Корпус чувашского языка

Короткие

Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри Надежда Надина врач-нарколог хӑйӗн отчетӗнче шӑпах ҫак ҫивӗч ыйтӑва сывлӑх сыхлавӗн специалисчӗсемпе, профилактика канашӗн, ҫул ҫитмен ачасен комиссийӗн, йӗрке хуралӗн представителӗсемпе мӗнлерех пурнӑҫласа пынӑ пирки паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Пакунлӑ плащ тӑхӑнни район карттине планшеткине хучӗ те: — Птичница каласанах, райпайри дежурнине раципе пӗлтертӗм. Васкавлӑ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Харам пырсене, браконьерсене хӑвӑртрах ярса илесчӗ, — тесе, вӑл май килнӗ таран машинӑна ҫырма тӑрӑх тытса пыма хушрӗ.

Помоги переводом

Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.

— Контроль ӗҫне тарӑнлататпӑр тесе, Совнархозӑн Ҫӑмӑл промышленность Управленийӗ, уйрӑм фабрикӑпа участоксене тӳрех, комбинат дирекцине пӗлтермесӗрех, распоряженисем пани, ман шутпа, йӗркене пӑсни анчах, обезличка, шанманлӑх, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Иван Павлович.

Помоги переводом

Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Защитники Отечества» фондӑн Вӑрмарти уйрӑмӗн социаллӑ координаторӗ Татьяна Шигильдеева «Защитники Отечества» фондӑн Шупашкарти филиалӗн пуҫлӑхӗн Елена Зайцеван саламлӑ ҫырӑвне йӗлтӗр ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене вуласа пачӗ, пурне те финиша ӑнӑҫлӑ ҫитме сунчӗ.

Помоги переводом

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Тӑван чӗлхепе культурӑна малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ирттерчӗ.

Помоги переводом

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Ҫакӑн пек йӗркене вӑрҫӑ ҫулӗсенче, 1944 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче районти ӗҫтӑвком (райисполком) виҫӗ ялта (Патӑрьелӗнче, Тутар Сӑкӑтӗнче тата хайхи Чӑваш Сӑкӑтӗнче) колхозсене пӗчӗклетес пирки кӑларнӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн, ҫуракине тухас умӗн, март вӗҫӗнче туса хунӑ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Унта «ГБ МСЭ по Чувашской Республике-Чувашия» бюро ертӳҫи В.В.Васильева, 41-мӗш аптека директорӗ А.Н.Ильина, РФ Социаллӑ фончӗн клиент службин ертӳҫи Н.В.Юманова, Социаллӑ хӳтлӗх пайӗн специалисчӗ С.В. Дмитриева, округ больницин тӗп врачӗн ҫумӗ Л.В.Галкина хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр // Алексей Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%85%d3%9 ... %91%d1%80/

1959 ҫулта Мускавра пулса иртнӗ Пӗтӗм союзри терминологи канашлӑвӗнче те, 1967 ҫулта Ленинградра наукӑпа техника терминологийӗн проблемисемпе ирттернӗ канашлура та, тӗпрен илсен, терминологи литература чӗлхи лексикин хӑйне уйрӑм пайӗ текен шухӑш пуҫ пулса тӑнӑччӗ.

Помоги переводом

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

«Пирӗн патшалӑхсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ облаҫсенче икӗ енлӗ ӗҫлени, регионти кун йӗркин нумай ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе вӑй хунине координацилени, ҫав шутра терроизма хирӗҫле тата афган ҫул-йӗрӗсенче», - тенӗ Путин саламлӑ телеграмминче.

Помоги переводом

Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... tn-3886469

ХХ ӗмӗрте ҫирӗпленнӗ орфографине хӳтӗлесе СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина, Валерий Яковлев, халӑх ҫыравҫисем Анатолий Кипеч, Сергей Павлов, Раиса Сарпи, филологи докторӗсем Виталий Сергеев, Галина Семенова… чӑваш литературипе искусствинчи 150 ҫын алӑ пусать.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Улатӑрти Комиссариат урамӗнчи 52-мӗш ҫуртпа вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара, ҫӗртме уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Ҫӗмӗрле хулинчи Жуков урамӗнчи 3Б ҫуртри лавккара Камчатка тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ тутлӑ пулӑсене туянма пулать.

