мӗн тунине е мӗн каланине хӑй те ӑнланайми, хак парайми пулать.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ял халӑхӗпе пӗрле ҫак савӑнӑҫа пайлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, унӑн заместителӗсем: В.Александров, Н.Иванова, Н.Николаев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин, унӑн пирӗн районти пулӑшуҫи Ю.Иванов, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн А.Аксаковӑн пулӑшуҫи А.Викторов, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн президенчӗ И.Аверьянов хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
Контр-, контра- (латинла контра против, на(су)против, вопреки, наперекор») — хутлӑ сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ, иккӗмӗш пайне хирӗҫлет: контрпропаганда (чӑв. пропагандӑна хирӗҫ пропаганда); контрразведка (чӑв. контрразведка е разведкӑна хирӗҫ разведка); контратака (чӑв. контратака е атакӑна хирӗҫ атака); контрреволюционер (чӑв. контрреволюционер е революцие хирӗҫ тӑракан) т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, ТР Министрсен Кабинечӗн «Тутарстанӑн санитарипе экологин лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли мероприятисем ҫинчен» 429-мӗш номерлӗ постановленине Хусан Ӗҫтӑвкомӗ мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен Хусан хула мэрӗ Ильсур Метшин анлӑ доклад тунӑ май, миллион ытла ҫын пурӑнакан хуласене тирпей-илем кӗртесси пӗр кунра татса памалли ыйту маррине палӑртсах каларӗ.
Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анне вӑл – мана, пиччепе шӑллӑмсене, йӑмӑкӑма чун панӑ, ӗмӗрне тӑван тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле ҫӗр-ҫӗр ачана ӑс парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларас ӗҫе халалланӑ, 42 ҫул ытла шкулта вӑй хунӑ манӑҫми Мария Гавриловна Степанова, манӑн кукамай – шкула пӗр ҫул ҫӳремесӗрех паянхи чылай наука кандидачӗпе профессортан ӑслӑрах Анастасия Гавриловна Гаврилова, кӳршӗри Хевронь инке…
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Вероника Долматова баянпа (вӑл кӳршӗ хӗрӗ пулнӑ, унӑн асламӑшӗ Пелагия Николаевна та Мӑкӑр ялӗнчен Чулкӑмакана качча пынӑ), Вероника Иванова хут купӑспа («Туслӑх ушкӑн ертӳҫи), Валентина Федорова чӑваш юрри-кӗввине кил хуҫин мӑшӑр куҫӗсенче ҫутӑ ҫӑлтӑр шевли выличчен шӑрантарчӗҫ. Мария Ефимовӑпа хӑнасем хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмӑн иксӗлми хумӗсем ҫинче «ярӑнчӗҫ».
Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/
Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Патшалӑхӑн тата патшалӑхӑн мар массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерӗшлӗ те ҫивӗч темӑсемпе – сывӑ пурнӑҫ йӗркине, толерантлӑ ӑс-тӑна, ҫемье, амӑшлӑхпа ачалӑх пахалӑхӗсене йӗркелессипе, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен пултарулӑхне тата нацисен хутшӑнӑвне аталантарассипе, патриотлӑх, чунлӑх тата кӑмӑл-сипет пропагандипе – ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457


