Короткие
Хыҫҫӑнах Полина Ула Тимӗре кӑкӑрӗнчен аллипе ҫемҫен тӗк тӗкӗнсе илчӗ те, ихӗлтеткелесе, ӗнтӗ куҫне те Ула Тимӗр ҫине хапӑл чӗнӳллӗн, чӗлтӗр ывӑтса илсе, урине ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек туй кӗрлекен килхушши еннелле вӗҫтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хисеплӗ ветерана сумлӑ юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗҫӗн Чӑнлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов, ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, хӑй ӗҫленӗ хуҫалӑхӑн ертӳҫисем саламларӗҫ.
Вуннӑмӗш теҫеткене вакласа // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... ne-vaklasa
Любовь Арвидсовна палӑртнӑ тӑрӑх — ҫыравӑн республикӑри респонденчӗсен йышӗнче фермер хуҫалӑхӗсем — 4 пин, ялта пурӑнакансен уйрӑм хуҫалӑхӗсем — 239 пин, хуларисен — 9 пин, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗнчи 9780 участок.
Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
1 сехет ытларах тӑсӑлнӑ сӑмахӗнче Олег Николаев республика пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗн мӗн пур сферинчи пысӑк тӗллевсене анлӑн ҫӗклерӗ: социаллӑ пурнӑҫпа культура, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗ, экономика, цифра трансформацийӗ тата ытти те.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
«Ҫакӑнта ҫуралтӑн эсӗ, пӗчӗк тусӑм, юрататтӑнччӗ кунта килме. Ӗнтӗ яланах садра пулӑн… Ҫулла та, хӗлле те, ҫуркунне те — яланах. Куллен тенӗ пекех ҫӳрӗп кунта, сан патна килӗп», — хӑй тӗллӗн калаҫа-калаҫа шӑтӑк чавнӑччӗ вӑл паҫӑр.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӑйӗн вара наградисем те ҫителӗклех, вӑл «Паттӑрлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Ҫарти туслӑха ҫирӗплетессишӗн» («За укрепление боевого соодружества»), «Харсӑрлӑхшӑн» медальсене, IV степень Ҫветтуй Георгин орденне тивӗҫнӗ.
Ҫук, эс вилмен, таврӑнӑн юлашки фашист пӗтсен // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51654-cuk- ... ist-p-tsen
«Икӗ енлӗ тавар ҫаврӑнӑшӗн витӗмлӗ кӑтартӑвӗсем хӑйсемшӗн калаҫҫӗ. Ҫапла, пӗлтӗр вӑл ҫӗнӗ рекорд тунӑ, планкӑна 28 миллиард доллара ҫитернӗ, кӑҫалхи январь-сентябрь уйӑхӗсенче вара 20 миллиард доллартан та иртнӗ», - тенӗ статьяра.
Путин Раҫҫейпе Казахстан хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ ҫинчен каласа панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-4026169
Пирӗн музее кӑна мар, Чӑваш Енри ытти паллӑ вырӑнсене те ҫитсе килнӗ вӗсем ҫӳл-ҫӳревре, ҫав шутра Куславкка округӗнчи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнса лартнӑ мемориала та», - каласа парать Галина Корытникова.
Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc
Йӗрке хуралӗн сорудникӗсем ҫамрӑксене административлӑ тата уголовлӑ кодексӑн ҫул ҫитмен ачасене пырса тивекен статйисемпе паллаштарнӑ, саккуна ҫамрӑкран пӑхӑнмалли пирки калаҫӑва ҫивӗчлетнӗ, ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Ачасене - право пулӑшӑвӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51863-acha ... o-pul-sh-v
Ҫийӗнчен Оренбург тӑрӑхӗн Мускавпа ҫыхӑннӑ журналисчӗсемшӗн савӑнмалли те пулчӗ: Борис Феликсович палӑртнӑ тӑрӑх - компани хӑйӗн «хӗвеллӗ» программипе малалла ӗҫлесшӗн, вӑл унӑн тӑсӑмӗ Оренбург облаҫӗнчех пулассине систерчӗ.
«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.
Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html
«Ҫамрӑксен туризмӗ пирки калаҫатпӑр пулсан, ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине витӗм кӳресси, вӗсемшӗн регион илӗртӳлӗхне ӳстересси пӗрремӗш плана тухмалла», - палӑртнӑ Алла Салаева депутат форумӑн «Чӑваш ен - ачасен куҫӗпе» сесси ӗҫӗнче.
Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r
Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартса пачӗ: халӑх писателӗ хӑй произведенийӗсен чӗлхипе стильне кӑларӑмран кӑларӑма якатса та туптаса пырать, уҫӑмлӑрах та витӗмлӗрех тӑвать, ҫакӑ вӑл писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗҫемӗн ӳснине кӑтартать.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Пӗтӗмӗшпе илсе каласан, пӗртикӗс улшӑнакан движенин пуҫламӗш хӑвӑртлӑхне v₀ паллӑпа, хӑвӑртланнине а паллӑпа паллӑ тусассӑн, хӑвӑртлӑх пӗр секунда хушшинче улшӑнни ҫав а числопах, анчах та урӑх ятпа ҫырӑнать; вара ҫапла пулать:
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул спорт залӗнче хӗрсем хушшинче муниципалитет округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн депутачӗн, ҫак пӗлӳ ҫурчӗн директорӗн Наталия Андрееван парнисене ҫӗнсе илессишӗн 4-мӗш хутчен волейбол турнирӗ иртнӗ.
Депутат парнисемшӗн // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51568-depu ... rnisemsh-n
Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗсем Зоя Яковлевӑпа Юлия Анисимова чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тӳпе хывнӑшӑн Илья Левый пенсионера, Зинаида Михеевӑпа Геннадий Ловкин вӗрентекенсене организацин Хисеп хучӗпе чысларӗҫ.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ветерансен тӗлпулӑвӗ Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн республикӑри конференцине хутшӑнма делегатсене суйланипе вӗҫленнӗ, унта Валерий Долгова, Юрий Александрова, Михаил Игошина тата Анатолий Петрова яма йышӑннӑ.
АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/
Юрий Александрович шкулсемпе ача сачӗсене, библиотекӑсене, больницӑсене пулӑшассине, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассине те пысӑк тимлӗх уйӑрать, чиркӳ хута ярассине, юсаса ҫӗнетессине те сӑваплӑ ӗҫ вырӑнне йышӑнать.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№


