Короткие
Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илсе Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче шкул директорӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, 17 вӗренекен тата 22 ашшӗ-амӑшӗ акцие хутшӑнса хӑйсем чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.
Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html
Кун пирки Григориу шухӑшласа илме ӗлкӗрнӗ пулас, Петриков сӑмахӗсем уншӑн шухӑш пӗвине татса яракан вӑй пулчӗҫ ахӑр: вӑл аслӑ прораба итлесе пӗтермесӗрех сиксе тӑчӗ те, хуп-хура куҫ шӑрҫисен сивӗ ҫутине ун еннелле те, ман ҫине те ывӑта-ывӑта, хӗрӳллӗн калаҫса кайрӗ:
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Глафирӑна ытараймасӑр чун-чӗре туйӑмне ирӗке ярсан ӗмӗр чӗрене ыраттаракан асаплӑ пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарӗ, ҫавна май ҫак хӗртен пӑрӑнарах ҫӳретӗп, документлӑ повесть ҫинчен кӑна шухӑшлама тӑрӑшатӑп — шуҫӑмран пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче ларатӑп.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ Республикине кайса килчӗҫ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
«Юлашки вунӑ ҫул хушшинче, — тет вӑл, — Хусан тутарӗсен чӗлхинче ҫӗнӗрен грамматика терминӗсенчен нумайӑшӗ урӑх чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсенчен малта тӑраҫҫӗ, вӗсем чӗлхен пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпатне пӑсмасӑр, унпа килӗшӳллӗн тымарланса, ку е вӑл ӑнлава палӑртса тӑраҫҫӗ.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Кӑҫал — Чӑваш Енри экологи культурипе ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ тапхӑрта та пархатарлӑ ӗҫпе хавхаланнӑ Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем хӑйсем пурӑнакан тӑрӑха май килнӗ таран тата ытларах хӑтлӑлатма, тирпей-илем кӗртме шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӑтмах уҫланки // Светлана БАРИНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %ba%d0%b8/
Ула Тимӗр сулахай ал тӳрчӗ тӑрӑх йӑпӑртатакан ҫӗрурана (кун та ыйхи вӗҫнӗ-ши?) силлесе вӑнк аяккалла ывӑтса ячӗ, вара кӑвайт вучӗ «шӑл витеймен», мӑкӑрланакан ҫунӑксене, вутпуҫҫисене, кӑвар сӗлкӗшне турчӑкалатнӑ алли-урипе пӗр ҫӗре пуҫтарса, урипе таптаса сӳнтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапах пӗтӗмӗшле калаҫу сисчӗвлентерет пулин те ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин заместителӗ — Тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин республика территорийӗнчи наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пӗтӗмлетсе тунӑ докладри темиҫе самант кӑмӑллӑ пулчӗ.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Дружба» колхоза ертсе пынӑ Мария Смирнова районта ҫулла ҫумкурӑк хуплакан уй миҫе га пулнине, кивӗ тата ишӗлес патне ҫитнӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программа хӑҫанччен тӑсӑлнине пӗлесшӗн пулчӗ, Ҫӗрпӳре хӑпартакан шкул ҫуртӗнче бассейн тума ыйтрӗ.
Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.
— Паян районпа республика территорийӗнче кирек хӑш халӑх пурӑнакан вырӑн та ӑнӑҫлӑ пуласси пирӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне власть тытӑмӗн активлӑ ӗҫӗсенчен нумай килет, — тет Дема ял совечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлович Ходак.
Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... pl-3877828
Океансем тӑрӑх инҫетри вырӑнсене ҫӳрени ҫакӑн пек экономикӑлла кирлӗлӗх туса хунӑ: вӑл тинӗс карапӗсен шӑнӑҫтарӑмне (емкостьне) ӳстерме тата вӗсене шывра лайӑхрах тытӑнса тӑмалла тума хушнӑ. урӑхла каласан, ҫынсем умне паллӑ механикӑлла задачӑсем кӑларса лартнӑ.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
— «Вӑт, куршанак, вӑт, пӑшатан куҫ, вӑт, сӑмала. Ма ҫийӗнчех касса татмарӑм кӑна. Сак ҫинче сӗркеленмесӗрех патлаттармаллаччӗ те ҫав хам ҫулӑмпа килелле. Лар ӗнтӗ халь талпа ҫакланнӑ куянла», — текелесе ӑшӗнче, чӗлхи вӗҫне нимех те латти-лӑттине килтереймерӗ йӗкӗт.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Орлята России» — пӗтӗм Раҫҫейри хастар граждансене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен пуҫламӑш шкул валли проект, вӑл миллионшар ачасене, учительсене, ашшӗ-амӑшсене пӗрлештерет тата Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Движение Первых» юхӑмӗн пӗрремӗш пусӑмӗ пулса тӑрать.
Раҫҫей Орленокне кӗртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... tn-4065047
Ҫакӑн пекех Ҫӗр хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра талӑк хушшинче ҫавӑрӑннӑ чухне ҫӗр ҫинчи пур точкӑсем те ҫавракӑш тӑрӑх куҫса пыраҫҫӗ; планетӑсен центрӗсем Хӗвел тавра ҫавӑрӑнакан ҫула та, спутниксен центрӗсем планетисем тавра ҫавӑрӑнакан ҫула та ҫавракӑш тесе шутлама юрать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хальлӗхе «Комбайн» ЯХПКра — 272, «Прогресс» АХОра — 265, «Сатурн» ЯХПКра — 236, Ленин ячӗллӗ ЯХПКра — 100, «Рассвет» ЯХПКра — 90 гектар, В.Чернов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче — 60, В.Васильев хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче 50 гектар акнӑ.
Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/
Ҫавна ӑнланса илсе, автор иккӗмӗш кӑларӑмра хаваслӑн наречие илемлӗн наречипе улӑштарса ҫырать те («Халӗ кӗрхи каҫӑн кичем шӑплӑхӗнче купӑс сасси илемлӗн янӑрать…»), пӗтӗмпех хӑй вырӑнне ларать: илемлӗ кӗвӗ вӑл хаваслӑн янӑрама та, хурлӑхлӑн илтӗнме те пултарать.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Ҫапла килӗштерме тӑрӑшнӑ вӑхӑтра, Австрия юлташӗ Гермая, пирӗнпе темиҫе ҫӗр ҫултанпа лайӑх тӑнине, малашне те эпир унпа лайӑх тӑрасса ӗмӗтленнине пӑхмасӑр, эпир ӑна хирӗҫ пыма шухӑш ҫук тенине ӗненмесӗр, пирӗн пухӑннӑ ҫарсене килӗсене яртарса салаттарасшӑн пулчӗ.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
… Ура ҫумне самаях ҫыпҫӑнакан пылчӑкран ирте-ирте Кӗҫени палӑрмаллах кичемленнӗрен тата алӑри чӑматанӗсем утӑм тумассерен йывӑрланса пынӑран, пӑрӑнчӑкри лапамра лачакана лакнӑ грузовик ураписене нӑй-нӑй тутарса ларнине курсан, хӗпӗртемеллипех хӗпӗртерӗ Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку Анатолишӗн питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл, ытти механизаторсемпе тата хулари пӗр пысӑк заводран пулӑшма пынӑ шефсемпе пӗрле, малашне хӑй, ун рабочийӗсем, механикӗсем ӗҫлемелли станоксене, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрсене хӑех вырнаҫтарчӗ; ӑна мастерской начальникӗ туса лартнӑччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Мӗншӗн тесен пӗрисемшӗн гражданла пурӑнни чӑн-чӑн мӑшӑрланупа тан, вӗсем ҫакӑнта нимӗнле уйрӑмлӑх та курмаҫҫӗ, теприсемшӗн вӑл – туйӑмсен хӑватне, тасалӑхне тӗрӗслеме паракан май, виҫҫӗмӗшӗсемшӗн гражданла мӑшӑрлану – питӗ меллӗ, сахал яваплӑхлӑ, ирӗклӗ ҫыхӑну.
Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25


