Короткие
Раҫҫей культура министрне Ольга Любимована Раҫҫей Банкӗ паллӑ тутар просветителӗ Каюм Насыри ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа тимӗр укҫа кӑларнине асилтерсе Раҫҫей регионӗсен культуришӗн пӗлтерӗшлӗ ҫавра тата юбилейлӑ датӑсене палӑртмашкӑн тӗрев ыйтрӗ.
Культура министерствин коллегине хӑнасем Раҫҫейӗн 81 регионӗнчен килсе ҫитнӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ku ... kilse-citn
Пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑхӑтсӑр пӗтнӗ: Гавриил Алюнов — Хусан тӗрминче, Мӗтри Юман — Бурея станцийӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши — Украинӑра, Николай Шупуҫынни, Михаил Тинехпи, Аркадий Золотов — Ҫӗпӗрти ҫӗрсенче, Гурий Комиссаров (Вантер) — Вяткӑра, Кузьма Элле — Белоруссире…
Алексей Милли ҫыравҫӑ, кӗрешӳҫӗ // Виталий Станьял. В. П. Станьял. Алексей Милли шӑпи: Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ. «Кӗрешӳ паттӑрӗсем» ярӑм. Чӑваш халӑх академийӗн кӑларӑмӗ. Шупашкар: «Новое время», 2004. — 24 с. — 3–14 с.
Сарлака та ҫӳллӗ корпуссене, ир-ирех ӗҫе пикеннӗ крансем пысӑк тимӗр-бетон плитисене тӳлеккӗн йӑтса илсе хӑпартнисене, хӑватлӑ самосвалсем кӗрлесе иртсе ҫӳренисене, таҫта ҫӳлте монтажниксем йӑлт-ялт ҫиҫӗм ҫиҫтерсе ӗҫленисене ытарайми пӑхса, хуллен утрӗҫ вӗсем.
Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.
РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Строительство валли кирлӗ ҫӗр лаптӑкне Трактор тӑвакансен проспектӗнче уйӑрнӑ, станци самай пысӑк вырӑн йышӑнӗ, вӑл талӑкра 2,9 пине яхӑн кубла метр юра ирӗлтерӗ, ӑна ҫитес ҫулхи октябрь вӗҫӗччен ӗҫе кӗртме палӑртнӑ, 2026—2027 ҫулсенче тулли хӑватпа ӗҫлесе каймалла.
РЕСПУБЛИКӐРА, ОКРУГРА // Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... a-okrugra/
Унӑн пуҫӗнче хӑй киноактёрсен институтӗнче пӗр ҫулталӑк мӗнле вӗренни ҫаврӑнса тухрӗ, час-часах унта пусӑрӑнчӑклӑн ҫӳренисем, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вырӑн ҫинче шухӑша кайса выртнисем, занятисене те чылай чух хатӗрленсе пыманнисем аса килчӗҫ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Владимир Николаевич ПЕТРОВ, Елчӗк муниципалитет округ администрацийӗн территорисене аталантарассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫлекен управленин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ;
Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/
Ҫавӑн пекех вӗсем шыравҫӑсем тупнӑ экспонатсене мӗнле реставрацилемелли, шырав вӑхӑтӗнче документсемпе мӗнле ӗҫлемелли, ҫапӑҫура пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памалли ҫинчен пӗлнӗ, лазертаг вӑййи вылянӑ, «Свеча памяти» акцие тата ытти интереслӗ мероприятие хутшӑннӑ.
Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Ваттисен йӑлисене пӑсса авланнӑран тата вӑрҫа тухса кайнӑ май ҫамрӑк арӑма кунта туйсӑр-мӗнсӗрех пӑрахса хӑварнӑран Ахтупай Эрнепие килтех тӗл пулассине шанман та, ӑна Урасмет каялла илсе кайнӑ-и е вӑл упӑшкине кӗтсе илеймесӗр хӑй уйрӑлса тухнӑ тесе тӗшмӗртнӗ.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Наукӑпа техникӑри, производствӑри е обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ ӑнлавсене ят пама тивӗҫлӗ форма (сӑмах е сӑмах майлашӑвӗ) суйласа илсе чӗлхере ҫирӗплетесси, ҫавна системӑллӑн, пӗр йӗркеле туса пырасси — терминологи ӗҫӗн питех те кирлӗ пуҫламӑш тапхӑрӗ.
Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.
Анлӑ ларура ҫавӑн пекех Патӑрьелӗнче Ҫӗнӗ ҫула организаци-предприяти коллективӗсем, уйрӑм предпринимательсем, магазинсен хуҫисем тата ыттисем те уяв сӗмне пуянлатас тӗллевпе мӗнле хатӗрленнипе Патӑрьел территори пайӗн начальникӗ Николай Андреев паллаштарчӗ.
Аталану ҫулӗпе - ҫирӗп утӑмпа // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52165-atal ... p-ut-mpa-4
Муркашсем ҫапла тума тӑрӑшаҫҫӗ те. Сӑмахран, «2010 ҫулхи инвестици тӗлӗшӗнчен чи лайӑх проект» республика конкурсне хутшӑнса «Муниципалитетӑн чи лайӑх прокчӗ» номинацире «Муркаш районӗнче ял туризмӗн инфратытӑмне аталантарасси» проектпа пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗнтен кашниех Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ҫирӗппӗн шанать, мӗншӗн тесен ҫав шанӑҫ пирӗн хамӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене тӗпе хурса, мӑн асаттесене сума суса пурӑнас килни, пуласлӑха хамӑр тӗллевсемпе килӗшӳллӗн йӗркелени ҫинче никӗсленсе тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
Пурне те хумхантаракан ҫивӗч ыйтусене ҫутатма тата сӳтсе явма майсем туса парса влаҫпа граждансем хушшинчи хутшӑнусене йӗркелес, демократие аталантарас тата гражданла обществӑн институчӗсене ҫирӗплетес тӗлӗшпе тӑвакан сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.
Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! // Олег Николаев,. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -syhlanar/
Кӗҫӗн Чементи Василийпе Мария Моисеевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Миназимпа Рушания Салаховсем, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи Леонтийпе Анисия Александровсем, Шӑнкӑртамри Реиспа Гельшат Сыраевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Рифкатпа Равза Козловсем ҫак уйӑхра изумруд туйне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra
Фельдшер кӗтесри «тӗклӗ» лӗкӗ пуснӑ пуставран ватка татӑкӗ, марганцовка, спирт тата йод флаконӗсем илчӗ, ваткине йодпа сӑхтарчӗ те унпа пациент ӳчӗ ҫинчи юнӑхса тӑракан касӑк сурансене, хӗрхӗлтӗм шӑйӑрӑлчӑксене, кӑвакарнӑ тӗлсене тӗкӗнкелесе-сӑтӑркаласа тухрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вӗсенчен хӑшпӗрисем пирки А. Е. Горшков ҫапла ҫырать: «Тӑван чӗлхемӗре тахҫанах кӗрсе ҫирӗпленнӗ вырӑс сӑмахӗсем вырӑнне пуҫран шутласа кӑларнӑ «ҫӗнӗ» сӑмахсем курӑнкала пуҫларӗҫ, тӗслӗхрен, хӑйвӗҫевҫӗ (самолет), ҫыравҫӑ (писатель), хайлав (произведени) т. ыт. те…
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
«Инвестици ӳсӗмлӗхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейи ТОП-10 регионсен йышӗнче. Инвестици хывассипе ытларах пысӑк предприятисенче пулни сисӗнет», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Столярова.
Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to
Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирӗн ял илемӗ, чысӗ, — терӗ пире вӗсем патне ҫул кӑтартса янӑ май ялти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Марина Васильева, Янӑша Патӑрьел районӗнчен качча килнӗскер. — Пирӗн туйра хӑйматлӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнӑччӗ вӗсем.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№