Помоги переводом

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Пахчана вӑркӑнтарнӑ «идеалӗпе» пӗрле халиччен чӗрине канӑҫ паман туйӑмне те аяккалла сирсе ывӑтрӑм тесе шухӑшларӗ пулмалла та ҫав — шухӑшлани калӑхах пулчӗ, тӑкӑрлӑк вӗҫне ҫитеспе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Сути стариксен мӑрйинчен кӑн-кӑвак тӗтӗм тухнине курчӗ.

Помоги переводом

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗрхи сулхӑн, нӳрӗ, янкарлӑ сывлӑшра Пурис, «кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек», выҫӑпа анкаса хевтесӗрленнӗскер, витӗрех шӑннипе сивчир тивнӗ пек сиксе чӗтрекенскер, ир еннелле эрех сӗрӗмӗнчен, ӳт-пӳ ӗнтӗркӗлӗхӗнчен пӑртак хӑтӑлчӗ, анчах хӑй пачах вӑранса кайманччӗ-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хупӑ сасӑсен пӗр ушкӑнӗ активлӑ орган чӗтреннипе пулать: тӗнчери чӗлхесенче ытларах чӗлхе вӗҫӗ чӗтренни тӗл пулать (ҫапла мелпе вырӑс, чӑваш чӗлхисенче т. ыт. те р сасса калаҫҫӗ), француз чӗлхинче кӗҫӗн чӗлхе чӗтренет, хӑшпӗр чӗлхесенче тута хӗррисем те чӗтренеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Шӑмми-шакки шалтӑрах кайнипе, лӑшлансах ҫитмен ыратакан аякки «шӑнкӑравланипе», ура тупанӗсем сӑрӑлтатсах тӗлкӗшнипе Ула Тимӗрӗн каллех пӗр авка месерле выртсах кӑтӑш пулса, тутлӑ тӗлӗрӗве путса хал илес килчӗ, анчах шалти сасӑ ӑна пӳрнипе юнасах хытӑрласа илчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче «Планета ҫинче мир - телейлӗ ачасем» программа шайӗнче Аитри Фатих Карим ячӗллӗ вӑтам шкулта Биккул ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ «Терроризм этемлӗхшӗн хӑрушлӑх!» класс сехечӗ ирттернӗ.

Помоги переводом

Экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе программа шайӗнче // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... he-4059770

Маларах территори пайӗн хастарӗсемпе ҫут ҫанталӑк тусӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗсемпе пӗрлех Пӑлапуҫ Пашьел, Турхан, Шӑмӑршӑ вӑрман лесничествисем вӑйсене пӗрлештерсе Тутар Тимешӗнче тавралӑха илем кӗртес тӗллевпе тӑватӑ пине яхӑн тӗрлӗ йывӑҫ лартса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Тавралӑха тирпейлер // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51792-tavr ... -tirpejler

Ашшӗпе амӑшӗ те, ӑнсӑрт инкекпе сасартӑках сӑнсӑрланнӑскерсем, кулянӗҫ-кулянӗҫ те пӗр кана, ҫулсем иртнӑҫем, вӗсем те килтерӗшӗн кулленхи вак-тӗвекӗ хушшинче пӳкле вилӗмпе ҫӗре кӗнӗ ӑнӑҫсӑр хӗрне манӑҫа кӑларӗҫ, хушӑран кӑна, эрленсе, хаш сывлакаласа аса илкелӗҫ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Малашнехи планӗсене пире уҫса памарӗ пулин те хӑйӗн шӑпине ял пурнӑҫӗпех ҫыхӑнтарасси калаҫуран лайӑх сисӗнчӗ, мӗншӗн тесен Василий Смирнов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ, апла тӑк вӑл малашне те ял хуҫалӑх сферинчех тӑрӑшасшӑн.

Помоги переводом

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сайт:

 

Статистика

...подробней