Короткие
«Ял халӑхӗпе пая кӗрсе хӑш-пӗр тирпей-илем ӗҫӗсене пурнӑҫланине пӗлсен Мускавра пурӑнакан Е. Михайлова, В. Волкова ҫийӗнчех пиншер тенкӗ укҫа куҫарса пачӗҫ. Хӗрӗме каланине кинӗм илттӗр тенӗ евӗр, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе ыттисем те усӑ курсан, Треньел тата ытларах юратнӑ ен пулмалла. Пӗрле тунӑ ӗҫ пурпӗрех сумлӑ та, хисеплӗ те»,- пӗр савӑнса, пӗр пӑшӑрхаса калаҫрӗ вӑл.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Федераллӑ пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче участниксене тӑхӑр тӗрлӗ номинацире хак парса техника, пултарулӑх, ҫут ҫанталӑкпа ӑслӑлӑх, туризмпа таврапӗлӳ, физкультурӑпа спорт, социаллӑ тата гуманитари пӗлӗвӗсем паракан педагогсене, ҫавӑн пекех сывлӑхӗ енчен ҫитменлӗхсем пуррипе тулли пурнӑҫпа пурӑнайман тата сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртӗҫ.
Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283
Сӑмахран, унта алкалоид вырӑнне — алколоид, бурозем вырӑнне — бурезем, рыхлитель вырӑнне — взрыхлитель, выжлец вырӑнне — выжец, теребление вырӑнне — вытеребление, вяхирь вырӑнне — выхир, свясло вырӑнне — вясло, гваюла вырӑнне — гвойюла, дромадер вырӑнне — драмодер, листоблошки вырӑнне — листобложки, трифоль вырӑнне — трефоль, тимьян вырӑнне — тимоян т. ыт. те.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Украина компартийӗн пӗрремӗш секретарӗ, вӑлах ВКП(б) Тӗп комитечӗн Политбюровӗн членӗ тата Сталинӑн ҫывӑх ҫынни Никита Сергеевич Хрущев ҫак ыйтӑва татса пама «паха» сӗнӳ панӑ: «Колхозниксен пухӑвӗсене ялти тӳрлетме пултарайман тата уйрӑмах хӑрушӑ преступниксене тата харам пырла элементсене Украина территорийӗнчен кӑларса яма ирӗк паракан саккун йышӑнмалла»!
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur
Кунта РФ Оборона Министерствин представителӗсем, ӗҫе пурнӑҫлакан влаҫӑн регионсенчи органӗсем, Чӑваш Енрен вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ С.Кудряшов, Муркашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫумӗнчи «Родина» ятлӑ ҫарпа патриот клуб руководителӗ В.Львов, Шупашкарти 37-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ҫумӗнчи музей руководителӗ В.Яковлев хутшӑннӑ.
Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«БишБалык-2024» гастрономи фестивалӗн тути классик» номинацисенче дипломсемпе наградӑланӑ — Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлекри филиалне, «Пишпӳлекри экзотика тути» — ИП Михайлова Татьяна Николаевна, «Авторла уха» — «Пишпӳлек фермерӗ» СПОК, «Чи пысӑк уха» — ИП Тиманкин Роман Владимирович, «Чи ҫутӑ тутӑ» — ИП Макеева Елена Валентиновна.
Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954
- Отпуска килсен Стаспа калаҫнӑ май ывӑннипе кӑсӑклантӑм та, вӑл: «Ҫӑмӑлах мар, апла пулин те ҫӗнтеретпӗрех эпир. Унтан таврӑнсан кӑштах канса илӗп те пурнӑҫ тума тӑрӑшӑп. Хваттер илмелле, ҫемье ҫавӑрмалла. Хам профессипех ӗҫе вырнаҫма, Ефимовсен педагогика династине малалла тӑсма шутлатӑп», - тенӗччӗ, - ывӑлӗн пурнӑҫланман ӗмӗт-тӗллевне пӗлтерет Елена Михайловна.
Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html
Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.
Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c
Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
2025 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлесси 10 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче 10,7 процентран ытла ӳсмест, 11 муниципаллӑ йӗркеленӳре вара коммуналлӑ услугӑсен уйрӑм енӗсем, тӗпрен илсен, ӑшӑ энергийӗн тарифӗсем, тӗлӗшпе экономика енчен никӗсленӗ тарифсем йӗркеленипе чи пысӑк индекссем 10,8 процентран пуҫласа 15,4 процент таран ҫирӗплетнӗ.
Ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Галина ЕГОРОВА, Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -pltershl/
Альберт Иванов (аш-какай комбиначӗ) «Чи лайӑх тракторист», Александр Николаев (Карл Маркс ячӗллӗ) «Чи лайӑх водитель», Леонид Спиридонов («Мураты») «Чи лайӑх комбайнер», Ольга Григорьева (Карл Маркс ячӗллӗ) «Чи лайӑх доярка», Мария Захарова (аш-какай комбиначӗ) «Чи лайӑх свинарка», Надежда Сергеева («Янгорчино») «Чи лайӑх техник-осеменатор» номинацисенче ҫӗнтерчӗҫ.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
«Шӗнерпуҫ, Хуракасси, Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи вулавӑш тата Культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем чӑваш культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ӑстакасси вулавӑш ертӳҫи И.Великанова тӗрлӗ енлӗ йӗркелет ҫак ӗҫе. Халӑхран тухакан йӑла-йӗркесене упраса, юрӑ-кӗвӗсене тӗпчесе анлӑ сарас тӗлӗшпе ӑстакассисем хастар тӑрӑшаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.
Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr
Пысӑках мар статьяра ҫак произведени чӗлхине пур енчен те тарӑннӑн пӑхса тухма май ҫуккине шута илсе, эпир хамӑр тӗллеве чылаях ансӑрлатрӑмӑр: асӑннӑ повеҫӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӑларӑмӗсене чӗлхе тӗлӗшӗнчен танлаштарса пӑхма, ҫапла майпа вулакансене писатель епле ӗҫленине, чӗлхе мелӗсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле принципсене тӗпе хунине кӑтартса пама шутларӑмӑр.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Ҫилпе, вӑхӑт ҫитнипе тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫине пӑхсан: эпир йывӑҫӑмӑр ҫинче ирӗклӗн ӳсеттӗмӗр, вӑштӑр ҫил вӗрсен, пӗр-пӗринпе хамӑр чӗлхепе шӑппӑн калаҫаттӑмӑр, сывлӑша пӗр ӳркенмесӗр тасатма тӑрӑшаттӑмӑр, ҫу каҫа пархатар кӑтартса ӳстернӗ йывӑҫран аякка каяс килмерӗ пирӗн, еплерех эпир халӗ илемлӗ, сарӑ, хӑмӑр, хӗрхӗлтӗм курӑнса выртатпӑр, тесе калас пекех туйӑнать.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫапла вӑл, хашка-хашка, пашка-пашка, малаллах кӑштӑртатрӗ, сӗтӗрӗнчӗ, вӑл-ку ыратни ура тӗпне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк пек хӑпӑнса юлсан куҫӑм хӑвӑртлӑхне те ӳстерчӗ, анчах темле сыхланса пырсан та питрен-куҫран пиҫӗ турат таврашӗ шӑртти-шартти тутарса ямасӑр, алли-урине хуҫӑк турат тӗпӗсемпе е кӑнтарса тӑракан хыткан йывӑҫ тымарӗсемпе тирӗнтермесӗр-тӑрӑнтармасӑр пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Атте кулкаласа: — Толя, ан тӗлӗнтер-ха. Мӗнле пӑрахутсем ҫӳреччӗр унта? Ҫеҫен хирти юханшывсем. Вӗсем пирӗн Пӑла пекскерсем пуль. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫулла, паллах, вӗсем типсех каяҫҫӗ. Вӗсен урлӑ ҫарран каҫса ҫӳреме пулать. Урала юхса кӗреҫҫӗ пулмалла ҫав шывсем. Уралӗ хӑй те пит ӑшӑх юханшыв вӗт. Пӗве пур-тӑр-ха, Толя, шыва кӗме. Аптрамӑн. Шывӗ таса пулмалла унта, — терӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнчи Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш ачи чӑвашах» республика шайӗнчи 7-мӗш фестиваль иртрӗ.
Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr
Ҫавра сӗтел ӗҫне ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Ильдус Насыров, ТР экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин министрӗн ҫумӗ Рустем Камалов, ҫак ведомствӑн ҫӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрӑм специалисчӗ Рустем Богданов, ТР ял хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерствин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Дружинин, пӗтӗмпе 12 ҫын хутшӑнчӗҫ.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.


