Короткие
- Малтанхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, политика партийӗсем ҫакӑн чухлӗ сасӑ пухнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» - 69,11%, РФ Коммунистсен партийӗ (КПРФ) – 11,65%, Раҫҫейри либерал демократсен патрийӗ (ЛДПР) – 7,74, «Тӗрӗслӗхшӗн тӑракан Раҫҫей – Тӗрӗслӗхшӗн» парти – 7,31%, «Ҫӗнӗ сынсем» парти – 3,4%.
Пӗрлехи сасӑлава республикӑри 52,48% суйлавҫӑ хутшӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/suylav/2023-09-1 ... nn-3430926
Наҫтаҫ пирки апла-капла перкелешме чарас Иваҫа; хӑй ҫинчен кунта темтепӗр калаҫтарас тесе ҫыру ҫырмасть хӗр йӗкӗт патне, — чирлекелекен амӑшӗшӗн Гаврил ан кулянтӑр та лайӑхрах ӗҫлеме хавхалантӑр тесе кӑна ҫырать, кунти ӗҫпуҫпа, пурнӑҫпа та чӑнласах интересленет.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Республикӑри миграци ҫухатӑвӗн тӗп сӑлтавӗ граждансем Раҫҫейӗн ытти регионне куҫнипе ҫыхӑннӑ /3800 ҫын/, унӑн пӗр пайне НППП ҫӗршывӗсенчен /1171 ҫын/ - тӗпрен илсен, Украинӑран /697, 2011 ҫулта - 150/,Таджикистанран /149/, Молдовӑран /99/ куҫса килнисемпе компенсацилеме пултарнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Раҫҫей соцфончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн клиент службисен ӗҫне йӗркелекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Оксана Тутова ҫар хӗсметне мобилизацилизаци йӗркипе кайнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан арҫынсен прависене призывпа кайнисеннипе танлаштарнине аса илтернӗ.
Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/
Ҫӗнӗ 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗ умӗн, августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 15-мӗшӗччен, Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗнче «Вӗренме кайма пулӑш» акци иртет.
«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/
Акӑ ӗнтӗ мӑнастирӗн кил-картине Пухса тухрӗҫ пуҫлӑхсемпе пупсене: Тӗпчет пӗрле Еркинейпе Емелен Пӑхӑнманне айӑплама йӗркерен: Виҫӗ пуппа икӗ салтак пуҫлӑхне Харсӑрлӑхшӑн ҫакас, терӗҫ, хапхаран, Вуник пуппа виҫӗ капрал шӑмшакне Хурӑн хулпа хӗртес, терӗҫ, ҫурӑмран.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Алла Салаевӑпа Анатолий Аксаков тӑрӑшнипе «Профессионалитет» федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн вӗренӳ мастерскойӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, регионӑн экономикине аталантарма кирлӗ ҫӗнӗ кластерсем уҫаҫҫӗ.
Техникумсенче пӗлӳ илесшӗн // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/18/%d1%82%d0 ... 88e%d0%bd/
Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
ЧР пиллӗкмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн Председательне Юрий Попова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа, унӑн заместительне — Комитет председательне Николай Малова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑларӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
«Раҫҫейри ӗҫ» управляющи центрӗн директорӗ Виктор Ковалев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче мобильлӗ офиссем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_44 (11031) // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12573-khal-k ... t-44-11031
Чӑвашра рабочи класс аталанайман, вырӑнти условисене шута илмелле, наци туйӑмне хисеплес пулать текен шухӑшсемпе чеен витӗнсе, Алюнов тин ҫеҫ политика юхӑмне хутшӑнма пуҫланӑ ҫынсене, пуху ытларахӑшне хӑй майлӑ ҫавӑрать, эсерсене юрӑхлӑ резолюцисем йышӑнтарать.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Хыҫҫӑнах пуҫне шывран ялт! кӑларчӗ, куҫне хупланӑ ҫӳҫне вӑшт! сылтӑмалла ывӑтса ячӗ, вара пӗтӗм мехелӗпе шӑнӑрлӑ, тимӗрлетнӗ аллисемпе сулмаклӑн чашт-чашт-чашт-чашт авӑскаласа брасс мелӗпе ишсе, урисемпе шывран «тачка вӗрен» явкаласа талпӑнчӗ вӑл инкеклӗ тӗлелле.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Хӑйсен асамӑҫ-пуҫҫавӑрмӑш ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса тухнине сиссе, хӗрарӑмсем, «тимӗр чӗрнеленсе», самантрах шалтан азартлӑн хыпса илчӗҫ, чӑпӑл-чапӑл сапӑнса, ал лапписене хӗпӗртӳллӗн сӑтӑркаларӗҫ, куҫӗсенче кашкӑр-кашаманӑн хаяр савӑнӑҫӗ ташлама-сикме пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эрне иртнӗ-и ҫак суд хыҫҫӑн, кӑшт ытларах-и, ӑна тӗп-тӗрӗсех калама пултараймастӑп, анчах пӗр ирхине Унтрей хӑйӗн алӑкӗ умӗнчи почта ещӗкӗнчен ҫӗнӗ хаҫатсем кӑларса илет те… тӗлӗнсе хыт-сах каять: хаҫатсемпе пӗрле ещӗкрен унӑн хуняма карчӑкӗн портречӗ туха парать.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Мамич-Бердей те, Тукай евӗрлех, час вӗриленсе каять; ҫилли усал унӑн, тарӑхнӑ вӑхӑтра мӑрса ҫынна тем туса пӑрахма та пултарать; Тукай евӗрлех вӑл екки янӑ чух хӑйӗн тарҫипе те калаҫать, шӳт тӑвать; ҫавӑнтах леш кӑшт вырӑнсӑр сӑмах каласассӑн ӑна хӗнесе тӑкма хатӗр.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Мероприятие хавхаланса хутшӑнтӑмӑр. Маншӑн пысӑк чыс та пулчӗ ҫакӑ. Йывӑҫ лартни вӑл пурнӑҫ тӑсӑмӗн палли евӗрех. Кашни хунав тымар ярса пациентсемпе медицина ӗҫченӗсене савӑнӑҫ кӳрессе шансах тӑрас килет»,- хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ Алексей Муллин ҫамрӑк педиатр.
Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana
Ҫавӑнпа хваттер пирки унта-кунта ҫитесси, прораб будкинчен тухсанах стройка кантурне каясси ун пуҫӗнче те пулмарӗ; паллӑ ӗнтӗ, кантура кайса калаҫнӑ пулсанах, ырӑ шанӑҫпа таврӑнатчӗ вӑл, мӗншӗн тесен ун хутне кӗрекенсем тупӑнатчӗҫех, май та ҫук хутне кӗмесӗр тӑма.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html


